Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш наци конгресӗн иккӗмӗш президенчӗ, ҫак обществӑлла организацие 15 ҫул ертсе пынӑ Архипов Геннадий Николаевич уйрӑлса кайнӑ. Архипов Геннадий Николаевич 1956 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Анат Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин (1982) тата истори (1989) уйрӑмне пӗтернӗ. 1984 ҫултанпа 8 ҫул «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1990 ҫулта Аслӑ Канаш депутатне суйланнӑ. 1994–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата МИХсен комитечӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ. 1997 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн Президентне суйланӑ, 15 ҫул ытла ертсе пынӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Турцири Раҫҫей Федерацийӗн посольствинче Чӑваш Республикин курав-хӑтлавне ирттермешкӗн патшалӑх саккасӗ пичетленни паллӑ пулнӑ. Куравӑн тӗп тӗллевӗ — Чӑваш Республикин промышленноҫ, туризм, вӗренӳ, культура потенциалӗсене хӑтласси, Турципе ҫыхӑну йӗркелесси. Саккасра мӗн палӑртнӑ? Хӑтлав баннерӗсен дизайнне хатӗрлемелле, унта Чӑваш Республикин социаллӑ экономика аталанӑвне, экономикӑри тӗп тытӑмсене, Турципе ҫыхӑнса ӗҫленине, инвестици сӗнӗвӗсене, ял хуҫалӑхӗ пирки кӗскен палӑртмалла. Хӑтлав сценарийӗнче ӗҫ (Чӑваш Республикинчи предприятисем тухса калаҫни) тата культура пайӗсем (чӑваш наци ушкӑнӗ тухни) пулмалла. Ҫавӑн пекех наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхса хӑтламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура» кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна «Чуваши Присвияжья: история и культура» ят панӑ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ. Ӗҫе ушкӑн пурнӑҫланӑ. Ун йышне этнографсем, музыковедсем, социологсем, фольклористсем, чӗлхеҫӗсем кӗнӗ. Кӑларӑм 1 пин тиражпа тухнӑ. Вӑл этнографи, истори, гуманитари енӗпе ӗҫлекенсемшӗн, студентсемшӗн, шкулта вӗренекенсемшӗн усӑллӑ. Сӑмах май, кӗнеке серинчи пӗрремӗш кӗнеке «Симбирско-саратовские чуваши» ятлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Константин Иванов палӑкӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫулталӑкра мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ, плана кӗртмелли сӗнӳсене сахал мар пачӗҫ. Документпа каярах, тен, ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ Валери Туркай та пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Константин Ивановӑн палӑкӗ вырӑнта мар тӑнине палӑртрӗ — питӗ мелсӗр вырнаҫтарнӑ имӗш. Тӗслӗхрен, ун умӗнче ӳкерӗнме те кансӗр — хыҫра ҫурт курӑнать. Валери Туркай палӑка театр умне куҫарма сӗнчӗ, ку ӗҫре ЧНК пулӑшасса шанчӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти тепӗр палӑк та хӑй вырӑнӗнче мар иккен. Сӑмах Петӗр Хусанкайӑнни пирки пырать. Унӑн палӑкӗ хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инситучӗ патӗнче вырӑн тупнӑ. Валерий Туркай шухӑшӗпе Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ тем тесен те хула варринче пӗр-пӗр чаплӑ лаптӑкра пулмалла. Пуху вӗҫӗнче ЧНК йышӗнчен хӑш-пӗр ҫынсене кӑларчӗҫ — лешӗсем заявлени ҫырнине пула. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗ чӑвашла юрлакан ачасен республикӑри «Мехел» IX телекурав конкурсне хутшӑнмашкӑн заявкӑсем йышӑнма тытӑннӑ. Ӑмӑрту виҫӗ ӳсемпе иртӗ: 6-9, 10-13, 14-17 ҫултисем. Икӗ номинаци пулӗ: «Пӗччен юрлани» тата «Ансамбльсемпе хорсем». Конкурсҫӑсен чӑвашла юрӑ юрламалла. Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 25-мӗшӗччен памалла. Ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 9-мӗш ҫурт (Чӑваш патшалӑх филармонийӗ), 419-мӗш пӳлӗм. Заявкӑсене 62-43-69 номерпе факспа та йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-11-05. Списока тата кам хыҫҫӑн кам сцена ҫине тухмаллине Чӑваш патшалӑх филармонин сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗ «Ирӗклӗх» тӳре-шарана чӑвашла Конституцие йышӑнма сӗнни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Анчах общество организацийӗн сӗнӗвне шута илесшӗн мар иккен. Кун пирки «Ирӗклӗх» сайчӗ пӗлтерет. Общество хастарӗсем ку ыйтупа тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хуравӗнче федераци тата регион саккунӗсенче саккунсене икӗ чӗлхепе йышӑнмаллине кӑтартакан ҫирӗп норма ҫуккине пӗлтерет. Парламентра Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗ вырӑслипе пӗр тан пулнине калаҫҫӗ. Прокуратура ҫапла пӗлтернӗ: ЧР Конституцине Раҫҫейӗн патшалӑх чӗлхипе ҫеҫ йышӑнни саккуна пӑснине пӗлтермест-мӗн. «Ирӗклӗх» патшалӑх инстанцийӗсемпе чӑвашла ҫырӑннӑ. Патшалӑх Канашӗ ҫырӑва чӑвашла хуравланӑ. Прокуратура икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. ЧР Юстици министерстви вырӑсла хуравланӑ. Унта чӑвашла лайӑх пӗлекен профессионал куҫаруҫӑ ҫук-мӗн. Аса илтерер: общество хастарӗсем ҫакна пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ. Вӗсем ЧР Конституцийӗ вырӑсла ҫеҫ пулнине, чӑвашла куҫарӑвӗн юридици вӑйӗ пулманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вырсарни шкулӗ унччен ҫапла пулнӑ Ӗпхӳре юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑвашсен вырсарни шкулӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара паракан программӑпа ҫӗнетнӗ иккен. Тӗплӗ юсав валли кӗмӗле Марат Хафизов ятлӑ усламҫӑ уйӑрнӑ. Ҫурта ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара панӑ май усламҫӑ умӗнче влаҫсем кӑштах услови лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Хайхин малтанхи виҫӗ ҫул хушшинче ҫурта тӗплӗн юсамалла пулнӑ тата тара илнишӗн хыснана тӳлемелле. Ӗҫе тӗплӗ пурнӑҫласан арендншӑн пӗр тӑваткал метршӑн 1 тенкӗ тӳлеттернипех ҫырлахӗҫ. Ҫапла хака 25 ҫуллӑха палӑртнӑ. Вырсарни шкулне 187 тӑваткал метр лекнӗ. Унта халӗ 140 чӑваш ачи вӗренет. Вӗсем чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеҫҫӗ, литературӑпа паллашаҫҫӗ. Ачасене информатикӑпа ют чӗлхене те вӗрентеҫҫӗ. Декораципе прикладной ӳнерӗн кружокӗ те ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Карлачӑн 26-мӗшӗнче ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Пушкӑрт Республикинче чӑваш наци культурин автономине туса хунӑ. Кун пирки «Башинформ» пӗлтерет. Пӗрлӗхе туса хурас ыйтӑва пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнчех ҫӗкленӗ. Ӑна тумалли пирки кӑҫал Булгаково ялӗнче иртнӗ регионсен общество организацийӗсен конференцийӗнче йышӑннӑ. Пушкӑртстанри чӑваш наци культурин автономийӗн председателӗн тивӗҫне медицина ӑслӑлӑхӗсен докторне Виталий Викторов профессора шаннӑ. Конференцие хутшӑннисем чӑваш чӗлхин йӑлине тытса пымаллине, унӑн историне, культурине вӗренмеллине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех унта ҫамрӑксене илӗртес ыйту та ҫивӗч. Пурте Пушкӑртстан правительствине пулӑшу кӳнӗшӗн тав тунӑ. Пӗлмешкӗн: Пушкӑрт Республикинче 100 пин ытла чӑваш пурӑнать, чӑваш нациллӗ 9 пин ытла ача вӗренет. Тӑван чӗлхене 23 шкулпа филиалта вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта республика шайӗнче чӑвашла хаҫат тухса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Таяпа Энтри ялӗ Литература ҫулталӑкне «Нарспи» поэма авторӗ 125 ҫул тултарнине халалланӑ уяв каҫӗпе уҫнӑ. Вулавӑша пухӑннисем Константин Иванов пирки ҫырнӑ материалсемпе, унӑн «Нарспи» поэмипе паллашма пултарнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен И.В.Ванюшина пурне те чӑваш поэзийӗн классикӗн Константин Ивановӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Хӑтлав слайчӗсем калаҫӑва тата пуянлатнӑ. Вулавӑш ӗҫенӗ З.П.Ефремова кӗнеке куравӗпе усӑ курса «Нарспи» поэма пирки каласа кӑтартнӑ. Константин Иванова халалланӑ кӗтесе вулакансен ӳкерчӗкӗсене, тӗррисене вырнаҫтарнӑ. Мероприятире чылайӑшӗ «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каланӑ. Унтах «Нарспипе Сетнер», «Икӗ хӗр» сценкӑсем лартнӑ. Юлашкинчен викторина ирттернӗ. Унтан пурте пӗрле «Вӗренекенсен сасси» стена хаҫачӗ кӑларнӑ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумайӑшӗ Константин Иванова «Нарспи» поэма тӑрӑх пӗлет. Поэма чӑваш классикинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Константин Васильевич тӗрӗсмарлӑхшӑн кӗрешнӗ поэт та. Унӑн пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен Ҫӗн Шӑхран ялӗнче сӳтсе явнӑ. Ялта кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Литература ҫулталӑкне тата Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа «К.Иванов чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» пултарулӑх каҫӗ ирттернӗ. Ял клубӗнче чӑваш поэчӗн пултарулӑхӗпе пурнӑҫне ҫутатакан стенд хатӗрленӗ. Уявра ачасем чӑваш «патши» пирки хывнӑ «Думы старого леса» халап сыпӑкӗсене, «Икӗ хӗр» хайлава вуланӑ, «Нарспи» поэмӑна итленӗ. Ҫӗншӑхрансем чӑваш классикне манмаҫҫӗ, унӑн хайлавӗсемпе ҫамрӑк ӑрӑва паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |