Чӑвашлӑх
![]() «Нарспи — тӗрӗ тӗрлекен чӑваш пики» торт Чӳкӗн 22-26-мӗшӗсенче Люксембургра кулинарсен «Кулинарсен Тӗнче кубокӗ» конкурс иртнӗ. Пирӗн ентешсем Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче пулнӑ. Пирӗннисем унта «Нарспи — тӗрӗ тӗрлекен чӑваш пики» торт, «Парне» бальзампа пӗҫернӗ тата «Пушкин чӑваш ялне килни» кукӑльсем пулнӑ. Кӑҫал конкурс тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Унта 86 ҫӗршыври 160 ытла кондитер пухӑннӑ. Ӗҫсене 100 баллӑ тытӑмпа хакланӑ. Чӑвашсем ҫимӗҫсене чӑваш наци йӑлипе килӗшӳллӗн хатӗрлени паха. Акӑ Ирина Щетининӑн ӗҫе пурне те тӗлӗнтернӗ. Унӑн «Нарспи — тӗрӗ тӗрлекен чӑваш пики» торчӗ «Арт-класс» номинацире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ирина Антонова тата Тамара Сергеева «Парне» бальзампа кукӑль пӗҫернӗ. Ольга Хлебникова ертсе пынипе хатӗрленӗ «Пушкин чӑваш ялне килни» кукӑле те Дипломпа палӑртнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен командине чӑваш наци кухнине тӗнче шайне кӑларнӑшӑн, аталантарнӑшӑн дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Людмила Муравьева Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 8-мӗш хут йӗркеленнӗ. Кӑҫал унта 16 пике хутшӑннӑ. Малтан конкурсҫӑсене ЧНК президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, унтан ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Алиса Чайникова сӑмах илнӗ. Пӗрремӗш конкурсра пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем куракансене хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑн тытма пӗлнипе, ҫепӗҫ чӗлхипе тыткӑнланӑ. Тепӗр конкурсра пикесем анлӑ тавракурӑмлӑ пулнипе тӗлӗнтернӗ. Хӗрсем республикӑри хула ячӗсене те, чӑваш гимнӗн авторӗсене те, чӑваш театрне кам пуҫарнине те, чӑвашсен ӗлӗкхи календарьне те пӗлнӗ. Тӗрӗссипе, ыйтусем йывӑрах та пулман. Ҫапах такӑнакан та тупӑннӑ. Пӗр пике «ӑраскал» сӑмах пӗлтерӗшне пӗлеймен, тепри чӑвашсен этнографи ушкӑнӗсене калайман. Пултарулӑх конкурсӗнче пикесем чӑваш ташшине те, тангӑна та ташланӑ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Акӑ Трак тӑрӑхӗнчен килнӗ Мария Козлова «Илеймӗн телее укҫа парса» сӑвӑ вуланӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Зоя Михайлова Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкне пӑхмасӑр каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иртнӗ шӑматкун Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн черетлӗ ҫулталӑкри отчёт ларӑвӗ пулчӗ — унта халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 150 ҫынна яхӑн хутшӑнчӗҫ. Ларӑва Президиум пайташӗ Карягин Фёдор Александрович ертсе пычӗ. Пухӑннисем умӗнче Ҫӗньялти фольклор ансамблӗ хӑйӗн пултарулахне кӑтарнӑ хыҫҫӑн лару хӑйӗн ӗҫне тытӑнчӗ. Пухура халӑх академийӗн тӗрлӗ пуйсен ертӳҫисем ҫулталӑк хушшинче мӗн туни пирки каласа пачӗҫ, академие ӗҫне кура ҫӗнӗ пайташсене йышӑнчӗҫ. Ҫитес ҫулхи плана та йышӑнса хӑварчӗҫ. Ун пирки асӑнас пулсан 2015 ҫулта Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ тӗрлӗ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсем, ҫавра сӗтелсем ирттерме палӑртать. Ҫавӑн пекех кӳршӗллӗ тӑрӑхсенче вырӑнти ларусене — инҫетре тӑрӑшаканнисем сахал мар-ҫке — ҫитсе хутшӑнма планланӑ. Сӑнсем (45) |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ тӑрӑшнипе ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми А1 форматпа пичетленсе тухмалла. Ҫавна май чи малтан туянас кӑмӑллисем валли умсаккас йӗркелетпӗр — ӑна 250 тенкӗпе туянма май пур. Умсаккаса «СУМ» лавкка урлӑ ирттеретпӗр. Тӳрех палӑртатпӑр: укҫине малтан тӳлемелле (наложенный платеж мелӗпе саккаслакансене кайран ҫеҫ ярса парӑпӑр). Чӑваш Ен схемин чӑвашла вариантне эпир нарӑс уйӑхӗнче пуҫласа. Чи йывӑрри — ял ячӗсен чӑвашла вариантне (тӗрӗссине) палӑртасси пулчӗ. Ку тӗлӗшпе пире Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ, Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫачӗ, Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ самай пулӑшрӗҫ. Вуншар ҫын тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн сахал мар йӑнӑшран хӑтӑлтӑмӑр. Схема ҫине эпир совет саманинче панӑ ӗлӗкхи хитре чӑвашла ятсене илсе пама тӑрӑшрӑмӑр (т-х: Ӗсмел, Каҫал, Аслӑ Арапуҫ). Ҫавӑн пекех курӑнакан лаптӑка лекекен тулашри чӑваш ялсене кӑтартрӑмӑр — Тутарстанри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗсем ӑҫтарах вырнаҫнине лайӑх курма май пур. Ку вариант — малтанхи. |
Чӑвашлӑх
![]() Йӗпреҫ районӗнчи «Пилеш» ача пахчин воспитателӗсем ачасене наци культурипе, йӑли-йӗркипе кӑсӑклантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене халӑх ӑсталӑхӗн историйӗпе паллаштараҫҫӗ. Мария Коркунова тӗрӗ ӑсти хӑйӗн ӗҫӗсемпе миникурав йӗркеленӗ. Вӑл ҫутҫанталӑка тӗрлет, йӗппе, ҫекӗлпе ҫыхать. Вӑл ачасене ӗлӗк кашни хӗр тупра хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасем ҫавӑн пекех ӗлӗк ҫынсем ҫипе хӑйсемех сӑрлани пирки пӗлнӗ. Ҫавна май ҫырлапа, чечекпе, ҫулҫӑпа, тымарпа, йывӑҫ хуппипе, кӗлпе, тӑмпа тата ытти япалапа усӑ курнӑ. Юрий Певцов хӑваран тем те пӗр ӑсталать. Унӑн ӗҫ пухмачӗнче — карҫинккасем, ҫӑкӑр хумалли савӑтсем, вазӑсем… Вӑл ачасемпе хӑваран авса ӑсталас енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Юрий Егорович ача пахчине асӑнмалӑх карҫинкка парнеленӗ. Вӑл мӑнукне Ромӑна та ҫак ӗҫе вӗрентет. Людмила Матвеева теттесем хатӗрлет, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлет. Вӑл хӑй те пултарулӑх ҫуртӗнче ачасемпе ӗҫлет. Шӑпӑрлансем унӑн ҫемҫе теттисемпе кӑсӑкланнӑ. лашкинчен ачасем пурте пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Елена Репина Тӗмен облаҫӗнчи чи чипер те сӑпайлӑ, ӗҫчен те пултарулӑ, илемлӗ те яштака пӳллӗ, илӗртӳллӗ хӗр-пикесем Тӗменри наци культурисен «Строитель» керменӗн пысӑк сцени ҫинече «Чӑваш пики — 2014» ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ҫакӑн пирки ЧНК Мӑн Канаш пайташӗ Ирина Удалова пӗлтерет. Асӑннӑ конкурс Тӗмен ҫӗрӗ ҫинче саккӑрмӗш хут иртет иккен. Кӗҫалхине Тӗмен, Нефтеюганск, Сургут хулисенчи чӑваш пикисем хутшӑннӑ. Пикесене Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш членӗсем В.А. Васильев , И.В. Удалова саламланӑ. Чӑваш хӗрӗсен пултараслӑхне 6 конкурсра тӗрӗсленӗ: портфолиона хак панӑ, хӑйсемпе паллаштарнине, чӑваш тумӗпе дефиле кӑтартнине, интеллектуаллӑ ӑмӑртура, килти ӗҫшӗн, пултарулӑх конкурсӗшӗн. «Хитре пулни ҫеҫ мар, чунпа пуян тата общество ӗҫӗнче хастар пулмалла», — тет иккен «Тӑван» чӑвашсен ассоциацийӗн президенчӗ И.Н. Маслова. Тӑван чӗлхене тата авалтан килекен йӑла–йӗркене пӗлнине тӗпе хурнӑ. Анна Хрисанова «Сӑпайлӑ пике», Марина Роколь «Яштака пике», Татьяна Николаева «Вице чӑваш пики», Мария Захарова «Ҫепӗҫ пике», Васелина Жигулева «Кӗмӗл сасӑ», Крестина Васильева «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ен делегацийӗ Мускавра Вырӑс географи обществин XV съезчӗ иртнӗ. Ӑсчахсем 5 ҫулти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ, малашнехи плансене сӳтсе явнӑ. Тӗпчевҫӗсемпе РФ Президенчӗ Владимир Путин та тӗлпулнӑ. Вӑл Вырӑс географи обществин попечительлӗх канашне ертсе пырать. Съезда Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Пӗр эрнере ӑсчахсем лекцисем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, интерактивлӑ лапамсем ӗҫленӗ. Вырӑс географи обществин уйрӑмӗсем Раҫҫейри 85 субъектра ӗҫлеҫҫӗ. Регионсем хӑйсен культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштараҫҫӗ. Фестивалӗн кашни кунӗ уйрӑм темӑпа иртнӗ. Пирӗн республика делегацийӗ съезда килнисене чӑваш тӗррипе паллаштарнӑ, сӑра вӗретес, хӑмла ӳстерес ӗҫ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем хӑнасене кваспа хӑналанӑ. «Атӑл» халӑх хорӗ чӑвашла юрӑсем юрланӑ. Кунсӑр пуҫне обществӑн чӑваш уйрӑмӗ кӑларнӑ ӑслӑлӑх литературипе паллаштарнӑ. Куракансене чӑваш тӗрри пирки итлеме интереслӗ пулнӑ. Вӗсем чӑваш тумӗсене тытса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧР Культура министерстви Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк культурин организацине (ТЮРКСОЙ) кӗресшӗн маррине пӗлтернӗ. Ҫакӑ ведомство «Ирӗклӗх» общество организацийӗ янӑ ҫырӑва хуравланинчен паллӑ. «Ирӗклӗх» ку ыйтӑва ведомствӑна унччен янӑ. Хуравра акӑ мӗн палӑртнӑ: чӑвашсен пуян культури, унӑн чӗлхи, историйӗ, наци туйӑмӗ тӗрлӗ организацие кӗмесӗрех лайӑх аталанать-мӗн. Культура учрежденийӗсем, пултарулӑх союзӗсем, ӑсчахсем ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ТЮРКСОЙ йӗркеленӗ тӗрлӗ мероприятие, ҫав шутра уявсене те, хутшӑнаҫҫӗ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ТЮРКСОЙ организацие кӗменни чӑваш культурине аталанмашкӑн ура хунине пӗлтермест. «Ирӗклӗх» ыйтнине хирӗҫлемелли урӑх салтавсене кӑтартман. Палӑртмалла: паян Чӑваш Республики Раҫҫейре — тӗрӗк культурин организацине кӗмен пӗртен пӗр тӗрӗк республики. «Ирӗклӗх» министерствӑна янӑ ыйтура ТЮРКСОЙ организацине кӗни тӗрӗк ҫӗршывӗсемпе культура, ӗҫ тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнӑва анлӑлатма пулӑшнине палӑртнӑ. «Ирӗклӗх» министерство хуравне мӑшкӑл вырӑнне йышӑнать. Общество председателӗ Дмитрий Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура министерстви республикӑри лару-тӑруран аякра, чиновниксемшӗн чӑваш культурин аталанӑвӗ пур пӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Унччен республика шайӗнчи «Чӑваш пики» конкурса ҫуркунне йӗркелесси йӑлана кӗнӗччӗ. Кӑҫал ӑна ҫуркунне ирттереймерӗҫ. Пӗр вӑхӑт ҫулла пулать тесе сас-хура тухрӗ. Анчах ЧНК конкурса кӗркуннене хӑварнине пӗлтерчӗ. Ҫулла ҫамрӑксен экзаменсем тытмалла, вӗренме кӗмелле. Акӑ кӑҫал ЧНК тата ЧР Культура министерстви пуҫарӑвӗпе йӗркеленнӗ «Чӑваш пики» конкурс саккӑрмӗш хут иртет. Унта район шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ чи илемлӗ, чи сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗсем тупӑшӗҫ. Конкурс Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мальвинӑпа Сергей Алексеевсем Шупашкарта пурӑнакан Мальвинӑпа Сергей Алексеевсем темиҫе ҫул каялла хӑйсен туйне чӑваш йӑлипе килӗшӳллӗн ирттернӗ. Халӗ мӑшӑр туйри сӑнӳкерчӗксене «Манӑн пысӑк наци туйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса ярса панӑ. «Пирӗн туй — тӑван халӑхшӑн пӗчӗк парӑм ҫеҫ. Пирӗн ачасем Пинерпипе Асамат хӑйсен йӑхне пӗлччӗр», — ҫырнӑ Мальвина проект сайтӗнче. — Чӑвашсем туя тӗплӗн хатӗрленнӗ. Хӗр хӑй тӗрленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ. Пуҫӗнче — пӗркенчӗк. Тепӗр кунхине вӑл хушпу тата сурпан тӑхӑннӑ. Сурпан питӗ вӑрӑм пулнӑ, ҫавна май чӑвашсем сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр суннӑ». «Манӑн пысӑк наци туйӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсӗ этника хушшинчи журналистика гильдийӗ пуҫарӑвӗпе иртет. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ наци хутшӑнать, хӑйсен культурине кӑтартать. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Вӗсем виҫҫӗн пулӗҫ. Пӗрине профессионал журналистсен йышӗнче палӑртӗҫ, теприне халӑх тетелӗнче репост тунӑ ҫынран суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗшне сайтри сасӑлавпа палӑртӗҫ. Алексеевсем сайта икӗ сӑнӳкерчӗк кӑларнӑ. Вӗсемшӗн «Моя большая национальная свадьба» сайтра сасӑлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |