Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Иккассинче пурӑнакансем автоҫул хӗрринче йывӑҫ хунавӗсем лартнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем «Кӳкеҫ – Иккассинче» 3 пине яхӑн хыр тата лиственница хунавӗсене лартса тухнӑ.

Халӗ унта 5 рет хунав ешерет. Пӗтӗмпе 580 метр тӑршшӗнче ӳсеҫҫӗ вӗсем. Малашне вӗсем автоҫула хӗлле юр хӳсе лартасран хӳтӗлӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре халӑха транспортпа турттарассин пӗрлехи стандартне йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

2025-2029 ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра халӑха турттаракан маршрутсенче ҫынсене ҫул укҫине проезднойпа тӳлеттерессин тӳпине ӳстересшӗн. Ку цифрӑна хальхи 5 процентран 25 процента ҫитересшӗн. Ӑслӑ транспорт тытӑмӗпе пассажир транспорчӗн 90 процентне (халӗ ку кӑтартуекки 70 процент) ҫыхӑнтарасшӑн.

Кунсӑр пуҫне хулара пӗр транспортран теприн ҫине куҫса вӑхӑта ирттернин вӑхӑчӗ 90 минтуран 75 минут таран пулӗ, хуласене ҫыхӑнтаракан транспортра вара — хальхи 240 минутран 215 минут.

 

Республикӑра
«Тӑван Ен» архивӗнчи сӑн
«Тӑван Ен» архивӗнчи сӑн

Шупашкар округӗн «Тӑван Ен» хаҫатне «Хыпар» Издательство ҫурчӗпе пӗрлештерӗҫ. ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫулсерен 900 пин тенкӗ перекетлеме май парӗ. Ку укҫана ӗҫченсен шалӑвне ӳстерме, типографи тата коммуналлӑ тӑкаксене саплаштарма ямашкӑн палӑртнӑ.

«Тӑван Ен» пӗрлешетернӗ хыҫҫӑн та Шупашкар округӗнче тухса тӑрӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Красноармейски тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсен хаҫачӗсем «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ.

 

Республикӑра
farm.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
farm.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин «Фармаци» унитарлӑ предприятийӗн генеральнӑй директорӗ пулма Игорь Степанова ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ӗнер паллаштарнӑ.

Игорь Степанов 2002 ҫулта Питӗрти И.И. Мечников патшалӑх медицина академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Асӑннӑ хулари онкологи диспансерӗнче вӑл врач-фармаколог тата клиника фармакологийӗн заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пурлӑхпа ресурс пайӗнче, Курган облаҫӗнчи Сывлӑх сыхлав департаментӗнче, унти онкологи диспансерӗнче тӗп врачӑн ҫумӗ, Архангельск облаҫӗнчи Новодинскри хула больницинче тӗп врачӗн ҫумӗ пулса тимленӗ.

 

Республикӑра
crimea.ria.ru сайтри сӑн
crimea.ria.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре 18 ҫула ҫитнӗ сусӑрсене те ятарлӑ сиплев апачӗпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫакӑ прокуратура тӑрӑшнипе пулнӑ.

Унччен ятарлӑ сиплев апачӗпе 18 ҫула ҫитмен сусӑрсене кӑна тивӗҫтернӗ. Ҫавна мӑй прокуратура ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине улшӑнусем кӗртме ыйтса сӗнӳпе тухнӑ.

 

Республикӑра

2025 ҫул Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫакнашкал хушӑва алӑ пуснӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывшӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет. Ҫакна тӗпе хурса палӑртнӑ та ҫитес ҫула.

Сӑмах май, 2020 ҫулта, Астӑвӑмпа мухтав, ҫулталӑкӗ пулнӑ. Кӑҫал вара – Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетӗ усӑ курмалли ҫулталӑк

 

Республикӑра

Чӑваш Енри икӗ объект Раҫҫейри агротоуризм атласне кӗнӗ. Вӗсем – Улатӑр округӗнчи «Зеленая долина» кану бази тата Канаш округӗнчи «Мелилотус» кооператив.

Атласа РФ Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ. Унта 100 ытла объект кӗнӗ. Чылайӑшӗ «Агротуризм» грантпа хута янӑскерсем. Сӑмах май, вӑл 2022 ҫултанпа ӗҫлет.

Палӑртмалла: Чӑваш Енре 7 ял хуҫалӑх производителӗ хӑнасене ялта йышӑнмашкӑн инфраструктурӑна аталантарма субсиди илнӗ. Пӗтӗмпе - 59,1 миллион тенкӗлӗх.

 

Республикӑра
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк
Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ тепӗр ҫемьене РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Макаровсем тивӗҫнӗ.

Владимир Александровичпа Альбина Викторовна тӑватӑ хӗр ӳстереҫҫӗ: Анастасия, Екатерина, Ульяна тата Татьяна. Ҫемье пуҫӗ колхозра водительте ӗҫленӗ, шкул автобусӗпе ачасене илсе ҫӳренӗ, почтальон пулнӑ. Халӗ кил хуҫалӑхне тытса пырать, ватӑ амӑшне пӑхать. Татьяна Викторовна хими, биологи тата географи предмечӗсене вӗрентет.

 

Республикӑра
Россельхознадзор архивӗнчи сӑн
Россельхознадзор архивӗнчи сӑн

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗ ҫывӑхӗнче свалка тупнӑ. Унта – выльӑх-чӗрлӗх юлашкийӗсем.

Ведомство ӗҫченӗсем ҫав вырӑна Патӑрьел округӗнче пурӑнакан ҫын ҫӑхав янӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленӗ. Чӑнах та, Шӑнкӑртам ҫывӑхӗнче 3 пин ытла тӑваткал метр лаптӑк ҫинче выльӑх-чӗрлӗхӗн юлашкийӗсем купаланса выртнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: ҫав лаптӑка выльӑх пусакан предприяти тара илет. Рссельхознадзор йӗрке пӑснине пӗтерме ыйтса ун тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чернобыльти АЭСри аварие пӗтернӗ ҫӗре хутшӑннӑ Иван Алексеева «Вилекенсене ҫӑлнӑшӑн» медаль пама йышӑннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Анчах, шел те, Етӗрне округӗнче пурӑннӑ Иван Алексеев 2000 ҫулта вилнӗ. Медале унӑн йӑмӑкне панӑ.

Сӑмах май, кӑҫалхи ака уйӑхӗ тӗлне республикӑра 723 чернобылец пурӑннӑ. Тӑватӑ ҫул каяллахипе танлаштарсан, 311 ҫын сахалрах.

 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, ...632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
104
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи