Республикӑра
![]() Шупашкарта 31 ҫулти Наталия Леонтьева ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем те, тӑванӗсем те шыраҫҫӗ. Наталия ҫухални пирки аппӑшӗ Светлана Софронова хыпарланӑ. Наташа Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл хут уйӑрттармасӑр пурӑнакан упӑшкипе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хирӗҫнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман. Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Наташа унпа кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче юлашки хутчен ҫыхӑннӑ. Ун чухне йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Телефонне вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче сӳнтернӗ. Наталия унччен те килтен тухса кайкаланӑ. Анчах вӑл аппӑшӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Наташа 160-165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Мӑйӗ ҫинче, сылтӑм енче, тур палли пур. Наташӑна курсан ҫак телефонпа ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 89825541744. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Александр Казаков Ҫӗрпӳ районӗнче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкермелли канашлура унта ҫӳп-ҫап тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗччине палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. «Ҫӗрпӳ районӗн лайӑх енсем сахал мар. Харпӑр хӑй тупӑшне пухас ӗҫ кӑтартӑвӗпе район республикӑри ытти муниципалитетсем хушшинче хисеплӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Юлашки ҫулсенче муниципалитетра пӗчӗк тата вӑтам услам ӗҫ сфери те курӑмлӑ аталанса пырать. Ял хуҫалӑх тытӑмӗ те кӑтартуллӑ ӗҫлени никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тенӗ Михаил Игнатьев. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков докладра муниципалитетӑн ҫитӗнӗвӗ сахал маррине каланӑ. Чӑваш Енри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «тепӗр пысӑк ыйту — тавралӑхри ҫӳп-ҫапа тирпейлесе пуҫтарасси». Районти икӗ муниципалитетра ыйту ҫав тери ҫивӗч иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Халӗ электронлӑ майпа аукцион ирттереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ. Малтанлӑха, килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ФАПа тума 3,6 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Унӑн виҫине электронлӑ майпа аукцион ирттерсен ҫирӗпленӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе ФАПсем тумашкӑн 75,7 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Чылай ФАПа утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Пӑрачкав районӗнчи Куславкка ялӗнче тата Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ФАПа Республика кунӗччен хута ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре иртнӗ ҫул патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫийӗ 6 процент хӑпарнӑ. Кашни пуса шутлакан ҫын ку хыпара тарӑхса йышӑнать пулӗ. Анчах вӗсен ӗҫ укҫийӗ ӳсни портфельлисен йышне чакарнипе ҫыхӑннӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсен шучӗ 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи 5,4 пинтен 5,2 пин юлнӑ. Ӗс укҫин фондне малтанхиллех хӑварнине кура вӑтам шалӑва ӳстерме май килнине республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев пӗлтернӗ. Патшалӑх служащийӗсене юлашки хутчен шалӑва 2013 ҫулта ӳстерсе панӑ. Унтанпа вӗсен оклачӗ улшӑнман. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, федерацин Атӑлҫи округӗсемпе танлаштарсан пирӗн патри тӳре-шаран шалӑвӗ пысӑк мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарта студенткӑна занятирех тытса чарнӑ. Унччен вӑл Борис Немцева асӑнса ирттернӗ протест акцине хутшӑннӑ пулнӑ. Студентка кӗпер ҫине «Пурне те вӗлерсе пӗтерейместӗр, пурне те лартса пӗтерейместӗр» плакат ҫакнӑ. Борис Немцева вӗлернӗ куна асӑнса Шупашкарта акци иртнӗ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ҫамрӑксен ушкӑнӗ кӗпер ҫине плакат ҫакнӑ. Ун чухне вӗсем пиротехникӑпа те усӑ курнӑ — ҫапла водительсене тимлӗхсӗр ирттерсе ярасшӑн пулман. Анчах ку акцие йӗрке хуралҫисем асӑрхамасӑр иртмен. Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна полици килнӗ те студенткӑна тытса кайнӑ. Хальлӗхе Натся ҫыхӑнӑва тухман. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш полици участокӗнче пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑвашавтотранс валли пуҫлӑх шыранӑ. Ку тӗлӗшпе конкурс ирттернӗ, анчах унта никам та ҫӗнтермен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса ҫӗнӗрен йӗркелӗҫ. Ҫакӑ паллӑ: Чӑвашавтотранс ертӳҫин тилхепине йышӑнассишӗн виҫӗ кандидат кӗрешнӗ. Вӗсем конкурс комиссине мӗнпе тивӗҫтерменни паллӑ мар. Тӗрӗссипе, конкурсӑн нарӑсӑн 14-мӗшӗнчех иртмелле пулнӑ. Анчах ӑна каярах куҫарнӑ, мӗншӗн тесен комисси пайташӗсем ӑнланмалла сӑлтавсене пула конкурса ирттерме килеймен. Хальлӗхе предприятие Михаил Арзамасов вӑхӑтлӑха ертсе пырать. Унчченхи пуҫлӑх Сергей Аказеев тӗлӗшпе шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Нарӑсӑн 20-мӗшпе 25-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ сире ҫак хыпарсемпе паллаштарма ӗлкӗрчӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • Алла Самойлова министр пуканне мӗнле награда илнӗ хыҫҫӑн пушатни ҫинчен хыпарларӑмӑр; • Парижри куравра чӑвашсем мӗн кӑтартма шут тытни пирки каласа патӑмӑр; • Чӗмпӗрти куравра пӗр паллӑ чӑваш мӗн кӑтартнине систертӗмӗр; • Чӑваш наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна йышӑннипе йышӑнайманнине пӗлме пултартӑр; • «Тиме́р банкри» ӗҫ мӗнле пынине паллаштартӑмӑр; • Вӗрентекенсем те хӑрушла ӗҫ тума пултарни ҫинчен систертӗмӗр; • Александр Егоров журналист пирӗнтен уйрӑлнишӗн хурлантӑмӑр; • Тӑван чӗлхене халалласа сӗнтӗрпуҫсем мӗнле фестиваль ирттерни пирки хыпарларӑмӑр; • Тутар ачисем чӑвашла мӗншӗн вӗреннине уҫа патӑмӑр; • Хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑм мӗн сӑлтава пула пулницӑран тухса тарни пирки каласа патӑмӑр. | ||
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть ӑс-тӑн енчен хавшакан хӗрарӑм ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна шыраса тупмашкӑн пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Унӑн хӗрӗ Анна Немцева каланӑ тӑрӑх, амӑшӗ ӑс-тӑнпа арпашӑнса каять. Ольга Иванова Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче ывӑлӗпе пурӑнать. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл килтех пулнӑ. Ывӑлӗ кӳршӗ яла аппӑшӗ патне хӑнана кайнӑ. Унтан нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирхине таврӑннӑ. Ун чухне амӑшӗ килте пулман. Хӗрарӑм килтен ӑшӑ тум тӑхӑнмасӑрах тухса кайнӑ. Юлашки хутчен ӑна ялти пӗве патӗнче нарӑсӑн 20-мӗшӗнче 23 сехетре курнӑ. Тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫырма-ҫатрара шырать. Хӗрарӑма курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89656844449 тата 89877351755. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Иккӗн иккӗнех... Патӑрьел районӗнчи арҫынсем ашшӗ пулма вӗренни пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Пурнӑҫри яваплӑ утӑма хатӗрленекенсене шиклентерекенни чылай. Ҫавна шута илсе унти хӗрарӑмсен консультацийӗ ҫумӗнче «Пулас амӑшӗсен шкулӗ» кӑна мар, «Пулас ашшӗсен шкулӗ» те вӑй илсе пырать», — хыпарланӑ унта. Патӑрьелти район пульницинче медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак шкула этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫуррийӗ валли ятарласа йӗркеленӗ. Светлана Ибетова психолог каланӑ тӑрӑх, шкула пӗлтӗр уҫнӑ. Халӗ ку заняти вӑй илсе пырать, ҫынсем те ытларах ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ӑна эрнесерен йӗркелеме пуҫланӑ. «Пулас ашшӗсен шкулне» пыракан арҫынсем хушшинче 20 ҫултан пуҫласа алла ҫитичченхисем таранах пур. Ушкӑна вунна яхӑн ҫын пуҫтарӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ 2012 ҫултанпа «Лучший общественный воспитатель года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх общество воспитателӗ) конкурс ирттерет. Пӗлтӗр ку ята илессишӗн 23 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене конкурс комиссийӗ виҫӗ номинаципе палӑртнӑ. «Чӗрене ачасене паратӑп» номинацире Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче педагог-психологра ӗҫлекен, Улатӑрта пурӑнакан Оксана Валдаева ҫӗнтернӗ. «Гражданла позици» номинацире Ҫӗмӗрле районӗнчи Альбина Надеждинӑна палӑртнӑ. Хӗрарӑм Саланчӑкри вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗнче тӑрӑшать. «Ҫитӗнӳ патне ҫул» номинаци ҫӗнтерӳҫи — Ҫӗнӗ Шупашкарти Алексей Орлов. Вӑл «Промэлектрострой» организацире химикра ӗҫлет. Ӑна хулари 17-мӗш шкулта ашшӗсен канашӗн ертӳҫине суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.