Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Улатӑр районӗнче пурӑнакансене шывпа тивӗҫтерме Чӑваш Ен хыснинчен 3,2 миллион тенке укҫа уйӑрса панӑ. Кӗмӗле резерв фондӗнчен уйӑрма йышӑннӑ.

Укҫана уйӑрса парасси ҫинчен калакан документа республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Стемас яле патӗнче Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ чакнине пула инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухма пултарнӑ. Резерв фондӗнчен уйӑрнӑ уксана шыва уҫласа илме икӗ насус туянма, хӑйӑр насуссне экскаватор-амфибипе тасатма усӑ курӗс. Унсӑр пуҫне укҫа ятарлӑ техникӑна арендӑна илсе вырӑна илсе ҫитернишӗн тӳлеме кайӗ.

 

Республикӑра
vet.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vet.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗрпу тӑрӑхӗнче урнӑ тилле пула карантин тесе йышӑннӑ. Чару мерисем пирки калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Карантин вӑхӑчӗ утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

Урна тилӗ «Солнышко» пахча юлташлӑхне пырса кӗнӗ. Ветеринарсем анализ тунӑ та тилӗ чирлӗ пулнине палӑртнӑ.

Халӗ ветеринарсем чир вырӑнне сиенсӗрлетессипе ӗҫлеҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Красноармейски округӗнчи Йӗпрем ялӗнчи пӗве патӗнче халӗ чӑннипех те лайӑх канма пулать. Унта пляж тунӑ.

Пляжа Йӗпремре пурӑнакансем пуҫаруллӑ бюджет программипе килӗшӳллӗн хута янӑ. Унта халӗ хывӑнса тӑхӑнмалли вырӑн, душ пур, ҫавӑн пекех шыв кӗрет, юхса тухать. Тавралла вара карта тытса ҫавӑрнӑ.

Ку кӑна мар. Пуласлӑхра унта шезлонгсем, катамарансем пулӗҫ, сулхӑнра выртма сунчӑксем вырнаҫтарӗҫ. Хӗлле вара пӗвене вӑйӑсем выляма тасатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Санкт-Петербургри ӑста, Артиллери ҫарпа истори музейӗн тӗп ӳнерҫи Евгений Емельнов темиҫе кун Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл темиҫе картина ӳкернӗ: хулари урамсене, ҫуртсенче, хитре вырӑнсене…

Ӳкерчӗкӗсем илемлӗ пулса тухнӑ. Вӗсем Сӗнтӗрвӑррин илемне туйма май параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22661
 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта путакан икӗ ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗр арҫын Атӑл урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ. Анчах вӑл юраман вырӑна кӗрсе кайнӑ та путма тытӑннӑ. Телее, иртсе пыракан ҫынсем ӑна асӑрханӑ та часрах ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ.

39 ҫулти хӗрарӑм вара шыва кӗме юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑ. Ӑнсӑртран путма пуҫланӑ, юрать-ха, ӑна Андрей Александров матрос-ҫӑлавҫӑ пулӑшнӑ. Вӑл ӑна шывран туртса кӑларнӑ та ӗҫтешӗ Михаил Даудов кимӗпе киличчен тытса тӑнӑ. Кайран тӑнне ҫухатнӑ хӗрарӑма тухтӑрсем патне илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14062
 

Республикӑра
kprf121.ru сайтри сӑн
kprf121.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре коммунистсем каллех Сталин бюстне вырнаҫтарнӑ. Ку – тӑваттӑмӗш.

Хальхинче бюста Комсомольски округӗнчи Асанкасси ялӗнче Киров урамӗнчи 35-мӗш ҫуртӑн пахчинче вырнаҫтарнӑ. Хальхине те, унчченхисене те Н.К.Шемякин скульптор хатӗрленӗ. Тӑваттӑмӗш бюста шӑпах унӑн мӑшӑрӗн ашшӗ-амӑшӗ килӗ умӗнче лартнӑ. Арӑмӗн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, амӑшӗ – ӗҫ фрончӗн ветеранӗ, хисеплӗ колхозница.

Малтанхи 3 бюст ҫак тӑрӑхсенче вырнаҫнӑ: Канаш округӗнчи Вӑтапуҫра, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Хурапырта тата Вӑрнар округӗнчи Чарӑшкас Хирлеп ялӗнче.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре Wi-Fi точкисене сарасшӑн. Вӗсем урлӑ интернета тӳлевсӗр тухма май килӗ.

Чӑваш Енре, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, дронсене вӗҫтернӗрен мобильлӗ интернет ҫыхӑнӑвне час-часах пӗчӗклетеҫҫӗ.

Ҫавна пула онлайн-тӳлевсемпе сервиссемпе уса курма йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫавна май ҫынсене усӑ курма тӳлевсӗр Wi-Fi-точкӑсен шутне ӳстереҫҫӗ.

Wi-Fi па усӑ курнӑ чухне пӗлекен сетьсемпе ҫеҫ ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Мобильлӗ ҫыхӑнӑва сӳнтерне вӑхӑтра аппаратсене 2G ҫыхӑну ҫине куҫма сӗнеҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски округӗнчи Янмурҫин ялӗнче пурӑнакан Ивановсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.

Геннадий Ивановичпа Галина Георгиевна 1972 ҫулта паллашнӑ. Ҫапла 52 ҫул пӗрле вӗсем. Иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗ. Геннадий Иванович механизаторта 47 ҫул ӗҫленӗ, Галина Георгиевна вӗрентекенре 38 ҫул тӑрӑшнӑ.

Ивановсен – 3 хӗр, кашни аслӑ пӗлӳ илнӗ, пӗри амӑшӗн ҫулӗпе кайса вӗрентекен пулнӑ.

Ивановсем ахаль ларма юратмаҫҫӗ, вӗсем ҫулӗсене пӑхмасӑр пахча ӗҫлеҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Республикӑра
37.мвд.рф сайтри сӑн
37.мвд.рф сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Автоледи» республика конкурсӗ иртӗ. Ӑна «Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх» проектпа килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ.

Конкурса 18 ҫул тултарнӑ, водитель правине илнӗ хӗрсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ пайпа иртӗ: теори тата практика. Ҫавӑн пекех пултарулӑх заданийӗсем пулӗҫ.

Заявкӑсене ҫак электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ:

familycheb@mail.ru.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22421
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ирхи 9 сехетренпе ҫынсем Шупашкарта, хӑш-пӗр округра мобильлӗ интернет ҫуккине сиснӗ.

Ку пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем вӗҫес хӑрушлӑх пулнипе ҫыхӑннӑ. Хӑрушлӑх сирӗлсенех интернет пулассине пӗлтереҫҫӗ.

Мобильлӗ интернета сӳнтернӗрен лавккасенче тӳлев терминалӗсемпе тӳлеме чӑрмавлӑрах, «Ӑслӑ транспорт» приложени те ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавӑн пекех такси нумай кӗтме тивет, кунсӑр пуҫне унта хаксем хӑпарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, ...650
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 22

1780
245
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
185
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
95
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем