Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫуркунне ҫитессине, ахӑртнех, нумайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ав хӗллен юлашки кунӗсем иртеҫҫӗ. Ҫуркуннен пирвайхи уйӑхӗ мӗнле ҫанталӑкпа савӑнтарӗ-ха? Метеорологсен шухӑшӗпе, пуш – хӗллен пиллӗкмӗш уйӑхӗ. Климат хӗлӗ пирӗн респубикӑра чӳкӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа акан 1-мӗшӗччен пырать. 2007-2009 тата 2014-2017 ҫулсенче пуш нормӑран ӑшӑрах пулнӑ. Кӑҫал вара пире епле ҫанталӑк кӗтет? Пуш юр ҫунинчен, тӑман вӗҫтернинчен тата сивӗтнинчен (15-20 градус таранах) пуҫланать пулсан та ҫуркунне ирех килессине пӗлтереҫҫӗ. Сивӗтнӗ хыҫҫӑн самаях ӑшӑтма пуҫлӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа сывлӑш температури ӑшӑнма тытӑнӗ. Хӗвел хӗртсе пӑхнӑран, ҫумӑр ӳккеленӗрен тем ҫӳллӗш кӗртсем чакма пуҫлӗҫ. Паллӑ ӗнтӗ: хӗл ҫуркуннепе ҫапӑҫмасӑрах парӑнмасть. Уйӑх варринче каллех юр ҫӑвӗ. Ҫуркунне те хӗле хуравпа нумай кӗттермест: виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗнӗ рекорд пулӗ, ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ҫуркуннехи каникулта вара каллех юр ҫӑвӗ, ҫанталӑк «минус» таран сивӗтӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, синоптиксем пуш уйӑхӗ нормӑран 1-2 градус ӑшӑрах пуласса пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулна авари тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: авари 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Самосвал Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тепри пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. Самосвал водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ун чухне 2 уйӑхлӑха арестленӗ. Ҫак кунсенче водитель арестне тӑсас ыйтӑва суд ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче постановлени кӑларнӑ: арҫыннӑн аресчӗ тепӗр 2 уйӑхлӑха тӑсӑлать. Хӑй водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл умӗнчи машина тӑрук чарӑннӑран тормоз ҫине пуснӑ, ҫавна май йывӑр машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса микроавтобуспа ҫапӑннӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире шар курнӑ ҫынсенчен, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ӑна вӗсем ют пурлӑха вӑрланӑ тесе каласшӑн. Пӑтӑрмахӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи лавккара пулса иртнӗ. Пӗри, пуҫӗ тем пирки шухӑшланӑ ӗнтӗ хайхин е ҫынна ытла шаннӑ-ши, хай сумккине лавккара лартса хӑварнӑ. Никамсӑр-мӗнсӗр. Хуҫасӑр япалана магазина пынӑ хӗрарӑм асӑрханӑ та хӑйӗн тума васканӑ. 35-40 ҫулсенчискер ачапа пулнӑ. Ҫын япалине ярса илнӗскере видеокамера ӳкерсе илнӗ. Йӗрке хуралҫисем халӗ ҫын сумккине тытнӑ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкне вӗсем Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтне вырнаҫтарнӑ. Хӗрарӑм симӗс куртка, шурӑ калпак тӑхӑннӑскер пулнӑ. Ҫухалнӑ сумкӑри пурлӑха унӑн хуҫи 16 пине яхӑн тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарти халӑх хастарӗ Юрий Шакеев ӗнер пикета тухнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗ умне плакатпа пырса тӑнӑ. Унта ӗнер Шупашкра хулин иртнӗ сӳлхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Плакат ҫине хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова тата Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева отставкӑна кайма ыйтса ҫырнӑ. «Достал! Устали! Тепре куриччен! Отдыхай! Прощай!» — тесе шӑрҫаланӑ. Александр Белов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, хула мэрийӗ умӗнче пакунлисем йышлӑ пулнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, Юрий Шакеев Фейсбукра Алексей Ладыкова хирӗҫле постсем час-часах лартать. Юрий Шакеев ятлӑ ҫын камне пӗлес тесе тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен rusprofile.ru сайтра Юрий Алексеевич Шакеев ятлӑ усламҫӑ ячӗ тухать. Вӑл — 4 компани учредителӗ, 5 компанин тӗп директорӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Тӗмен хулине гастрольпе тухса кайӗ. Чӑннипех те пултаруллӑ юрӑ-ташӑ ӑстисем унтисене пуш уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче савӑнтарӗҫ. Ансамбль кӑҫал 95 ҫулхине палӑртӗ. Ансамбль Василий Воробьев йӗркеленӗ рабочисемпе салтаксен хорӗпе Федор Павлов ушкӑнӗнчен 1924 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Воробьевпа Павлов ертсе пыракан хор пӗрремӗш хут Мускава 1929 ҫулта тухса кайнӑ. Унтанпа ансамбль ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи кураканӑнне кӑна кӑна мар, чикӗ леш енчисен чунне те пайтах тыткӑнланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Питӗрти политика» фонд Раҫҫейӗн регионӗсен ертӳҫисем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсемпе е5пле усӑ курнине тата ҫавсем пулӑшнипе епле ыйтусене татса панине тишкернӗ. Медиа уҫлӑхра хастар кӗпӗрнаттӑрсен йышне Пушкӑртстан ертӳҫи Радий Хабиров лекнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Дагестан пуҫлӑхӗ Владимир Васильев. Виҫҫӗмӗш йӗркере — Татарстан президенчӗ Рустам Минниханов. Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсенчен Чӗмпӗр облаҫӗ кӗпӗрнаттӑрӗ халӑх ушкӑнӗсенчи аккаунтсенчи хастарлӑх енӗпе виҫҫӗмӗш ушкӑна лекнӗ май танлаштарӑмра варринче. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев — тӑваттӑмӗш ушкӑнра. Тепӗр майлӑ каласан, унӑн хастарлӑхӗ вӑтам шайран пӗчӗкрех. Инстаграмра Игнатьева 12,8 пин ҫын ҫырӑннӑ. «Питӗрти политика» фонд сӑнанӑ тӑрӑх, постсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ытла час-час вырнаҫтармасть. Пирӗн республика Элтеперӗ спртпа, уйрӑмах йӗлтӗрпе, тусли сисӗнет. Постсене тикшерсен йӗлтӗр фанатикӗ тесе те шухӑшлама май пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ композиторӗ, РСФСР тата Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Анисим Асламас /Васильев/ — юрӑсемпе романссен, ораторипе сонатӑсен, пысӑк калӑплӑ хайлавсен авторӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2000 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн хайлавӗсем чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Концерта Анисим Асламасӑн хӗрӗсем (вӗсем иккӗшӗ те Шупашкарти музыка училищинче ӗҫлеҫҫӗ) Евгения Анисимовна тата Татьяна Анисимовна та хутшӑннӑ. Концертра Асламасӑн 1985 ҫулта ҫырнӑ «В мире животных» сюити янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре прокуратура ҫуртне тума палӑртнӑ. Документа патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Прокуратура ҫурчӗ Комсомольски районӗнче – Комсомольски ялӗнчи Шкул ҫумӗнчи тӑкӑрлӑкра – пулӗ. Ӑна 2 хутлӑ тӑвӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакне палӑртнӑ: 17 миллион та 67 пин те 320 тенкӗ. Укҫа-тенке федераци хыснинчен уйӑрӗҫ. Сӑмах май, унччен маларах сайтра ялта пурӑнакан ватӑсене пульницӑра илсе ҫитерекен транспорт туянасси пирки пӗлтернӗччӗ. Унпа 65 ҫултан иртнӗ ҫынсем усӑ курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Дмитрий Абрамов ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пульницӑри пӑтӑрмаха ҫырса кӑтартнӑ. Дмитрий ачипе Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи Энтузиастсен урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча пульницине кайнӑ иккен. «Вӑл вырӑн пирки япӑх калаҫнине унччен те чылай илтнӗччӗ. Ҫав учреждение тарӑхнипе уйрӑм ҫын клиникисене каякансем пуррине те пӗлетӗп», — тенӗ пост авторӗ. Вӑтам ҫулсенчи врач ӗҫ вырӑнӗнче чылай вӑхӑт пулман хыҫҫӑн: «Мӗншӗн кая юлса килетӗр?» — тесе кӗтсе илнӗ-мӗн. «Хӑй вӑл ӑҫта ҫӳрет?» — тӗлӗннӗ Дмитрий. Пост авторӗ тухтӑра ун пек сасӑпа калаҫмалла марри пирки малтан лӑпкӑн асӑрхаттарнӑ иккен, кайран тавлашасси патне ҫитнӗ. Унтан тухтӑр йышӑнмассине пӗлтернӗ, кайма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Красноармейски районӗнчи темиҫе ялта пурӑнакан ҫынсем кӑмӑлсӑр: влаҫ ҫул тума вӗсенчен укҫа пухать. Килӗрен 5 пин тенке яхӑн ыйтаҫҫӗ. Ҫынсене акӑ мӗн шутлаттарать: саккуна пӑсни мар-и ку? Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫула ҫулла юсӗҫ. Патшалӑх район валли укҫа уйӑрать пулсан вӗсен мӗншӗн пухмалла? «Килӗрен 5-10 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Конкретлӑ сумма каламаҫҫӗ. Пухусем ирттереҫҫӗ. Пӗр сектор укҫа панӑ ӗнтӗ. Палӑртмалла: укҫа пухнӑ чухне документсем ҫырмаҫҫӗ», - каласа кӑтартнӑ пӗр хӗрарӑм «Про Город» корреспондентне. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, капла 100-150 пин тенкӗ пухӑнать. Красноармейски район администрацийӗн ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал темиҫе ялта инициативлӑ бюджетировани программипе килӗшӳллӗн 16 проект пурнӑҫланӗ. Халӑхран пӗтӗмӗшле суммӑн 20 процентне кӑна пухаҫҫӗ, ҫавӑн чухлех ял тӑрӑхӗн администрацийӗ уйӑрать, тепӗр 60 процентне республика хыснинчен парӗҫ. Ку йӑлтах саккунлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ пулса иртнӗ. | ||
| Тӗмер ҫыхӑну агенствине уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |