Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ алкоголь сутнӑ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-сулжби пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче сӑмакун кӑларнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл шӗвеке Етӗрне хулинче пурӑнакан ҫынна сутнӑ. Сӑмакунра вара сиенлӗ микрохутӑшсем тупнӑ. Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Суд патшалӑх айӑплавҫипе килӗшсе хӗрарӑма 10 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, виҫӗ кӑларӑмпа тухнӑ «Синонимсен словарӗн» тата чӑвашла-казахла, чӑвашла-удмуртла словарьсен авторӗ Елизавета Фёдоровна Васильева хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ — 85 ҫул тултарчӗ. Ватӑ тӗпчевҫе ӗҫтешӗсем манмаҫҫӗ, ҫуралнӑ кунӗнче ҫулленех Елизавета Фёдоровна патне хӑнана килсе каяҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем ку йӑлана пӑрахмарӗҫ: Андрей Филиппов пулӑшнипе Элӗк районӗнчи Синер ялне ҫитрӗҫ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Геннадий Дегтярёв, вӗренӳ институтӗнчен Юрий Виноградов тата «Чӑвашкино» директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников. Шупашкартан ҫитнӗ хӑнасене Елизавета Фёдоровнӑпа пӗрле ывӑлӗ Сергей Викторович тата кӳршӗри хурӑнташӗ Нина Дмитриева хапӑл кӗтсе илчӗҫ. Елизавета Фёдоровна хӑнасене паянхи кун мӗн ӗҫпе пурӑннине каласа пачӗ. Сывлӑхӗ хавшанӑ пулин те ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ пӳлӗмне чӑнкӑ пусмапа кунне аллӑ хутран кая мар хӑпарса анать. Хӑй каланӑ тӑрӑх ҫакӑ ӑна хавшаклӑха сирме пулӑшать. Ҫулла пулсан сакӑрвуннӑран иртнӗ тӗпчевҫӗ вӑхӑта ытларах пахчара ирттерет — унӑн йӑранӗсем ҫинче пӗр ҫум та вӑй илеймест. |
Республикӑра
![]() Cусӑрсен хушшинче йӗркелекен «Абилимпикс» конкурсӑн республикӑри тапхӑрне кӑҫал ҫу уйӑхӗн варринче ирттерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет. Конкурса сусӑр пулнине пӑхмасӑрах ӗҫре ӑста сипециалистсене йыхравлаҫҫӗ. Чире парӑнман тата ӑна пула пуҫ усман ҫынсене ҫакӑ хавхалантарать кӑна мар, ӗҫпе тивӗҫтерекенсем те вӗсене урӑхла хаклама пуҫлаҫҫӗ. «Абилимпикс» конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑнакансене виҫӗ ушкӑна пайласа тупӑштарӗҫ: «шкул ачисем», «студентсем» тата «65 ҫултан иртмен специалистсем». 2017 ҫулта «Абилимпикс» олимпиадӑн Раҫҫей шайӗнчи тапхӑрӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан Илья Леонтьев иккӗмӗш вырӑн йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Политика
Чӑваш халӑх сайтне эпӗ ирӗкӗ площадка пек куратӑп. Ҫавна май ман принцип: килӗшеҫҫӗ-и хама ҫыраканӑн шухӑшӗсем е ҫук — эп лартмаллах тесе шутлатӑп. Теприсем манпа килӗшесшӗнех мар — ҫав-ҫавах пур материал та пичете юрӑхлӑ пулма пултараймасть теҫҫӗ. Вырнаҫтарма чаракан сӑлтавсем чылай — калӑпӑр, материал ҫывӑх ҫын пирки пырать, ӑна япӑх енчен сӑнласа парать (хӑвӑрӑн юратнӑ ҫыннӑр пирки япӑххине илтме тата йышӑнма йывӑррине пурте пӗлеҫҫӗ пуль). Е политика тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермест — паянхи ҫулпуҫсен тӗллевне хирӗҫ пырать. Унсӑр пуҫне пахалӑхсӑр материалсем те пулма пултараҫҫӗ — вӗсене те пичетрен хӑтармалла имӗш. Сӑмах кунта, калӑпӑр, альтернативлӑ майпа йӗркеленнӗ шухӑшсем пирки (кусен шутне, калӑпӑр, эпӗ «чӗлхе вӑййине» кӗртетӗп — тӗрлӗ ют сӑмахсене чӑваш чӗлхинчен пулса кайнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнине). Тӑваттӑмӑшӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе вырӑнлӑ мар пулма пултараҫҫӗ — пӗри теприн ҫине кӳреннӗ те ун пирки тем те пӗр шыраса тупса ҫавна кӑларса тӑратма хӑтланать, мӗнле те пулин майпа ятне варалама тӑрӑшать. Хыпарсене илес пулсан — кунта нимӗнле йывӑрлӑх та ҫук. |
Республикӑра
![]() Паян пирӗн республикӑра «Молодежь за здоровый образ жизни» (чӑв. Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн) ҫулсерен иртекен акцин ҫуркуннехи тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ организацийӗсенче сывлӑх фестивалӗсем, семинарсемпе тренингсем, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракан паллӑ ҫынсемпе тӗл пулусем, спорт мероприятийӗсем, ҫавра сӗтелсем, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне куравсем йӗркелеме, кинофильмсем кӑтартма палӑртса хунӑ. ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин ҫуркуннехи тата кӗркуннехи тапхӑрӗсене ҫулсерен 100 пин ытла ачапа 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑк хутшӑнать. Вӗсем валли 10 пине яхӑн тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Валерий Кантеев «Газпром межрегионгаз Махачкала» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗн пуканне Валерий Кантеев йышӑннӑ. Унччен вӑл «Чӑвашрегионгаз» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи пулнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтерет. Ҫак кунсенче Валерий Кантеева коллективпа паллаштарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Валерий Кантеев «Чӑвашрегионгазра» ӗҫличчен «Газпром межрегионгаз Тамбов» тулли мар яваплӑ обществӑра вӑй хунӑ. Ӑна ЧР Промышленноҫ тата энергетика министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Канашри пӗр нумай хваттерлӗ ҫурта 2006 ҫултах авариллисен йышне кӗртнӗ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Ҫурта ишсе антармалла, анчах унта 4 ҫынран тӑракан ҫемье халӗ те пурӑнать. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш хулин администрацийӗ авариллӗ ҫуртра пурӑнакнсене урӑх ҫӗре куҫарас енӗпе нимӗн те туман. Канашри районсен хушшинчи прокурор ыйтнипе суд администрацие хӑтлӑ ҫурт памалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫемьене черетсӗр куҫармалла. Вӗсем малашне те, хальхи пекех, хваттерте социаллӑ найм мелӗпе пурӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав районӗнче, ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Форд Транзит» микравтобуса чарнӑ. Унта вара 15 пассажир пулнӑ. Водителӗн путевка тата тахограф пулман. Саккуна пӑсса пассажирсене илсе ҫӳрекен арҫынна Пӑрачкав районӗнчи полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсене Улатӑртан Сергиев Посад хулине шапаша илсе кайма тухнӑ, вӗсенчен ҫул укҫи илмен имӗш. Патшалӑх автоинспекцийӗ пассажирсене асӑрхануллӑ пулма сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре пухӑнса кайнӑ газ парӑмне, тата тӗрӗсрех каласан, ҫавна татассипе епле ӗҫленине, «Газпром» ертӳҫисем региона килсе тишкересшӗн. Ку шухӑша ӗнер ирттернӗ видеоселектор канашлӑвне ертсе пынӑ «Газпром» акционерсен обществин директорсен канашӗн ертӳҫи Виктор Зубков каланӑ. Канашлура пирӗн республикӑри лару-тӑрӑва ҫеҫ мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти субъектри тӑрӑма та тишкернӗ. Пирӗн республикӑна илсен кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗш тӗлне парӑм 2 миллиард та 339,9 миллион тенке ҫитнӗ. Ҫак виҫен пысӑк пайӗ ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисене пырса тивет. Ҫав шутран 70 проценчӗ ытларах — Шупашкарти «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ обществӑна. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев газ парӑмне татассипе регионта епле ӗҫлени ҫинчен доклад тунӑ. Виктор Зубков парӑма татассипе кӑҫалхи ҫур ҫулта епле ӗҫленине тишкерме республикӑна килсе канашлу ирттерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енри икӗ паллӑ ҫын: эстрадӑра чылайӑшӗ пӗлекен Евгений Кузнецов тата радиоертӳҫӗре тӑрӑшакан Ольга Элиме пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ. «Туй, туй, туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе ташларӑмӑр, сывлӑша чӗтретсе юрларӑмӑр! Паян Женя Кузнецова авлантартӑмӑр!!! Ольга Элимене качча патӑмӑр!!! Телей, юрату сунатпӑр сана, ҫӗнӗ ҫемье!!!», — тесе хыпарланӑ паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату Фейсбукра. Чӑваш эстрада юрӑҫисем валли сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ автор чылай сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫав шутра радиора ӗҫлекенсем, эстрада юрӑҫисем те пур. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, туя ҫамрӑксем Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ кану базисенчен пӗринче ирттернӗ. Унта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республикӑри паллӑ ертӳҫӗсем таранах тӗрлӗ юбилейпа Ҫӗнӗ ҫул йышши мероприятисене ирттереҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ пулса иртнӗ. | ||
| Тӗмер ҫыхӑну агенствине уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |