Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӗлтерӳ

Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗлӗх кӗртрӗ: малашне пирӗн сайтра эрнелӗх гороскоппа паллашма май пулӗ. Сурӑхсемпе вӑкӑрсене мӗн кӗтӗ, Йӗкӗрешсемпе Шывтӑкансен эрни мӗнле иртӗ — йӑлт пӗлме пултаратӑр. Гороскопӑн ҫӑлкуҫне эпир vedmochka.net сайтран илӗпӗр. Тӗрӗс-и вӑл е йӑнӑш-и — кашни хӑй татса парӗ.

Гороскопа сылтӑм юпара тупма пултаратӑр. Кирлӗ ҫӑлтӑр палли валли вулама унӑн ӳкерчӗкӗ ҫине пусас пулать.

Унсӑр пуҫне пирӗн сайт Telegram мессенджерта хӑйӗн каналне уҫрӗ. Унӑн адресӗ: @chuvashorg. Камӑн смартфон пур, вӗсем пирӗн сайтри хыпарсемпе тӳрех ун урлӑ паллашма пултарӗҫ.

Хамӑр сайта лайӑхлатас тӗлӗшпе, ҫӗнӗлӗхсем кӗртессипе малашне те ӗҫлӗпӗр!

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ҫӗрле, 1 сехет иртсен, Шупашкарта хӑрушӑ авари пулнӑ. Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина юпана пырса тӑрӑннӑ та ҫунма пуҫланӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» водителӗ руле итлеттереймен те юпа ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн машина ҫунма пуҫланӑ.

Куракансем каланӑ тӑрӑх, машина ҫапӑнсан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫула пӳлнӗ. Машина сирпӗнес хӑрушлӑх пулнӑ.

Шел те, хӑрушӑ аварире виҫӗ ҫын вилнӗ: водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир. Тепӗр иккӗшӗ, 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксем, суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/47986
 

Ҫул-йӗр

Улатӑр хулинче пассажирсене турттаракансемпе канашлу иртнӗ. Ҫак енӗпе унта уйрӑм ҫынсем тата организацисем тимлеҫҫӗ иккен. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Хулари 10 маршрута тытса тӑракансем — «Чӑвашавтотранс» предприятин филиалӗ, «Сура» юлташлӑх тата уйрӑм усламҫӑсем.

Канашлура хула ҫыннисен ӳпкевӗсем пирки те каланӑ: маршрут тата график йӗркине пӑсакансем пур иккен. Ҫакӑн пирки канашлура хытах калаҫса илнӗ. Расписанире пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, юлашки рейссен ҫула 20 сехет те 30 минутра тухмалла.

Канашлӑва Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ертсе пынӑ, вӑл транспортӑн йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ, пассажирсене меллӗ пулмаллине аса илтернӗ.

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри ҫичӗ районти ҫул-йӗре кӑҫалпа килес ҫул «ДорТех» предприяти тытса тӑрӗ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе «Правда ПФО» интернет-хаҫат паллаштарнӑ. Аукциона пӗртен-пӗр предприяти хутшӑннӑ-мӗн. Контракт хакӗ — 252,6 млн тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫул-йӗре тытса тӑма тивӗҫнӗ организацие ик ҫулта хыснаран ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрӗҫ.

«ДорТех» Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенче регион тата муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн яваплӑ пулӗ.

«ДорТех» предприятин устав капиталӗн 51 проценчӗ Александр Волков аллинче-мӗн. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтодор» предприятин гендиректорӗ пулнӑччӗ. Ӑна предприяти укҫине вӑрланӑшӑн судпа айӑпласа виҫ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑччӗ.

 

Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрнере нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. «Манӑн документсем» центра уҫнӑ ҫӗре ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен Александр Рыбаков, Етӗрне район пуҫлӑхӗ Олег Паликин, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов хутшӑннӑ.

Нумай функциллӗ центр директорӗ Ирина Шоронова ҫӗнӗ ҫурт уҫӑлнӑшӑн савӑннӑ, куншӑн тӳре-шарана тав тунӑ. Етӗрне ҫыннисем ҫак куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Ара, нумай функциллӗ центрта халӗ кирек мӗнле документа та тутарма меллӗ.

Сӑмах май, Етӗрнери центра грант укҫипе ҫӗнетнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти экономикӑна аталантарма тата инвестици илӗртмелли майсем тума уйӑрса панӑ.

 

Чӑвашлӑх

Хакасири пӗр бригадӑри салтаксене пӗр кун чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.

Ҫар ҫыннисен апатланӑвӗ юрӑ-кӗвӗрен, ташӑран пуҫланнӑ. Капла апат та лайӑх анать вӗт. Салтаксене ҫӑмах яшки ҫитернӗ. Ӗне, чӑх какайӗсене чӑваш йӑлине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Сӗтел ҫинче пахча ҫимӗҫ, кавӑн вӑлчи те пулнӑ.

Турпал-Али Гилаев кунашкал апат-ҫимӗҫе пӗрремӗш хут тутаннӑ. Ӑна питӗ килӗшнӗ. Владимир Сидоров вара хӑйне тӑван килне лекнӗ пекех туйнӑ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ – чӑваш, ҫемьере наци йӑли-йӗркине тытса пыраҫҫӗ. «Асанне кӑмакара яшка, пӑтӑ пӗҫерет», - тенӗ вӑл.

Салтаксем ал ӗҫӗсен куравӗпе те паллашнӑ. Ӑна Хакасири чӑваш диаспори хатӗрленӗ. Ҫукунне вара салтаксем хакассен тата тувасен йӑли-йӗркипе паллашӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18488
 

Спорт
Лана Прусакован Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ
Лана Прусакован Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкар пики Лана Прусакова Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑнма тивӗҫрӗ. Вӑл слоупстайл дисциплинӑра паян ирпе ӑмӑртнӑ. Лана Олимп вӑййисене пуҫласа хутшӑннине те палӑртмалла. Аса илтерер, ӑсталӑхне Л. Прусакова Никита Васильев тренер патӗнче туптать. Тренер та спортменкӑпа Пхенчхана кайнӑ.

Паян ирпе иртнӗ квалификаци ӑмӑртӑвӗнче ентешӗмӗре финала лекме май килмен. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫей фристайлистки Анастасия Таталина саккӑрмӗш кӑтартупа финала кӗрейнӗ. Пирӗн Лана Прусаковӑн кӑтартӑвӗ — 14-мӗш. Финала вара 12 спортсмен ҫеҫ лекейрет.

Швецинчи Эмма Дальстрём чи пысӑк балл — 91,40 — пухнӑ, Норвегинчи Тириль Шостад Кристиансенӑн — 89,00, ҫав ҫӗршыври Юханне Киллин — 87,80.

 

Ҫул-йӗр

Кашни ҫулах ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсене республикӑри хӑш-пӗр ҫулпа ҫӳреме чараҫҫӗ. Кӑҫал ку чару ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин проект хушӑвӗнче палӑртнӑ.

Ҫак тапхӑрта юр ирӗлет, йӗпе-сапана пула асфальт арканать. Республикӑри 43 ҫула сыхласа хӑварас тесе йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫӳреме чараҫҫӗ.

Кунашкал чару ҫулла та пулӗ. Ун чухне, шӑрӑхра, асфальт арканас хӑрушлӑх пур. Ҫулла, ҫӗртмерен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен, йывӑр тиевлӗ машинӑсене хӑш-пӗр ҫулпа ҫӳреттермӗҫ.

Шупашкарта вара йывӑр тиевлӗ машинӑсен пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен ҫӳреме юрамасть.

 

Культура

«Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне черетлӗ вулав каҫне йыхравлать. Хальхинче вӑл нарӑсӑн 20-мӗшӗнче иртӗ. Шучӗпе —тӑваттӑмӗш хут. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Светлана Константинова пӗлтернӗ.

Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, ҫак улахсем «хаваслӑ та шавлӑ иртеҫҫӗ», унта «кашниех хӑйӗн шухӑшне, сӗнӗвне уҫҫӑн, чӑвашла калама пултарать».

Вулав каҫӗ ҫамрӑк ҫыравҫӑсем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнипе те палӑрса тӑрать.

Ку тарана ҫитсе Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагедине, Николай Мартыновӑн «Кӑвак хуппи», Василий Эткелӗн «Лили» повеҫӗсене тишкернӗ.

Литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне пӑхса тухӗҫ.

 

Политика

Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тӗлӗшпе йышӑннӑ айӑплава Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ ҫемҫетнӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ.

Аса илтерер: 2015-2016 ҫулсенче экс-пуҫлӑх пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗнчен 2,7 миллион ытла тенке (вӑл кӳнӗ тӑкака) шыраса илтермен. Пай пуҫлӑхне вара унччен должноҫпа ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ пулнӑ, анчах вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа амнистие лекнӗ. Хайхискер пурлӑха, 686 пин тенкӗ ытла тӑраканскере, арестран кӑларнӑ.

2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Олег Бирюков отставкӑна кайсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Приговора вара пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вуланӑ. Ун чухне ӑна влаҫ органӗсенче 2 ҫул ӗҫлемелле мар тунӑччӗ. Халӗ вара приговор ҫемҫелнӗ: унӑн ҫакнашкал должноҫсенче пӗр ҫул ҫурӑ ӗҫлеме юрамасть.

 

Страницӑсем: 1 ... 1876, 1877, 1878, 1879, 1880, 1881, 1882, 1883, 1884, 1885, [1886], 1887, 1888, 1889, 1890, 1891, 1892, 1893, 1894, 1895, 1896, ... 3619
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.