Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Чӑваш Енре пурӑнакансем кредит илесси унчченхи ҫулхинчен пӗлтӗр палӑрмаллах ӳснӗ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Енри пайӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта 167,1 миллиард тенкӗ кредит панӑ. Ку вӑл 2017 ҫулхинчен 26 процент нумайрах.

Ипотека илнин виҫи пӗлтӗр 40 процент нумайланнӑ. Ҫынсенчен кашни вӑтамран 1,6 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Ҫурт-йӗр тума е хваттер илме кивҫене кӗрекенсем ипотекӑна вӑтамран 16,5 ҫул хушшинче парса татма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Цифрӑсен чӗлхипе каласан, 2018 ҫулта 18 пин хут ытла ипотека панӑ. Ипотека илекенсем банксен умӗнче 29 миллиард тенкӗ кивҫене кӗнӗ. Кредитӑн процент ставки вӑтамран 9,4 процентпа танлашнӑ. Виҫӗм ҫулхинчен вӑл 1 пункт пӗчӗкрех.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти пуҫарусемпе (тепӗр майлӑ каласан, укҫан пӗр пайне ҫынсем хӑйсем пухнӑ тупрана хушаҫҫӗ) ача-пӑча лапамӗсем, ҫулсем тума, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене юсаса ҫӗнетме, территорие хӑтлӑх кӳме республика хыснинчен кӑҫал 207 миллион тенкӗ уйӑрассине паян Инстаграмра пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне муниципалитетсен хыснинчен 59 миллион тенкӗ уйӑрассине каланӑ. Уйрӑм ҫынсемпе предприяти-организацисем ҫавӑн валли 52 миллион тенкӗ пухнӑ.

Ҫак хыпара вуланисенчен пӗри, mkrasota.ibresi, Йӗпреҫ районне хӑҫан мӗн те пулин уйӑрӗҫ тесе пӑшӑрханнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ поселокӗ куҫ умӗнчех пӗтсе пырать имӗш. Ӗҫ те, ҫул та ҫук. Районта пурӑнакансен йышӗ чакса пырать, «выҫлӑхпа вилесрен» ҫынсем урӑх ҫӗре куҫса каяҫҫӗ имӗш. Поселокра ача-пӑча валли йӗркеллӗ лапам та ҫук тенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/BuYhBqbHnFB/
 

Персона

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Атте ҫути» автобиографилле роман пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ — Анатолий Волков хирург. Кӗнекере вӑл ашшӗ хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле витӗм кӳнине уҫса панӑ.

Анатолий Никандрович Волков 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Медицина наукисен докторӗ, профессор.

Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пичет кӑларӑмне алла илсен Анатолий Волков Хусанти медицина институтне вӗренме кӗнӗ тапхӑрпа тата унӑн профессири кун-ҫулӗн малтанхи утӑмӗсемпе те паллашма пулать. Ҫӗнҫӗпӗрти медицина институтӗнче вӗреннӗ, Казахстанпа Шупашкарта ӗҫленӗ тапхӑрсене те тухтӑр ырӑпа аса илнӗ.

 

Республикӑра
Борис Марков
Борис Марков

Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫлать. Ӑна, муниципалитетӑн сити-менеджерне ял хуҫалӑх енӗпе ҫум пулса пулӑшнӑскере, Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ. Йыша республика шайӗнчи тӳре-шара тата чӑваш парламенчӗн икӗ депутачӗ кӗнӗ.

Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ыран Ҫӗрпӳре районти Депутатсен пухӑвӗн XXXV черетсӗр ларӑвӗ иртмелле. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнта сити-менеджера ҫирӗплетмелле. Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, малтанласа палӑртнӑ кун йӗркинче ун пек ыйту ҫукчӗ.

 

Хулара
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗнче, чи пирвайхи троллейбус ҫула тухӗ. 55 ҫул каялла туса кӑларнӑ ЗиУ-5 ретро-троллейбус хӑйӗн маршручӗпе кайӗ: Чукун ҫул вокзалӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ лапама ҫитӗ.

Халӗ троллейбуса уява кӑларма хатӗрлеҫҫӗ, реставрацилеҫҫӗ. Ӑна юсанӑ чухне транспортӑн унчченхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварӗҫ: тимӗр корпус, алӑксем, фарӑсем, ларкӑчсем, салон, касса тата табличка 55 ҫул каяллахи пекех пулӗҫ. Водителе те ССР вӑхӑтӗнчи униформӑна тӑхӑнтартӗҫ.

Ку кӑна мар, троллейбус Совет Союзӗнчи пекех контролерсӑр ҫӳрӗ. Ҫул укҫи тӳлеме тимӗр укҫа ярса билет татса илмелле.

 

Республикӑра

«АвтоВАС» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта хуласен хушшинчи маршрутсемпе ҫӳремелли билетсене онлайн-мелпе туянма пулать. Нумаях пулмасть электронлӑ суту ӗҫлеме пуҫланӑ.

Билета онлайн-мелпе туянас тесен автовокзалӑн сайтӗнче харпӑр пӳлӗм уҫмалла. Билетшӑн банк карточкипе тӳлеме пулать. Билетсене рейс кайиччен 10 кун маларах сутма пуҫлаҫҫӗ.

Электронлӑ квитанци билетшӑн тӳлесен харпӑр пӳлӗмре упранать. Электрнонлӑ билета пичетлемесен те юрать, рейс кайнӑ вӑхӑта ҫитмелле те контролера паспорт кӑна кӑтартмалла.

Электронлӑ билета тавӑрса пама та пулать. Ҫакна та харпӑр пӳлӗмре тумалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55552
 

Республикӑра

2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче «Яндекс. Такси» водителӗ 13 ҫулти хӗрачана, «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫаканскере, вилмеллех таптаса кайнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак арҫынна халӗ суд тунӑ.

Таксиста колони поселени колонине 2 ҫул та 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 2,5 ҫул руль умне ларма юрамасть. Суд вилнӗ хӗрачан тӑванӗсене 1,6 миллион тенкӗ памалла тунӑ.

Ҫав каҫ, юпан 8-мӗшӗнче, такси рулӗ умӗнче 22 ҫулти каччӑ ларнӑ. Авари вӑхӑтӗнче вӑл урӑ пулнӑ. Арҫын айӑпне йышӑннӑ, суд пуличчен хӗрачан тӑванӗсене 40 пин тенкӗ панӑ.

Суд водитель унччен те айӑпланнине, япӑх характеристикӑна, хӗрачан тӑванӗсене укҫа парса пулӑшнине тата авари хыҫҫӑн ачана медпулӑшу пама хӑтланнине шута илнӗ.

 

Хулара

Шупашкарти суту-илӳ тӑвакан вырӑнсенче тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Ҫав рейдсем вӑхӑтӗнче тӗрлӗ специалистран йӗркеленӗ комисси аптекӑсенче, ларёксемпе киосксенче фанфурик сутнипе сутманнине сӑнать. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрах, тӗрӗслевҫӗсем нарӑс уйӑхӗнче кӑна «Продукты» ятлӑ тӑватӑ ларёка, «Чӑваш пичечӗ», «Калач» киосксене тата вунӑ аптекӑна кӗнӗ. Вӗсен хушшинче — «Озерки», «Фармация», «Максавит», «Магия», «Ригла», «Будь здоров», «Аптечный склад» тата «Здоровый век» аптекӑсем. Ку аптека пукчӗсем пурте Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Ҫак рейдсенче «Магия» тата «Будь здоров» аптекӑсенче фанфурик сутнине палӑртнӑ. Ларексемпе киосксенче вара спирт хутӑшӗ сутлӑхра пулман.

Ҫавӑн пекех каласа хӑвармалла, аптекӑсенче эмел сутмалли мӗн пур документ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55556
 

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене удостоверени пама пуҫлӗҫ. Паян правтительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура ӑна памалли йӗркене пӑхса тухнӑ.

Ку удостоверение 18 ҫул тултарман виҫӗ е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ. Ку шута усрава илнӗ шӑпӑрлансем те кӗреҫҫӗ.

Документа пушӑн 5-мӗшӗнче Социаллӑ пулӑшу паракан центрта социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗнче пама пуҫлӗҫ.

Мӗн парӗ-ха ҫак удостоверени? Ҫемьесем культура тата спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ. Ӑна тивӗҫнӗ ҫемьесене республикӑри нумай ачаллӑ ҫемьесен регистрне кӗртеҫҫӗ.

 

Тӗнчере
Хӗрлӗ спрайтсем
Хӗрлӗ спрайтсем

Ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнтермӗшӗсем чылай. Вӗсенчен пӗри вӑл — ҫиҫӗмӗн сайра тӗл пулакан тӗсӗ, хӗрлӗ спрайтсем. Унашкал япала пуррине те ӑсчахсем нумай пулмасть кӑна ҫирӗплетме пултарнӑччӗ-ха, пӗр 30 ҫул каялла ҫеҫ.

Шӑп та ҫакнашкал пулӑма нумай пулмасть Австралин анӑҫ енче вырнаҫнӑ Кунунарра патӗнче ӳкерме пултарнӑ. Умра — симӗс йывӑҫсем (асаилтеретпӗр, унта халь ҫулла вӑхӑчӗ), ҫӗр хӗрринче тусем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗн — хура пӗлӗтсем. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпере вара хӗрлӗ спрайтсен вылявӗ. Куҫа вӗсем питӗ кӗске вӑхӑта ҫеҫ курӑнаҫҫӗ — ҫеккунтран та кӗске самантлӑха. Шӑп ҫав саманта фотограф ҫапма ӗлкӗрнӗ те.

Сӑмах май, ӑсчахсем нумай пулмасть ҫакна палӑртнӑ: вӑйлӑ ҫиҫем хыҫҫӑн хӗрлӗ спрайтсем ионланнӑ сывлӑш пек калӑпланаҫҫӗ, вӗсен калӑпӑшӗ 100 метрлӑ шар таран пулать. Ҫиҫӗм хыҫҫӑн вӗсем 80 ҫухрӑм ҫӳллӗшрен аяла анаҫҫӗ. Хӑвӑртлӑхӗ ҫутӑ пайӑркин хӑвӑртлӑхӗн вунӑ проценчӗпе танлашать. Вӗсене хирӗҫ вара ионланнӑ шарсен варкӑшӗ хӑпарать.

 

Страницӑсем: 1 ... 1881, 1882, 1883, 1884, 1885, 1886, 1887, 1888, 1889, 1890, [1891], 1892, 1893, 1894, 1895, 1896, 1897, 1898, 1899, 1900, 1901, ... 3923
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.