Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ

Елчӗк районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх кооперавтивӗн председателӗ пулнӑ ҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Вӑл унта 3 ҫул та 1 уйӑх ирттерӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн ертӳҫӗ должноҫӗнче 3 ҫул ӗҫлеме юрамӗ.

Елчӗк районӗнчи полицие председатель саккуна пӑсни пирки пӗлтернӗ. Оперативниксем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: 50 ҫулти ертӳҫӗ кредит парӑмӗсене татас тесе ӗнесене сутнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе сутнӑ хыҫҫӑн протокол хатӗрленӗ: пуху иртнӗ, унта ӗнесене сутма йышӑннӑ имӗш.

Председатель 5 уйӑхра 208 ӗнене йӳнӗпе сутнӑ. Ҫапла майпа вӑл кооператива 9 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Кун хыҫҫӑн предприяти хӑйӗн ӗҫӗпе – сӗт туса илессипе – ӗҫлеймен, панкрута тухнӑ.

 

Спорт

Ӗнер Шупашкарта шкул ҫулне ҫитмен сусӑр ачасен пӗчӗк паралимп вӑййисем иртнӗ. Ӑна республикӑн тӗп хулинчи 158-мӗш ача пахчинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫавӑнта 141-мӗш, 145-мӗш тата 158-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем пухӑннӑ.

Пӗчӗк паралимп вӑййисене уҫма тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов (маларах вӑл Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ) тата Шупашкар хула администрацийӗ вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова пулнӑ.

Ӑмӑртма пухӑннӑ ачасене хавхалантарма Тӗнче тата Европа чемпионки, хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ ята тивӗҫнӗ Олимпиада Иванова тата спорт гимнастики енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ Надежда Кальметова ҫитнӗ.

Пӗчӗкскерсем биатлон, ҫуна спорчӗ, кёрлинг, следж-хоккей, йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ енӗпе тупӑшнӑ.

 

Сывлӑх

Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен республикӑри организацисенче тата объектсенче карантин пулнине пӗлтернӗ. Ку грипп тата ОРВИ чирӗсем сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Постановление Чӑваш Республикин тӗп санитарӗ Надежда Луговская алӑ пуснӑ.

Карантин вӑхӑтӗнче пульница стационарӗнче выртакансем патне тӑванӗсене кӗртмӗҫ. Шкулсенче ачасен сывхлӑхне куллен тӗрӗслеме хушнӑ. Директорсене ҫак тапхӑрта пӳлӗмсенче массӑллӑ мероприятисем ирттермелле марри пирки асӑрхаттарнӑ. Класри ачасен 20 проценчӗ чирлесен 7-10 кунлӑха вӗренӗве чармалла.

Палӑртмалла: кӑҫал 180 ҫын гриппа чирленӗ. ОРВИ анлӑ сарӑлнӑ май республикӑри 33 шкулта 73 класс карантина кайнӑ, 3 шкул вара вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче регионсем шайӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури олимпиади иртнӗ.

Олимпиадӑна Чӑваш республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенче

9-11-мӗш классенче вӗренекен 164 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 85-шӗ чӑваш чӗлхипе литературине вырӑс шкулӗн программипе вӗренеҫҫӗ, 79-шӗ — республикӑри чӑваш шкулӗсенчен.

Республика тулашӗнчен олимпиадӑна пурӗ 10 вӗренекен килнӗ: Тутар Республикинчен – 2-ӗн, Пушкӑрт Республикинчен – 4-ӑн, Чӗмпӗр облаҫӗнчен – 4-ӑн. Вӗсем чӑваш чӗлхипе тата литературипе питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ, юратса вӗренеҫҫӗ. Ҫакна олимпиадӑра аван кӑтартнӑ.

Олимпиадӑна килнӗ ачасем Шупашкарти паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗн студенчӗсемпе тӗл пулнӑ.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче республикӑн районӗсемпе хулисенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли пухусем иртеҫҫӗ. Шупашкар районӗсем пухӑва Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркелерӗҫ.

Аслисем калаҫнине тӑнлама ҫамрӑксене те пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑннӑран ҫынсем ниҫта ларма аптӑраса тӑркаларӗҫ. Балкон ҫинче те вӗсем вырӑн йышӑннӑччӗ. «Шкул ачисене тем тума чӗнеҫҫӗ-ҫке», — вырӑн юлман енне кӑмӑлсӑрланчӗ Кӳкеҫри организацисенчен пӗрин ертӳҫи.

Пухура ыррипе пӗрлех кӑлтӑксене те тишкерчӗҫ.

Муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗре арендӑна панӑшӑн укҫа пухассипе бюджета кӗмен укҫа хисепӗ – 8,2 миллион тенкӗ. Ҫав шутран 3,7 миллионне пухас шанчӑк ҫук. Парӑма кӗрсе кайнисемпе судлашни те усса кайман: вӗсем ҫара ҫерҫи пекех – шыраса илмелӗх нимӗн те юлман. «Сире ҫав арендаторсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ вӗсен – ваннӑ сӗтел-пукан ҫеҫ. Парӑма вӑхӑтра шыраса илмелле пулнӑ», – тесе Михаил Васильевич ӳпкеленине хирӗҫлеме сӑлтав тупаймарӗҫ Шупашкар районӗсем. «Парӑма шыраса илменшӗн кама явап тыттарнӑ? Кама ӗҫрен кӑларнӑ?» – ыйту та тӗплӗ хуравсӑр юлчӗ.

 

Республикӑра

Паян 9 сехетрен пуҫласа пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗччен урамра газ шӑрши туйсан пӑшӑрханса ан ӳкӗр. Ҫак тапхӑрта республикӑна ортодонт илсе килеҫҫӗ. Ҫак япалана газа яраҫҫӗ, ҫапла майпа унӑн шӑрши туйӑнать. Ку шӑршӑ вара газ сывлӑша тухнине пӗлме май парать.

Шупашкарти магистральлӗ газопроводсен лини производство управленийӗ ортодонта ҫак маршрутпа илсе килет: «Шупашкар» КС-22, Шупашкарти ГРС-1, Болдино, Ужовка, Шупашкарти ГРС ТЭЦ-2. Унтан ӑна ҫӗр айӗнчи пичкене яраҫҫӗ.

Ортодонт илсе килнӗ чухне Шупашкарта, Шупашкар, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Етӗрне районӗсенче газ шӑрши кӗме пултарӗ. Ыйту сиксе тухрӗ тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 56-09-20, 30-54-09.

 

Сывлӑх

Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче пурӑнакан Станислав Ильин ирхи 9 сехетре васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн амӑшӗн ӳт температури 40 градуса яхӑн хӑпанӑ.

Станислав тухтӑрсене 103 номерпе шӑнкӑравласа чӗннӗ. Диспетчер шӑнкӑрава йышӑннӑ, анчах тепӗр икӗ сехетрен васкавлӑ медпулӑшу килмессине пӗлтернӗ. Тухтӑрсем мӗншӗн ҫитеймессине ӑна ӑнлантарман.

Амӑшӗ пысӑк температурӑпа пӗр талӑк выртнӑ. Тепӗр кунхине кӑна ун патне район пульницинчен терапевт килнӗ, эмелсем ҫырса панӑ.

«Ҫын вилме пуҫласан? Анне калать: «Юрать, эпӗ ватӑ, анчах васкавлӑ медпулӑшу ачана кирлӗ пулсан?» Пирӗн районта унашкалли, васкавлӑ медпулӑшу килменни, пулкалать», - палӑртнӑ Славӑн пиччӗшӗ Сергей.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, диспетчер йышӑннӑ ҫак шӑнкӑрава Красноармейски районӗн тӗп пульницине янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55405
 

Республикӑра

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре килсӗр йытӑсене машинӑпа таптанӑ, ҫакна видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ арҫынна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак кунсенче арҫын халӑхран каҫару ыйтнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ.

Видеора вӑл йытӑсене юратнине каланӑ. Чӗрчунсене таптаса арҫын Ҫӗрпӳре ҫапкаланчӑк йытӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. Видео ӳкерсе ку ҫивӗч ыйтӑва хула администрацийӗн тата ветеринари службин ӗҫченӗсем патне илсе ҫитересшӗн пулнӑ иккен. Тӳре-шара хӑнк та тумасть-мӗн.

Ҫак видеона ӳкериччен арҫыннӑн арӑмне йытӑсем тапӑннӑ. Каҫару ыйтнӑ май вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак чӗрчунсем ҫынна вилмеллех ҫыртса пӗтернине те аса илнӗ.

«Эпӗ видеона тӗнче тетелне кӑларса хунӑ хыҫҫӑн кӑна ҫак ыйту тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Унччен ма никам та хускатман? Эпӗ ҫакна таса тӑрса юлассишӗн каламастӑп, айӑпласан – килӗшетӗп. Тӗрмене лартсан – ларатӑп, ку манӑн шӑпа пулӗ», - тенӗ арҫын. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл йытӑсене машинӑпа таптаса вӗлересшӗн пулман.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.media/2019/02/26/prostite/
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисем тата вӗсен ӑслӑлӑх эткерлӗхӗ» ятлӑ ҫавра сӗтел иртмелле. Йӗркелӳҫӗсем — институтпа наци вулавӑшӗ — ӑна Н.П.Петров профессорӑн 90 ҫулне, А.С.Канюковӑн 100 ҫулне тата М.Р.Федотовӑн 100 ҫулне халалланӑ.

Ҫавра сӗтел Чӑваш республикин наци вулавӑшӗн 201 пӳлӗмӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

Тухса калаҫакансен йышӗнче Соловева Г.П, Дегтярёв Г.А, Долгова А.П, Ахвандерова А.Д., Виноградов Ю.М., Иванов В.А., Егоров Н.И., Ерагин Е.Е., Хусанкай А.П., Терентьев В.М., Никифоров Г.Л., Тургай В.В. пулӗҫ.

Ҫавра сӗтеле ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, хаҫат-журнал ӗҫченӗсене, общество хастарӗсене, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе кӑсӑкланакансене йыхравлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgign.ru/a/news/1443.html
 

Чӑвашлӑх

«Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ хӑйсен организацийӗн хӑтлавне чӗнет. Унта ушкӑнпа паллаштарӗҫ, хӑйсен проекчӗсем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.

Александр Блинов 1969 ҫулта ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Красноармейскинче ҫуралнӑ. Татьяна Ильина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗпе амӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ­. Саша пӗчӗк чухнех ҫемйи хулана куҫса килнӗ. Ҫав вӑхӑтра ӗнерхи ял ачи чӑвашла манса кайнӑ. 1986 ҫулта Александр Шупашкарти педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл хрантсус тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Александр Блинов эсперанто чӗлхипе шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма пуҫланӑ.

«Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хӑтлавӗ ыран, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче конференц-залта 18 сехетре иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/ru/node/7875
 

Страницӑсем: 1 ... 1883, 1884, 1885, 1886, 1887, 1888, 1889, 1890, 1891, 1892, [1893], 1894, 1895, 1896, 1897, 1898, 1899, 1900, 1901, 1902, 1903, ... 3923
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.