Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Статистика

Росстат кӑҫалхи карлач уйӑхӗн ӗҫсӗрлӗх енӗпе лару-тӑру мӗнле пулнине тишкернӗ, танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ӑна Патшалӑх статистикин федераци службин сайтӗнче курма пулать.

Ведомство Чаваш Енри лару-тӑрӑва та хакланӑ. Палӑртмалла: Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти регионпа танлаштарсан, Чӑваш Республикинче ӗҫсӗр ҫынсем сахал.

Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсен хушшинче Чӑваш Ен тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта ӗҫлеме пултаракан 620 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 590-шӗ ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

Кӳршӗ республикӑра, Мари Элта, ӗҫсӗррисем нумай. Вӑл – юлашки вырӑнта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55497
 

Хулара

Паян ҫӗрле Шупашкарти «Ровесник» культура ҫурчӗ» чарӑнура кӗрт йыттисем хӗре тапӑннӑ. Ӑна йытӑсем ҫыртнӑ ахӑртнех: вӑл ҫухӑрашнӑ. Йытӑсем хӗрӗн ҫиелти тумне ҫурнӑ, аллинчи сумкине туртнӑ.

Юрать, ҫав вӑхӑтра машина иртсе пынӑ. Водитель чарӑнса пулӑшма тухнӑ, хӗрӗн япалисене пуҫтарнӑ та ӑна салона лартса пульницӑна леҫнӗ.

Шел те, кӗрт йыттисем ҫынна тапӑннӑ тӗслӗхсем тата пулнӑ. Эрне каялла йытӑсем ачаллӑ хӗрарӑма тапӑннӑ, пепкене туртса илме хӑтланнӑ. Пӗр арҫынна та йытӑсем шар кӑтартнӑ: вӗсем унӑн урине ҫыртнӑ.

Ҫынсем йытӑсене тытакан службӑна шӑнкравласа пӗлтернӗ. Анчах, «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен нимӗнле хурав та пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55499
 

Культура

Чӑваш Ен Республика кунне уявлама хатӗрленет. Ҫак кун пирӗн пата ют ҫӗршыв усламҫисем, ҫав шутра – яппунсем те, килӗҫ. Хӑнасем форумсене, ҫавра сӗтелсене, сессисене хутшӑнӗҫ.

Республика кунӗнче Шупашкарта культура форумӗ иртӗ. Халӗ ун проектне тата интернет-сайтне хатӗрлеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, форум Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, Раҫҫей тата ют ҫӗршыв компанийӗсемпе, эксперт сообществисемпе, патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе пленарлӑ лару иртӗ.

Ҫавӑн пекех дискусси лапамӗсем ӗҫлӗҫ, туризм, культура тытӑмӗсенчи инвестици проекчӗсен хӑтлавӗсем пулӗҫ, килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пусӗҫ.

 

Кӳршӗре

Пушкӑртстанра пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Енри ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче япала сутакан ҫынсене шыраса тупнӑ та вӗсем патне шӑнкӑравланӑ.

Пушкӑртсан хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑсен карточки ҫинче пӗр пус та юлман – йӑлтах сӑптӑрса кайнӑ. Хайхискер вӗсене таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ, унтан укҫа темшӗн куҫманнине каланӑ та банкомат патне пырса хисепсене пусма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл мобильлӗ банка кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ав унӑн вӑлтине ҫакланнӑ: сусӑрсен кӳмине сутса 4 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Ҫак хӗрарӑма тытса чарнӑ. Суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Нумай ачаллӑскер судра ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ачасене тӑрантарас тесе, пӗлетӗр-и, эпӗ ним пирки те шутламан».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55471
 

Чӑвашлӑх

Чӑвашран тухнӑ офицерсен «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) Мускаври пӗрлешӗвӗ чылайранпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ҫак организацие Владислав Ильин вице-адмирал ертсе пырать.

Ӗнер Владислав Ильин Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл хӑйсен общество организацийӗ ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Малашне пӗрлешӳ тата анлӑланӗ. Ҫакӑн пикри уставра пӑхса хӑварнӑ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) ушкӑнра чӑваш тымарӗллӗ ытти регион ҫыннсием те пулӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрлешӳ Мусква шайӗнчен тухса регионсен шайне сарӑлӗ.

Владислав Ильин, сӑмах май, Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Анчах кайран унтан куҫса кайнӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров Ставропольте Гран-прие тивӗҫнӗ.

Асӑннӑ хулара нумаях пулмасть Патриотла юрӑсен «Солдатский конверт - 2019» (чӑв. Салтак конверчӗ - 2019) Пӗтӗм Раҫҫейри  II фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Ленинград блокадине сирнӗренпе 75 ҫул, Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурса Раҫҫейӗн  13 субъектӗнчи, ҫав шутра Мускаври, Санкт-Петербургри, Волгоградри, Севастопольти, Смоленскри,  Ярославльти, Краснодарти,  Аҫтӑрханти тата ытти хулари вокалистсем хутшӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑнра чысланӑ.  Пирӗн ентешӗмӗр 25-35 ҫулхисен йышӗнче Гран-прие тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Брестра иртекен Раҫҫейпе Беларуҫ Республикин пӗрлехи фестивальне хутшӑнӗ.

 

Республикӑра
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн

Шупашкарти вокзалҫум автостанцийӗ ӗҫлеме чарӑннӑ. Ҫакӑ Чӑвашавтотранс панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри автовокзалсен сайтӗнче пӗлтернӗ.

Автостанцие пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӗҫ. Муниципалитетсен хушшинчи маршрутсене (пӗтӗмпе – 36) Хулаҫум автовокзалӗ хӑйӗн ҫине илӗ. Унта автобуссене йышӑнӗҫ, билет сутӗҫ, пассажирсене лартӗҫ.

Халӗ предприятин пурлӑхне сутма тӑратнӑ. «Ҫӗнӗ сала» тата «Вокзалҫум» автостанцисене 112 миллион тенкӗпе сутасшӑн, автобуссене – 114 миллион тенкӗпе. Палӑртмалла: «Ҫӗнӗ сала» автостанцие сутма тӑратнӑ пулсан та вӑл унчченхи режимпах ӗҫлӗ.

Аса илтерер: унччен сайтра Куславккари вокзал хупӑнма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55476
 

Хулара

Шупашкарти усламҫӑсенчен пӗри ҫӗр лаптӑкне хӑй тӗллӗн ярса илнӗ. Ҫавӑншӑн ӑна явап тыттарнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти Калинин район территорийӗнче хайхи усламҫӑ хӑма-чус тата ытти строительство материалӗн бази валли ҫӗр илнӗ. Ӑна асӑннӑ хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе ҫавӑн валли лаптӑк уйӑрса панӑ.

Анчах усламҫӑна сахалтарахӑн туйӑннӑ-ши — пурӗ 191 тӑваткал метр лаптӑка ытларах ярса илнӗ. Ҫакна Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗнчи прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ.

Ҫӗре ярса илнӗ усламҫӑна прокуратура йышӑнӑвӗпе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна штрафланӑ. Хӑй тӗллӗн ярса илнӗ ҫӗре хула администрацине тавӑрса памалла.

 

Республикӑра

Паян Ҫӗрпӳри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «вуниккӗмӗш» маркӑллӑ машина водительне тытса чарнӑ. Вӑл кӗрт йыттисем ҫине машинӑпа кӗрсе кайса таптанӑ, ҫакна видео ӳкернӗ. Видеона вара тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. «Ҫӗрпӳре йытӑсен ҫак шайккине кам та пулин пӗтерет-и е ҫук-и?» - тесе ҫырнӑ вӑл. Йытӑсене мӗншӗн таптанине ӑнлантарса та ҫырнӑ: арӑмне тапӑнӑ имӗш (анчах ку комментарие арҫын кайран хуратса хунӑ).

Ҫак пулӑма тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. Пӗри чӗрчунсене саккун хӳтӗлени пирки асӑрхаттарса комментари ҫырнӑ. Чӑнах та, йӗрке хуралҫисем ҫак видеона асӑрханӑ, хуҫине тытса чарнӑ.

Халӗ 33 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.media/2019/02/22/hitdogs/
 

Хӗсмет

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ыран хӑйсен уявне тивӗҫлипе палӑртӗҫ. Вӑл ҫитиччен ик кун маларах хӗсметпе ҫыхӑннӑ пӗр хушу тухнӑ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ.

Владимир Путин саппасри граждансене кӑҫал, 2019 ҫулта, ҫар енӗпе пухассине каланӑ. Саппасрисене икӗ уйӑхлӑха чӗнсе илӗҫ. Вӗсене Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене, патшалӑх хуралӗн органӗсене, Федерацин хӑрушсӑрлӑх тытӑмне, Наци гвардине пухӗҫ.

Ҫар тӗллевӗпе хӑҫан пухассине регионсенчи ӗҫ тӑвакан органсемпе килӗштернӗ вӑхӑтра ирттерме хъушнӑ. Тӗрӗслев тӗллевӗпе пухас чухне вара РФ Хӳтӗлев министерстви вӑхӑта хӑй палӑртӗ.

Путин хушӑвӗнче «ӗҫре усӑ курмалли» текен пунктсем виҫҫӗ таран.

 

Страницӑсем: 1 ... 1885, 1886, 1887, 1888, 1889, 1890, 1891, 1892, 1893, 1894, [1895], 1896, 1897, 1898, 1899, 1900, 1901, 1902, 1903, 1904, 1905, ... 3923
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.