Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман хӗрринче Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти арҫынна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Кун пирки «Суйман МИХ» кӑларӑм хыпарлать. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунхине хайхи арҫыннӑн ҫӑмӑл машининче виҫӗ хир сысни тушкине тата пӑшал тупса палӑртнӑ, полици ӗҫченӗсем вӗсене йӑлтах туртса илнӗ. Пакунлисем тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн ҫав арҫын тискер кайӑксене чылай вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тӑрантарни, апатланма хӑнӑхсан вӗсене персе вӗлерни паллӑ пулнӑ. Анчах айӑпланакан арҫыннӑн пӗр чӗрчуна тытма ирӗк паракан лицензи ҫеҫ пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл 240 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Ҫак сӑлтавсене шута илсе хула ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫ пуҫарнӑ, лару-тӑрӑва малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкарта «Чи хӑтлӑ та тирпейлӗ ҫурт» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хула администрацийӗн тӳри-шари ӑна малтанах виҫӗ номинацире ирттерме йышӑннӑ: пилӗк ҫултан иртмен, вун пилӗк ҫултан каҫман тата вун ултӑ ҫултан аслӑрах ҫуртсене уйрӑмшарӑн хакласшӑн пулнӑ. Анчах конкурс тӳрисем виҫҫӗмӗш номинацире ҫӗнтерӳҫе палӑртайман. Тепӗр иккӗшӗнче вара мала тухнисем паллӑ. «Пилӗк ҫултан иртмен нумай хваттерлӗ ҫурт» номинацире «Ҫӗнӗ хула» компани пӑхса-тирпейлесе тӑракан Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫӗнтернӗ. «Ултӑ ҫултан иртнӗ, анчах вун пилӗк ҫула ҫитеймен нумай хваттерлӗ ҫурт» категорире Трактор Тӑвакансен проспектӗнчи 64-мӗш ҫурт пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку ҫуртшӑн Юсавпа эксплуатаци управленийӗ яваплӑ. Ҫак икӗ ҫурта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 60-шар пин тенкӗ преми парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче шыв пӑрӑхӗ шӑтса юхнӑ. Яваплӑ тытӑмсем халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫӗрле пулса иртнӗ. «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) хӑна ҫурчӗ тӗлӗнче шыв пӑрӑхӗ шӑтса кайнипе унтан шыв палкаса тухма тытӑннӑ. Кун пек чухне ятарлӑ тытӑмсем вӑхӑтра ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ те, Шупашкартисем те вырӑна часах персе ҫитнӗ, аварие сирессипе тимлеме пуҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне «Водоканал» акционерсен пӗрлӗхӗ палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Йӗрӗх» кӗнеке хӑтлавӗнчи тӗпчевҫӗсем хӗрсе калаҫнӑ пӗр самант Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Евгений Ерагин таврапӗлӳҫӗн «Йӗрӗх» ятлӑ тӗпчев кӗнекин хӑтлавӗ пулса иртрӗ. Йӗрӗх — чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗнче паянчченех сыхланса юлнӑ, кил-йышпа хӗрупраҫ ырлӑх-сывлӑхне упрама хистекен йӑла пулӑмӗ. Пӗрисем ӑна турӑ вырӑннех хураҫҫӗ, теприсем чунӑш (сывлӑш, чун хӑвачӗ) теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсемшӗн вӑл кӗлетри кӗтесре упранакан пуканеллӗ, парнеллӗ е йывӑҫ-курӑклӑ пӗрнепе кунтӑк. «Йӗрӗх» кӗнекере ырӑ-усал вӑйсем пирки, йӗрӗх пулӑмӗ, пӗлтерӗшӗ, пурнӑҫри ӗлӗкхи тата хальхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумай енлӗн те тарӑн, халиччен мӗн ҫырни-илтнине пухса ӑнлантарса панӑ. Кӗнеке умне алҫырупа паллашнӑ тӗпчевҫӗсен ӗнчӗхӗсене (рецензийӗсене) лартнӑ. Унта институт ӗҫченӗсем Георгий Матвеев, Николай Егоров, Вячеслав Ендеров шырав ӗҫне ырланӑ, вӑл паха пулнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑтлавра та кӗнекене ырӑ сӑмахсемпех хакларӗҫ. Паллӑ ӑсчахсем Виталий Иванов, Виталий Родионов, Алексей Леонтьев тата институтри ытти ӑстасен сӑмахӗсем пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Кӗнеке аякран пынисене те (Тимӗр Акташ журналиста, Валерий Виноградов таврапӗлӳҫе, Сергей Щербаков историҫе) хытах килӗшнӗ. |
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫыннӑн питӗ эрех ӗҫес килнӗ. Анчах укҫи пулман ахӑртнех. Хайхискер апат-ҫимӗҫ лавккине чирлӗ ачасем валли укҫа пухмашкӑн вырнаҫтарнӑ ешчӗке куҫ хывнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 61 ҫулти арҫын никам та ҫуккипе усӑ курса ҫав ешчӗке уҫнӑ та нухрата вӑрланӑ. Лавккаран укҫа ҫухални пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вӑрра тепӗр икӗ сехетренех тытса чарнӑ. Арҫын ешчӗкрен 4500 тенкӗ вӑрланӑ. Йӗрке хуралҫисем тытса чариччен вӑл укҫан пӗр пайне эрех туянса тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тин ҫуралнӑ ачина вӗлернӗ ҫынна тупас тесе йӗрке хуралҫисем пысӑк ӗҫ тунӑ. Аса илтерер: пӗлтӗр ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канашра целлофан хутаҫа чикнӗ ача виллине тупнӑччӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пепке вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Следовательсем ача амӑшне тупас тесе чылай ҫынран ыйтса пӗлнӗ, Канаш тата Канаш районӗнче пурӑнакан 100 хӗрарӑма тӗрӗсленӗ. Вӗсене судпа генетика экспертизи витӗр кӑларнӑ. ЧР ШӖМӗн ДНК-лабораторийӗнче тунӑ экспертиза ҫакнашкал тискер ӗҫе тунӑ хӗрарӑма тупма пулӑшнӑ. Ачан генотипӗ Канаш хулинче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа пӗр килнӗ. Ҫакскер хӑй преступлени тунине йышӑннӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Куншӑн ӑна 5 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан 34 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Хайхискер арӑмӗ ваннӑйӗнче ҫаппа-ҫарамас ҫӑвӑннине видео ӳкернӗ. Куншӑн хӑйне явап тыттарасси пирки шухӑшламан-ши? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак ниҫта та ӗҫлемен арҫын ваннӑйне кӗсье телефонне варттӑн вырнаҫтарнӑ, видео ӳкермеллине ҫутнӑ. Телефон хайхи арӑмӗ ванна кӗнине ӳкернӗ. Хӗрарӑм хӑйне телефон ҫине ӳкернине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ҫеҫ пӗлнӗ. Кун пирки ӑна упӑшки каланӑ. Ҫав вӑхӑталла вӗсем уйрӑлнӑ пулнӑ. Анчах арӑмӗ «видеооператор» пултарулӑхне хакламан, видео пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Арҫынна куншӑн пысӑк штраф тӳлеттерме е ӗҫлеттерсе явап тыттарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу ӗҫлет. Унта кӑҫалхи навигаци вӑхӑтӗнчи (пӑрахутсем шыв ҫинче ҫӳренӗ тапхӑрти) турист карапӗсен расписанийӗпе графикне ҫирӗплетӗҫ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫакӑн пек канашлу икӗ ҫул каяллата Шупашкартах иртнӗччӗ. Апла пулсан Чӑваш Ен тӗп хулин хӑнасене йышӑнас опыт пур. Вӑл ҫеҫ те мар, пирӗн республика туристсене кӑсӑклантарма тӗрлӗ майсем туса параять. Шупашкарти канашлӑва Мускавран, Питӗртен, Чулхуларан, Самартан, Ярославльтен, Костромараран, Тутарстанран, Карелирен, Удмурт Республикинчен, Краснодар тӑрӑхӗнчен 50 ҫын ытла килсе ҫитнӗ. Вӗсем пурте — туризмпа ӗҫлекенскерсем: е круиз компанийӗн ертӳҫисем, е ҫак енӗпе тӑрӑшакан ытти ӑстаҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Василий Эктел ҫыравҫӑн «Тӗлӗнтермӗшсем» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ку кӑларӑм — кӗҫӗн шкул ачисем валли. Чӑваш кӗнеке издательстви шучӗпе ҫӗнӗ кӑларӑм шӑпӑрлансене ҫутҫанталӑк ытамне илӗртет. Сӑвӑсем урлӑ автор тӑван тавралӑхӑн ытарайми илемӗпе, ӳсен-тӑран тата чӗрчун тӗнчин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарать. Василий Эктелӗн ҫутҫанталӑкӗ те этем пекех сывлать, туять, асапланать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинче тӗл пулакана аркатать, ыйха путать те вӑранать. Ҫутҫанталӑкри кашни уйӑхпа паллаштаракан ярӑмри сӑвӑсене те вулама кӑсӑклине ӗнентереҫҫӗ ӑна кӑларакансем. Кӗнеке 1000 тиражпа пичетленнӗ. Унӑ редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Иван Алексеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекен тӳре-шарана чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Сумлӑ писока лекнисен шутӗнче виҫӗ муниципалитетӑн: улатӑрсен, канашсен, пӑрачкавсен — пуҫлӑхӗсем пур. Патшалӑх наградине тивӗҫнисенчен Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева тата Канаш райадминистраци пуҫлӑхне Владимир Степанова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ. Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая «За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн) паллӑна тивӗҫнӗ. Юлашкинчен каланӑ палла Вӑрнар, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр тӳре-шарана та пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |