Ҫул-йӗр
![]() Кӳкеҫри Карл Маркс урамӗ Шупашкар район центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансенчен пӗри тротуар ҫуккине «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) ушкӑнра евитленӗ. Унта сӑмах район центрӗнчи Карл Маркс урамӗ пирки пырать. «Машина пулсан ҫынсем тротуарсӑр епле утаҫҫӗ-ши ыйту ҫуралмасть пулӗ», — тенӗ Аня Чемашкина ятлӑ ҫын. Ҫил-тӑманта трасса айккине юр хӳсе лартнипе унӑн ик енӗ те кӗрте ҫаврӑнать-ҫке. Автомобиль ҫук чухне ҫулпа саркаланса пырайӑн-ха, анчах «тимӗр ут» хутланӑ самантра ӑҫта пӑрӑнмалла? Машинӑсемпе тупӑшса ватти-яшшин те утма тивет. Ирӗксӗртен. Пост авторӗ хӑрушӑ урампа ҫынсен киле таса-сывӑ епле ҫитмелли пирки тата хӑҫан та пулсан тротуар туса парӗҫ-ши тесе пуҫ ватать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансене паян тӳлевсӗр юристсем йышӑнӗҫ. Ку мероприятие пирӗн рспубликӑра унччен те ирттернӗ. Хальхинче халӑха социаллӑ хӳтлӗх кӳрекен пайсенче унти специалистсемпе пӗрлех ваккатсем юридици ыйтӑвӗпе йышӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Юстици тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ. Ведомство Чӑваш Енри 224 пин ытла ҫынна 2012 ҫултанпа юридици пулӑшӑвӗ тӳлевсӗр кӳнине ӗнентерет. Федераци шайӗнче ҫынсен 27 категорине укҫасӑр пулӑшма йышӑннӑ пулсан, пирӗн республикӑра ку список тата анлӑрах. Маларах Чӑваш Енре халӑхӑн 33 категорине тӳлевсӗр йышӑннӑ, халӗ — 41. Пулӑшу илме ирӗк пуррисем пирӗн республикӑра —193 пин ытла ҫын. Йышра I тата II ушкӑн сусӑрӗсем, сахал тупӑшлисем, сусӑр тата тӑлӑх ачасене ӳстерекенсем тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() «Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией». Ҫакӑн ятпа питех те кӑсӑклӑ интервьюна Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларса тӑракан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленӗ. Унта Раҫҫейӗн гуманитари институчӗн театрпа кино кафедрин доценчӗ, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн ертӳҫи, искусствоведени кандидачӗ Полина Богданова Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗпе Иосиф Дмитриевпа калаҫнӑ. Ум сӑмахра Иосиф Александрович театр енӗпе актер тата режиссер пӗлӗвӗллӗ пулнине, пӗрремӗшне вӑл Ленинградра (хальхи Питӗрте. — Т.Т.), теприне Мускавра илнине каланӑ. Интервьюна вуласан Иосиф Дмитриевӑн чун ыратӑвӗпе пӑшӑрханӑвӗ, савӑнӑҫӗпе талпӑнӑвӗ куҫ умне тухать. Вӑл, тӗслӗхрен, Чӑваш Енре театр критики ҫуккишӗн пӑшӑрханать. (_Сӑмах май, ку шухӑша темиҫе ҫул каяллах Борис Чиндыков драматург та вӗҫӗмех калатчӗ_). Наци драматургине лартма ӑнтӑлни пирки ыйтсан Иосиф Александрович ҫапла хуравланӑ: «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Поедем, поедим» проект ертӳҫи Джон Уоррен ҫак кунсенче Шупашкарта пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫапла, телеканал пирӗн республикӑра пуш уйӑхӗн 11–14-мӗшӗсенче ӗҫлерӗ. Акӑлчан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӗнерхи усламҫӑна, паянхи журналиста Шупашкарти трактор музейӗпе те паллаштарнӑ. Унта Джон Уоррен авалхи трактора ним мар хускатнӑ, ҫавӑнти кафере апатланнӑ. «Трактор савучӗсем» концернӑн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Джона темиҫе тӗрлӗ трактор сӗннӗ. Хӑна вара Харьковра 1952 ҫулта кӑларнӑ «ХТЗ-7» маркӑллине суйланӑ. Джон Уоррер авалхи техникӑна ҫӑмӑллӑн чӗртнӗ. Акӑлчан ҫынни Шупашкарти трактор музейӗ арҫынсем валли ҫеҫ, унта кӑра арҫынсем кӑна тесе малтанласа шухӑшланине пытарман. Тракторсене хитре хӗрсем ҫӑмӑллӑн тытса пыни те ӑна тӗлӗнтернӗ. |
Спорт
![]() Михаил Вансяцкий архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗнче ӑсталӑха туптаса Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине лекнӗ Татьяна Акимова Биатлон енӗпе иртекен 2017/2018 ҫулсенчи тӗнче кубокӗн Норвегинчи Холменколлента пуш уйӑхӗн 15—18-мӗшӗсенче иртекен тапхӑрне те хутшӑнаймӗ. Тӳрер пӗлтерер: хальхинче биатлонистсемшӗн ку вӑл — саккӑрмӗш тапхӑр. Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчханта иртнӗ Хӗллехи Олимп вӑййинче тупӑшнӑ ентешӗмӗр Финляндинчи Контиолахтинчи ӑмӑртӑва хутшӑнманччӗ. Татьяна Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, унта вӑл юриех кайман. Черетлӗ тапхӑра тӗплӗнрех хатӗрленес тенӗ. Анчах шаннӑ кайӑк йӑвара пулман. «Эпӗ чирлерӗм. Температурӑна пула тренировкӑсене темиҫе кун та сиктертӗм. Темӗнле вирус курӑнать. Пирӗн ушкӑна чунтан ӑнӑҫу сунатӑп», — ҫырнӑ чӑваш спортсменки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри В. Журавлев ятлӑ фермер ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрушӑн пӑшӑрханса «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫыру шӑрҫаланӑ. Алла ручка тытнӑ фермер Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӳпкелеме пӑхни сисӗнет. Михаил Васильевич сӑра вӗретмелли урпа ӳстермелле тесе темиҫе ҫул каялла «мӗнпур кӗтесре» каланӑ имӗш. «Пӗтӗм республика, ҫав шутра эпӗ те сӑра вӗретмелли урпа туса илме тытӑнтӑмӑр. Анчах ӑна эпӗ те, ыттисем те пӗр килограмм та вырнаҫтарайман. Сӑра вӗретмелли урпана выльӑха панӑ», — шӑрҫаланӑ фермер. Унтан вӑл сӑра вӗретмелли тата фуражлӑх урпана апат единици виҫипе танлаштарса кӑтартнӑ. Иккӗшӗн хушшинчи уйрӑмлӑх 10 процент-мӗн. Ҫакӑ республикӑри хресчене миллионшар тенкӗ тӑкака кайса ларнӑ пулать. Фермера ӗненсен, халӗ Михаил Васильевич тата урӑх йышши ял хуҫалӑх культурисем туса илме калать-мӗн. Анчах В. Журавлев Элтепер хыҫҫӑн каймалла мар тени туйӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкартан вырӑнти хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова тата Чӑваш Ен Элтеперӗ ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ. Ӑна пулӑ тытма юратакансем хатӗрленӗ. Вӗсем хулара пуш уйӑхӗнче «Рыбак рыбака» (чӑв. Пулӑҫ пулӑҫа) фестивале ирттерес шанчӑк сӳнсе пынине пӗлтернӗ. Унччен ҫак фестивале Сергей Семенов (халӗ вӑл — чӑваш парламенчӗн депутачӗ, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ) 15 ҫул хушши йӗркелесе ирттерсе пынӑ. Фестиваль халӑхра анлӑ ят-сум ҫӗнсе илнине кура ӑна федераци шайӗнчи телеканалпа кӑтартакан «Диалоги о рыбалке» кӑларӑм та ӳкернине асӑннӑ. Унтан ҫыру авторӗсем «Рыбак рыбака» фестивале ирттерме унӑн йӗркелӳҫи хӑш парти пайташӗ пулнине кура ура хунине палӑртнӑ, ыйтӑва татса пама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри хӑш-пӗр тӳре-шара ӗҫсӗр юлассине систереҫҫӗ. Калаҫтаракан ҫак хыпара Александр Белов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ. Унта республикӑн Правительствинче ӗҫсӗр юлма пултаракан министрсен ячӗсене асӑнса кайнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланине ӗненсен, ҫапла тума Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ хупӑ канашлура йышӑннӑ. Ӗҫрен хӑтармаллисен малтанласа ҫирӗплетнӗ списокӗнче ҫаксем имӗш: информполитика министрӗ Александр Иванов, транспорт министрӗ Владимир Иванов, строительство министрӗ Владимир Михайлов, юстици министрӗ Наталья Тимофеева, культура министрӗ Константин Яковлев. Чӑваш Енӗн премьер-министрне Ивана Моторина та ӗҫрен хӑтармалла-мӗн. Ӑна Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне лартма сӗнӗҫ имӗш. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗн мӗнпур ҫумӗсемпе пӗрлех ӗҫрен кайма тивессине асӑннӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев вара Етӗрне суйлав округӗпе ЧР Патшалӑх Канашне суйланать сӑмах тухнӑ-мӗн. Вӑл ҫын пирки Чӑваш Енӗн Правительство пуҫлӑхне ларасси пирки те калаҫаҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҪҪХПИ сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер каҫхине республикӑра икӗ ҫынна машина таптаса кайнӑ. Вӗсенчен пӗри — 12-ри ача. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16 сехет те 25 минутра Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче 12 ҫулти арҫын ача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне фура айне лекнӗ. Йывӑр суранланнӑскере васкавлӑ медпулӑшу машинипе Шупашкара Республикӑри ача-пӑча пульницине ӑсатнӑ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, «МАН» фура водителӗ урӑ пулнӑ. Темиҫе сехетрен ҫакнашкал инкек Канаш районӗнче пулнӑ. Атнаш ялӗ ҫывӑхӗнче 49 ҫулти хӗрарӑм юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Ун ҫине ҫӑмӑл автомашина пырса кӗнӗ. Шел те, хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ. Руль умӗнче ларнӑ 31 ҫулти водитель урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне Лидия Горбунова 23 ҫулта пулнӑ. Вӑл юратнӑ мӑшӑрне фронта ӑсатнӑ, виҫӗ ачипе пӗчченех тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑма тӗпренчӗкӗсене ура ҫине тӑратма ҫӑмӑл пулман. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Лидия Андреевна 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче 1918 ҫулта кун ҫути курнӑ. Лидия Андреевна Ҫӗрпӳри фельдшерпа акушер шкулне пӗтернӗ, мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех Хӗрлӗ Чутай районӗнче, Курган тата Киров облаҫӗсенче акушеркӑра ӗҫленӗ. 1976 ҫулта вӑл Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Халӗ Лидия Горбунова хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн 5 мӑнук тата вӗсен 3 ачи пур. Юбиляра РФ Президенчӗ Владимир Путин открытка ярса саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |