Республикӑра
![]() Николай Миллин хальлӗхе орденсӑрах Елчӗк районне 2001 ҫултанпа ертсе пыракан Николай Миллина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. 1954 ҫулта ҫуралнӑ Николай Миллин ӗҫ биографине тӑван «Прогресс» колхозри трактористран пуҫланӑ. Мал ӗмӗтлӗскер унта пӗр должноҫран тепӗрне куҫса пырса хуҫалӑх ертӳҫине ҫитнӗ. Кайран Елчӗк районне ертсе пыма тытӑннӑ. 2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗссемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ. Халӗ ав, тӑватӑ ҫултан, Николай Миллин ордена тивӗҫрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суйлав кампанийӗсем вӑхӑтӗнче политика партийӗсем хастарланма, халӑхпа тӗл пулма ӑнтӑлни вӑрттӑнлӑх мар. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Куславккари пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен хулара митинг ирттерме шухӑшланӑ. Вунӑ кун маларах вӗсем ҫырупа вырӑнти тӳре-шара ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе паллаштарнӑ, урамра пӗрле пухӑнма ирӗк ыйтнӑ. Митингсене, паллӑ ӗнтӗ, пули-пулми вырӑнта йӗркелеймӗн — ятарласа палӑртнӑ ҫӗрте кӑна. Куславккара ун пекки — унчченхи «Октябрь» кинотеатр умӗнчи лапам. Ҫыру авторӗсене тепӗр икӗ кунтан район администрацийӗнчен «Молодая гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех урӑх сӗнӳпе тухнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем пролетариат ҫыравҫи А.М. Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине флешмоб ирттерсе уявлама шухӑшласа хунӑ-мӗн. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФКП райком ҫыруҫи И.Е. Кузнецов тата Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Р.С. Асадуллин унчченхи кинотеатр умӗнче 11 сехетчен тӑнӑ, анчах ҫамрӑксем флешмоба тухман имӗш. «Ҫыравҫӑ пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мар, 28-мӗшӗнче ҫуралнӑран васкас темен пулинех? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри ватӑсем валли Мускавран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута РФ Правительствин сайтӗнчи «Документы» ярӑмра ӗнер 14 сехет те 30 минутра пичетленӗ. РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 427-мӗш номерпе алӑ пуснӑ хутра Раҫҫейӗн сыхлӑх фондӗнчен РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине 4,35 млрд тенкӗ укҫа уйӑрассине каланӑ. Вӑл паллиативлӑ (йывӑр чирлисен асапне ҫӑмӑллатмалли) пулӑшу валли кайӗ. Ҫак суммӑран Чӑваш Ене те укҫа лекӗ. Пурӗ 49,88 миллион тенкӗ. Сӑмах май каласан, укҫан пысӑк пайӗ — 148 миллион тенкӗ — Пушкӑртстана кайӗ. Пульницӑсенче паллиативлӑ пулӑшу уйрӑмӗсем уҫнине тата гериаторсем ӗҫлеме пуҫланине специалистсем ҫӗршывра пурӑнакансен кун-ҫулӗ вӑрӑмланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канашри коммерци организацийӗн 42 ҫулти директорӗ тата унта ӗҫлекен 24-ри каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, предприятире ӗҫлекен пӗр ҫын шӑпах вӗсен айӑпӗпе хытах аманнӑ. Следстви хучӗсем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ: иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче предприяти ертӳҫи 24 ҫулти ҫамрӑка ятарлӑ программӑпа вӗрентмесӗрех тата ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе паллаштармасӑрах «Амкодор 342В» погрузчикӗн шыв тытӑмне юсама шаннӑ. Аппаланнӑ хушӑра вӑл пысӑк пусӑмлӑ ҫухавасене гидрораспределительтен уйӑрнӑ та погрузчикӑн ӑсса илмелли пайӗ вӗҫерӗнсе кайнӑ. Ӑсакан пая шӑратса ҫыпӑҫтаракан арҫын ҫине пӗр тонна ытла таякан хатӗр ӳкнӗ — арҫын сывлӑхне хытах сиенлетнӗ. Тепӗр арҫын вара пӑтӑрмаха вӑхӑтра асӑрхаса айккинелле тапса сикме ӗлкӗрнӗ. Ертӳҫӗ тата 24 ҫулти ҫамрӑк ҫын шӑпине суд ҫитес вӑхӑтрах татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре 266 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах памашкӑн заявлени ҫырнӑ. Вӗсем – пӗлтӗр вӗренсе тухнисем, колледжсемпе техникумсен студенчӗсем. Экзамена маларах тытмалли тапхӑр пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫланать. Ыран географипе тата ИКТ предмечӗпе ППЭ парӗҫ. Пӗтӗмпе 14 экзамен тыттарӗҫ. Маларах тытмалли ППЭ тапхӑрӗ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленет. Заявлени ҫырнӑ ҫамрӑксен 54 проценчӗ вырӑс чӗлхипе экзамен тытӗ, математикӑпа – 48 процент. Ҫавӑн пекех обществознани, физика предмечӗсене суйлакансем нумаййӑн пулнӑ. Пӗрремӗш экзаменсен кӑтартӑвӗсем ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ. Сӑмах май, ППЭн тӗп тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланать те утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем Шупашкар юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи «Лимонад» кафене тӗрӗсленӗ те апатланмӑшра санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑснине тупса палӑртнӑ. Апат хатӗрленӗ ҫӗртех пахча ҫимӗҫ ҫунине, ҫӑкӑр-булка пӗҫернӗ вырӑнтах пахча ҫимӗҫ, пулӑ тата аш-какай тирпейленине асӑрханӑ. Унсӑр пуҫне шашлӑка сентре патне таса мар пахча ҫимӗҫ ҫунӑ вырӑнтан йӑтнӑ. Капла вара, йӗрке тӑрӑх, вуҫех хӑтланма юрамасть. Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд юханшыв порчӗ патӗнче вырнаҫнӑ «Лимонад» кафене 25 талӑклӑха хупса хунӑ. Ку тапхӑрта унта кунсерен суд приставӗсем ҫитсе курӗҫ, ӗҫе ҫӗнӗрен тӗрӗс йӗркеленине сӑнаса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Комсомольски районӗнчи пульницӑн хирурги уйрӑмне тӗплӗн юсама тытӑннӑ. Юсав ӗҫӗ епле пынине учрежденин тӗп тухтӑрӗ Николай Васильев хӑй тӗрӗслесе тӑрать. Строительсем тӑрӑшакан уйрӑмра шурӑ халатли тахҫан та пӗрре мар, кунсерен пулать иккен. 1985 ҫулта хута янӑранпа пульницӑна тӗплӗн пӗртте юсаман. Палатӑсемпе пӳлӗмсем хальхи вӑхӑтри йӗркепе килӗшсе тӑман. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби паян пӗлтернӗ. Каҫал тӑрӑхӗнчи хирургсене хӑтлӑ тата унта сипленекенсене меллӗ пултӑр тесе республика хыснинчен 30 миллиона яхӑн укҫа куҫарса панӑ. Вӑл тупрапа пӳлӗмсене юсаса ҫӗнетнипе пӗрлех унти ҫутӑ пӑралукӗсене, шывпа канализаци пӑрӑхӗсене, сантехникӑна, ӑшӑтмалли тытӑма ылмаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулса иртнӗ инкеке халӗ судра пӑхса тухнӑ. Шупашкарта ҫав кун пӗрле ӗҫлекенсем шалу ҫума пухӑннӑ. Тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пӗрлех эрех те туяннӑ. 26-ри кил хуҫи хӑна-вӗрлене хапӑл пулнӑ. Епле хапӑлламӑн, ӗҫтешсем-ҫке! Сӑра сакки сарлака та, тем ҫинчен те калаҫнӑ. Кил хуҫипе пӗр хӗрарӑм хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмах юрӑхлӑ пулман курӑнать — урса кайнӑ хӑна алла ҫӗҫӗ ярса тытнӑ. Унпа вӑл шалу ҫутаркан кил хуҫине темиҫе хутчен те яшлаттарнӑ. Сурана пула кил хуҫи вырӑнтах вилсе кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илни вара тухса шӑвӑннӑ. Анчах пакунлисенчен тарса ҫӳреймӗн. Пӗрремӗш инстанцири суд хӗрарӑма 7 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи прокуратура тата унти суд органӗ тӑлӑх каччӑна хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳснӗскер ҫурт-йӗр ҫуккипе нушаланнӑ. Хвтатер черетне вӑл 2013 ҫултах тӑнӑ. Тӑлӑхсене, пӗлетпӗр ӗнтӗ, пурӑнмалли кӗтеспе патшалӑхӑн тивӗҫтермелле. Анчах вырӑнти тӳре-шара ҫакна тума пур чухне те васкамасть. Кӗтсе ывӑнсан хастартараххисем надзор органне ҫӑхавпа вӗҫтереҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри каччи те выртан чул айне шыв лекмессине аван ӑнланнӑ — прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Унтисем ҫамрӑка пулӑшма килӗшнӗ. Ара, саккун та тӑлӑха майлӑ та-ха. Кӗҫех прокуратурӑран вырӑнти суда тавӑҫпа тухнӑ. Пурӑнмалли кӗтессӗр нушаланакан каччӑна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн район администрацине хушнӑ. Тӳре те тӑлӑха майлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкар тӗлӗнче Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енне мотоциклпа каҫма тӑнӑ ҫамрӑк инкеке лекнӗ. Икӗ урапаллӑ хатӗрпе вӗҫтерсе пыраканскер ҫыран хӗрне ҫитесси пӗр 500 метр юлсан шар курнӑ. Юрать-ха, хӑй ҫӑлӑнма пултарнӑ. Анчах пӑр айне лекнӗ тимӗр тусне туртса кӑларас тесе вӑл тӑватӑ сехете яхӑн нушаланнӑ. Инкек кӑнтӑрлахи 11 сехетсенче «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ. Мотоцикла шывран кӑларас тесе каччӑ 14 сехет те 50 минутчен тапаланнӑ. Май килменнине кура ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн шыравпа ҫӑлав тытӑмӗнче ӗҫлекен специалистсем пӑр ҫийӗн ҫӳреме хӗлле те хӑрушшине аса илтереҫҫӗ. Ҫитменнине тата — транспортпа. Ҫуркунне вара каламасӑрах паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |