Политика
![]() Георгий Егоров Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне тинех суйлӗҫ. Аса илтерер: унччен ку пукана Георгий Егоров йышӑннӑ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче суд Георгий Егоров айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ, 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Владимир Димитриев пурнӑҫланӑ. Халӗ ку должноҫа ҫын суйламашкӑн конкурс пуҫарнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян депутатсен пӗр ушкӑнӗ РФ Патшалӑх Думине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухма сӗнӗҫ. Ҫак проект пуҫаруҫи – Патшалӑх Думин вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Борис Чернышов. «Саккун проекчӗн тӗп шухӑшӗ – ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне йӑлӑхтарнӑ ППЭне пӑрахӑҫласси. Экзамен пӗлӗве тарӑнлатма пулӑшмасть, «дрессировка» ҫеҫ. Унчченхи экзаменсем патне таврӑнма сентӗмӗр», - тенӗ вӑл. ЛДПР депутачӗсен шухӑшӗпе, ку саккун проекчӗ акӑ мӗншӗн кирлӗ: ППЭне хатӗрленнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн ачи валли репетитор тытма тивет, чылайӑшӗн вара кун валли укҫа ҫук. Кунсӑр пуҫне ППЭне пӑрахӑҫлани аслӑ шкулсене вӗренме кӗрекенсен шайне пӗлӗвне кура хаклама, чи маттур абитуриентсен суйласа илме май парӗ. Анчах РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева ППЭне пӑрахӑҫласси планра та ҫуккине темиҫе хутчен те каланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ППЭре тахҫанах ҫырса илме пулмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм (тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсенчен пӗринче вӑл 47-ре пулнине пӗлтернӗ, анчах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫулне ҫырман) диплом укҫалла ҫыртарма хӑтланса «кӗмӗлсӗр» юлнӑ. Тӗпчев ӗҫне ҫырса пулӑшакана студентка тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Унта, чӑн та, тем сутса илекен те, тем сӗнекен те пур. Хӗрарӑм куҫ хывнӑ пӗлтерӳ авторӗ хӑйӗн ӗҫне 9 пинпе хакланӑ. Анчах малтан ҫур хакне тӳлемелле. Ҫапларах ыйтнӑ пӗлтерӳ авторӗ. Диплом кирлӗ студентка турткалашса тӑман — укҫана кӑларса хунӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫарса панӑ. Диплом ҫырма хатӗр ҫын ҫавӑн хыҫҫӑн ҫухалнӑ. Улталаннине ӑнланса илнӗ студентка пакунлисем патне пулӑшу ыйтма вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() R66.fssprus.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Улатӑр район сучӗ пакунлӑ ҫынна 10 пин тенкӗ шыраса памалла тунӑ. Пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи ҫуллах сиксе тухнӑ. Улатӑр районӗнчи полицин пайӗн пуҫлӑхне пӗри митингра коррупципе ҫыхӑннӑ тесе ӳпкеленӗ. Хӑйне ҫавӑн пек кӳрентернине право хуралҫи питех те йывӑра илнӗ курӑнать. Ара, пустуй сӑмаха камӑн илтес килтӗр? Куҫа-куҫӑн тавлашнӑ чух та мар, митингра, 100 ытла ҫын умӗнче каланӑ. «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, митингри видеона халӑх тетелне те вырнаҫтарнӑ. Пакунли пирки каярах ӗҫтешӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ иккен. Унӑн хӑй куҫҫуль пекех тасине сӑмахпа та, хут ҫырса та ӑнлантарма тивнӗ-мӗн. Ӗҫтешӗсен тата тӑванӗсен умӗнче те аванмарланнӑ имӗш. Митингра пустуйран пакӑлтатнӑ ҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫи суда ҫитнӗ. Унтисем вара пакунли кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хур тӳснӗ тесе ӑна 10 пин тенкӗ тӳлемелле йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хавас» ансамбль Ямал-Ненецк автономи округӗн Муравленко хулинчи Лира Губарева йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пыракан «Хавас» чӑваш юрри ансамблӗ «Планета талантов» (чӑв. Пултаруллисен планети) проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ халӑхсем хушшинчи конкурс-фестивальте Гран-прие тивӗҫнӗ. Ырӑ хыпара Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра паян пӗлтернӗ. «Хавас» ансамбль пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Маттурскер, ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркеленӗ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче «Шевле» ача-пӑча ансамбльне те пуҫарнӑ. «Хавас» ушкӑн Тӗменте, Нижневартовскра, Нефтеюганскра, Лянторта, Ноябрьскра, Ханымей поселокӗнче концертсемпе пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енрен ҫичӗ юта ӗҫлеме кайнӑ ҫап-ҫамрӑк чӑваш каччи вилнӗ. 21 ҫулти йӗкӗт Тула хулинче нумай хутлӑ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Аякри хулара тӑрӑшакан каччӑ пуш уйӑхӗн 13-мӗш каҫхине инкеке лекнӗ. Строительсене тӑма хунӑ ятарлӑ хатӗр ӳкнипе ун ҫинчен икӗ монтажник персе аннӑ. Вӗсенчен пӗри 21-ре, тепри 29-та пулнӑ. Пӗр монтажникӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ. Шар курнисенчен теприне пульницӑна илсе кайма тӑнӑ, анчах вӑл васкавлӑ пулӑшу машиннче куҫ хупнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри каччӑ Тулӑри стройкӑра вахта меслечӗпе ӗҫленӗ. Тӑван тӑрӑхӗнче ӑна хӗрӗ кӗтнӗ Стройкӑри инкек сӑлтавне Тула тӑрӑхӗнчи тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле (уголовлӑ) ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачине вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Раҫҫейри следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри гаражсен хушшинче иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗчӗк пепке виллине тупнӑ, вӑл целлофан хутаҫра пулнӑ. Ку пӑтӑрмаха шута илсе следовательсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарса тӗпчеме тытӑннӑ. Канаш хулинчи тата районӗнчи 100 ытла хӗрарӑма ДНК тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Пӗрин — Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмӑн — ДНКи хайхи вилӗ ачаннипе пӗр килнӗ. Ҫавна май хӗрарӑма тытса чарнӑ. Лешӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ачана кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуратнине, тӳрех тазри шывра путарса вӗлернине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл сывлама пӑрахнӑскере хутаҫа чикнӗ те хулари гаражсен хушшинчи юхан шыв патне аннӑ, унта отверткӑпа усӑ курса шӑтӑк тунӑ, хутаҫа ҫавӑнта янӑ. Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкерсе вӗҫне тухман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сар.ru сӑнӗ Ҫак шӑматкун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, республикӑри виҫӗ пульницара уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун республикӑри кардиологи тата наркологи диспансерӗсенче тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча клиника пульницинче тухтӑрсенчен канаш ыйтма май килӗ. Ҫапла майпа шӑматкун наркологи диспансерӗнче тухтӑрсем эрех-сӑра тата наркотик серепинчен епле хӑтӑлмалли пирки каласа кӑтартӗҫ, пациентсене Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери диспансерсенче йышӑнӗҫ. Кардиологи диспансерне ҫав кун 8 сехетрен 13 сехетчен ҫитсен чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем ҫинчен ытларах пӗлме май пулӗ тата артери юн пусӑмне килте епле виҫмеллине ӑнлантарӗҫ. Эгер бульварӗнчи 49-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ача-пӑча поликлиникинче вара педиатртан, неврологран, офтальмологран, кардиологран, отоларингологран, акушер-гинекологран сӗнӳ ыйтма пулать тата пӗтӗмӗшле анализсем пама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сар.ru сӑнӗ Паян, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта республикӑн ача-пӑча клиника пульницин поликлиникине тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Юсав ӗҫӗсене кунта иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче кӳлӗннӗччӗ. Ҫак пысӑк ӗҫе Раҫҫей президенчӗн сыхлӑх фондӗнчен республика валли 26,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑран тума май килнӗ. Ҫак укҫа пӗтӗмпех поликлиника ҫуртне юсама кайнӑ. Палӑртса хӑварар, ку сыватмӑша 1986 ҫулта хӑпартнӑ, тӗплӗ юсав пӗрре те пулман. Халӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ май сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасем валли уйрӑм условисем тунӑ: залсене, кӑритурсене, пулӑшу памалли лаптӑка ҫӗнетнӗ, сусӑр ачасене куҫса ҫӳремешкӗн меллӗ пултӑр тесе ятарлӑ майсем тунӑ, сарлака алӑксем лартнӑ, туалет пӳлӗмне хӑтлӑлатнӑ, пандуссем вырнаҫтарнӑ. Курман-илтмен пациентсем валли Брайль шрифчӗллӗ кӑтартмӑшсем ҫакса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Культура министерствин сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Енре 19-мӗш ҫул ӗнтӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Театрсем унта хӑйсен чи лайӑх спектаклӗсене тӑратаҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал республикӑри профессиллӗ 6 театр коллективӗ хутшӑнӗ. Конкурс условийӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, кашнин икшер ӗҫпе тупӑшма юрать. Анчах ку майпа Драмӑн сӑнавлӑ патшалӑх театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ усӑ курман — вӗсем пӗрер спектакльпех ҫырлахнӑ. «Чӗнтӗрлӗ чаршаври» ӗҫсене хаклакан йыш ултӑ ҫынран тӑрать: ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Ефимова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн искусствоведени пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Любовь Бушуева, Оперӑпа балет театрӗн литературӑпа драматурги пайӗн ертӳҫи Ольга Митина, Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Скворцова, Чӑвашрадиовӑн радиовещанин службин шеф-редакторӗ Ольга Тургай. Аякран килнӗ хӑна та пур. Пушкӑртстанӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, театровед, театр критикӗ Дина Давлетшина тӳресен ертӳҫи пулӗ. Конкурса Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |