Культура
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн вӗрентекенӗсем кӑсӑклӑ вӑйӑ шутласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе ачасем республика историне, культурине, йӑли-йӗркине лайӑхрах пӗлме пултараҫҫӗ. Вӑйӑ вылякансем наци костюмӗллӗ кӳлепе суйлаҫҫӗ те Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳреве каяҫҫӗ. Республика карттине тӗрлӗ тӗслӗ 60 клеткӑна пайланӑ, кашнинче тематика ыйтӑвӗ тата заданийӗ пур. Палӑртмалла: ку проекта культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Митрохинӑн «Нам не дано предугадать… Анатолий Рыбкин. Странный, добрый, вечный мир» кӗнекине хӑтланӑ. Анатолий Рыбкин — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ, чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Сӗнтервӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни. Людмила Митрохина – Ӳнерҫӗсен ассоциацийӗн Питӗрти уйрӑмӗн вице-председателӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 41 ҫулти ывӑлне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ пӗрле эрех ӗҫнӗ. Вӑрҫӑнса кайсан асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе пуҫӗнчен тата мӑйӗнчен икӗ хутчен чикнӗ. Ывӑлӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пире ку эрнере пуш уйӑхӗнчи ҫанталӑка кӗтмеллине пӗлтерчӗҫ те… ака уйӑхӗ килчӗ. Паян кӑҫалхи хӗллен чи ӑшӑ кунӗ – климат норминчен 11-12 градус ӑшӑрах. Малтан – нарӑс. Шӑматкун ашӑ пулӗ-ха. Каҫ енне кӑна йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла вӑйлӑрах ҫӑвӗ. Ҫӗрле 0-рен сивӗрех пулӗ. Тунтикун вара хӗвел те тухӗ. Ытларикун типӗ юр ӳкӗ. Ҫитес эрне варринче пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Ҫӗрлесерен 10-15 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрласерен 5 градус сивӗ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш декадӑра сивӗтет пулсан та ҫанталӑк климат норминчен 5-6 градус ӑшӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрта 55 ҫулти педофил 11 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт подъездӗнче хӗрачана тапӑннӑ. Ача киле таврӑннӑ чухне пулнӑ ку. Вӑл унӑн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ун тӗлӗшпе ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ. Следстви комитечӗ ҫак санӳкерчӗке лайӑх сӑнама ыйтать. Тен, вӑл тата кама-тӑр пусмӑрланӑ. Кун пирки пӗлтерекенсен информацийӗ вӑрттӑнлӑхра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ӗнер кӑнтӑрла Елчӗкре пӗр хӗрарӑм 34-ри ывӑлӗ хӑйне килпетсӗр тытни, вӗлерессипе хӑратни пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫын – унччен судпа айӑпланнӑскер. Полици вырӑна ҫитнӗ. Район прокурорӗ Александр Кудряшов та унта пынӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын пушшех те урса кайнӑ, ҫӗҫӗпе, пӑшал евӗр япаласемпе хӑратма тытӑннӑ. Полицейскисем унпа 2 сехет калаҫнӑ, лӑпланма ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна тытса чарайнӑ. Халӗ тӗрӗслев пырать, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Трак Ен района йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уяв Упири кану центрӗнче иртнӗ. Трак ҫӗрӗ виҫӗ паттӑрпа – Упи, Пипарс, Пайтул – мӑнаҫланать. Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, хӑнасене ҫӗр ҫыннин ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ пӑхаттирсем кӗтсе илнӗ. Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче пурӑнакан Клавдия Ижетниковӑна, 101 ҫулти ветерана, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Клавдия Гавриловнпа 1942 ҫулта фронта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, автомат ротинче Серпуховшӑн ҫапӑҫнӑ. Унта вӑл йывӑр аманнӑ – кӑкӑрне ванчӑк кӗрсе ларнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Клавдия ача чухнехи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ – вӗрентекен пулнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех педагогикӑра ӗҫленӗ вӑл. Мӑшӑрӗпе 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() lenta.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра мигрантсене хӑш-пӗр тытӑмра ӗҫлеме чаракан хушӑва алӑ пуснӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ют ҫӗршывран килнисен таксире, общество транспортӗнче ӗҫлеме юрамӗ. Мӗн тӗллевпе тунӑ-ха ҫакна? Миграци йӗркисене пӑснӑ тӗслӗх сахалрах пултӑр тата вырӑнти ҫынсен ӗҫе вырнаҫма май пултӑр тесе. Ку чару Казахстан, Армени, Беларуҫ, Кӑркӑсстан ҫыннисене тата Раҫҫейре ӗҫлеме ирӗк илнӗ пысӑк квалификациллӗ специалистсене пырса тивмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Кӑҫал республикӑра ҫуралнӑ пӗрремӗш йӗкӗреше пульницӑран кӑларнӑ. Ку – ӗнерхи савӑнӑҫлӑ пулӑм. Канашра пурӑнакан Семеновсен хӗр Александра тата ывӑл Дмитрий ҫуралнӑ. Вӗсем 38-мӗш эрнере Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ. Нинӑпа Алексейӑн 14 ҫулти хӗр Софья пур ӗнтӗ. «Эпир ҫак саманта нумай кӗтрӗмӗр, акӑ халӗ вӑл ҫитрӗ: ҫемье пысӑкланчӗ!» - свӑнӑҫӗпе пайланнӑ Нина Семенова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |