Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи
Алина Петрова сӑнӳкерчӗкӗ
Алина Петрова сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче «Эпир чӑваш ачисем» уяв иртнӗ. Ӑна ачасене И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарас, тӑван халӑх культурине хаклама тата упрама вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.

Ачасем уявра чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑсем юрланӑ, ташланӑ. Вырӑнти шкулта ӗҫлекен Алина Петрова пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв питӗ хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall630261094_4997
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш академи драма театрӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 26 мӗшӗнче Чӑваш академи драма театрӗнче «Ылтӑн маска» Раҫҫей Наци театр премийӗн «Сезонти чи лайӑх 100 спектаклӗ» списокне кӗнӗ «Аманнӑ шӑпа» спектакле кӑтартӗҫ.

Асӑнна ӗҫ пӗтӗм Раҫҫейри «Za жизнь» патриотла спектакльсен виҫҫӗмӗш фестивалӗнче палӑрнӑ.

Спектакль режиссёрӗ — Борис Манджиев. Ӗҫе вӑл Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин салтакӗсемпе ветеранӗсене халалласа лартнӑ. Унта пӗр салтак историпе паллаштарнӑ.

 

Республикӑра
Ашиса Александрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ашиса Александрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Муркашра асӑннӑ тӑрӑхри мӑшӑр кил хуҫи хӗрарӑмӗн 95 ҫулхине уявлама кафере пуҫтарӑннӑ.

Лениана Александровна Егорова нумаях пулмасть 95 ҫул тултарнӑ. Ҫав куна телейлӗ мӑшӑр кафере тӑванӗ-пӗтенӗпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе уявланӑ. Лениана Александровна упӑшки Николай Егорович та нумаях пулмасть 95 ҫул тултарнӑ. Кун пирки уявсене ертсе пыракан Алиса Александрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Мӑшӑр спортпа туслӑ, ӗҫчен. Педагогика ӗҫӗнче ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ. 6 хӗр ҫуратса ӳстернӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенчеч тӑрук сивӗтӗ. Ыран ӑшӑ пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, аслати авӑтма пултарӗ.

Канмалли кунсенче сивӗтнисӗр пуҫне ҫил вӑйланӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Ҫавна май урамра «минус» пекех туйӑнӗ. Тунтикун 5-10 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Эппин, ӑшӑ тумтирсене каялла кӑларӑр.

Ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Ҫу уйӑхӗ сивӗрен пуҫланӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-7-мӗшӗсенче кӑштах сивӗтӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Улатӑр округӗнчи Междуречье ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. 9 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ вӑл.

Ку кӑна мар. Пушара пула ялти 4 ҫурт ҫунса кайнӑ. Виҫҫӗшӗ пушӑ ларакан пӳрт пулнӑ, пӗринче вара ҫынсем пурӑннӑ.

Ҫулӑм ҫиллӗ ҫанталӑка пула хӑвӑрт сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем унпа 6 сехет ытла кӗрешнӗ. Ку ӗҫе 16 ҫӑлавҫӑ тата 6 техника хутшӑннӑ. Юрать-ха, тепӗр икӗ ҫурта ҫулӑм хыпса илесрен ҫӑлма май килнӗ.

 

Персона
Татьяна Акимова архивӗнчи сӑн
Татьяна Акимова архивӗнчи сӑн

Татьяна Акимова биатлонистка виҫҫӗмӗш хут амӑшӗ пулса тӑнӑ. Хальлӗхе ывӑлне мӗнле ят хуни пирки пӗлтермен.

Татьяна тата Вячеслав Акимовсен халӗ – виҫӗ ача. Пӗрремӗшӗ, хӗр, 2019 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ, иккӗмӗшӗ, ывӑл, 2022 ҫулта ҫуралнӑ. Виҫҫӗмӗшне Татьяна нумаях пулмасть ҫуратнӑ.

Спортсменка Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче ҫуралнӑ. Унӑн тренерӗ Анатолий Акимов пулнӑ. 2015 ҫулта вӑл унӑн ывӑлне Вячеслав Акимова качча тухнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан Ирина Михайлова пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ.

Вӑл 1925 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ункӑҫум ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ йывӑр килнӗ. Вӑл 5-ре чухне ашшӗ вилнӗ. Ирина амӑшӗпе пӗрле йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен Ирина Прокопьевна Леонтий Михайловпа ҫемье ҫавӑрнӑ, Сӑнав поселокне пурӑнма куҫнӑ.

Халӗ Ирина Михайлова 8 мӑнукпа, 16 кӗҫӗн мӑнукпа, вӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20813
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Ен Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Ҫавна май Шупашкар илемленет: баннерсем, ялавсем курӑнма тытӑннӑ. Кӑҫал баннерсене чӑвашла та ҫырнӑ.

Сӑмах май, ку ыйтӑва нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ирттернӗ пресс-конференцире хускатнӑ. Олег Николаев ыйту кӗҫех татӑлассине, хула урамӗсенче чӑвашла баннерсем пулассине пӗлтернӗччӗ.

Акӑ халӗ вӗсене ҫул хӗррипе вырнаҫтарнӑ. Тӗслӗхрен, пӗрин ҫине «Ҫӗнтерӗве пӗрле кӗтсе илер!» тесе ҫырнӑ.

 

Чӑвашлӑх

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Асамат вулавӗсем» конкурс иртнӗ.

Поэзи ӑмӑртӑвне Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул, Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.

Ӑмӑртӑва хулари тӗрлӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен 33 учитель хутшӑннӑ, вӗсем Чӑваш халӑх поэчӗн Светлана Асаматӑн «Чыс та мухтав сире...» кӗнекинчи Константин Иванова халалланӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр илемлӗ каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Совет тата Винокуров урамӗсенчи суту-илӳ центрӗсенче мина хунӑ тесе хыпар килнӗ. Кинолог йытӑпа вырӑна тӗрӗслеме ҫитнӗ. Телее, нимӗнле мина та пулман. Ҫынсене те эвакуацилеме тивмен.

Шӑнкӑравлакана тупнӑ. Вӑл – 34 ҫулти хӗрарӑм. Вӑл ӳсӗрле хӗр тусӗн телефонӗнчен шӑнкӑравласа мина хуни пирки пӗлтернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 700 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е 5 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20808
 

Страницӑсем: 1 ... 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, [74], 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, ... 3951
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 03

1863
162
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1979
46
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...