Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри паллӑ критик, литературовед, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РФ професси енӗпе аслӑ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Юрий Артемьев «Чӑваш Республикин культуран тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

Кун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ала пуснӑ.

 

Персона
https://vk.com/wall4727590_40725 страницӑран илне сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/wall4727590_40725 страницӑран илне сӑнӳкерчӗк

Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика кафедринче Герман Желтухин журналист тата писатель ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине асра тытса учёнӑйсем, преподавательсем, студентсем пуҫтарӑннӑ.

Мороприятие кафедра заведующийӗ Анатолий Данилов ертсе пынӑ. Кашниех сӑмах каланӑ. Программӑна Роза Степанова юрӑҫ хитре юрӑсемпе илем кӳнӗ.

Герман Желтухин — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫчене, журналистсен Ҫемен Элкер премийӗн икӗ хут лауреачӗ,Леонид Ильин премийӗн лауреачӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall4727590_40725
 

Культура
www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубра «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӗнекене хӑтлӗҫ. Унӑн авторӗ — Дмитрий Моисеев журналист тата ҫыравҫӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна аслӑ классенчи шкул ачисем валли тесе кӑларнӑ.

Дмитрий Моисеевӑн пӗрремӗш кӗнеки 2022 ҫулта «Ют пахчари хӑмла ҫырли» ятпа пичетленсе тухнӑ. Унта авторӑн калавӗсем кӗнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер кӑна ҫанталӑк климат нормипе килӗшсе тӑнӑ. Вырсарникун вара каллех ӑшӑтӗ.

Шӑматкун ҫил лӑпланӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Тунтикун тата ытларикун йӗпе юр тата ҫумӑр ҫӑвӗ. Икӗ талӑкра юр хулӑнӑшӗ 3-8 сантиметр таран ӳсӗ. Сывлӑш температури 2 градус сивӗрен пуҫласа 3 градус таран ӑшӑ пулӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче антициклон килӗ. Кӑнтӑрласерен 0 градус кӑтартӗ, ҫӗрлесерен 10 градус сивӗ пулӗ. Хӗвеллӗ кун ытларах пулӗ, ҫавна май пуш уйӑхӗн варри пекех туйӑнӗ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Виҫӗ кун каялла Вӑрмар округӗнче 66 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӑл кӑрлачан 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.

Наумова (Леонтьева) Галина Ивановна – Вӑрмар поселокӗнчен. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмар, ҫӳҫӗ хӗрлӗ. Ҫав кун бирюза тӗслӗ куртка, сӑрӑ тӗслӗ шӑлавар, тӗттӗм кӑвак калуш тӑхӑннӑ пулнӑ.

Хӗрарӑма курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 800 700-54-52 е 89777084704 Екатерина (Кирейчик).

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти карчӑкран пӗлӗшӗ пулӑшу ыйтнӑ.

Ҫырӑва ватӑ ҫын мессенджерсенчен пӗринче илнӗ. Унта ӑна пӗлӗшӗ икӗ сехетлӗхе 29 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ, ӑҫта куҫармаллине кӑтартнӑ. Карчӑк пӗлӗшӗ патне шӑнкӑравланӑ-ха, анчах лешӗ телефона тытман. Вара вӑл ӑна укҫана куҫарса панӑ.

Каярах вӑл пӗлӗшӗн мессенджерти аккаунтне такамсем ватнине пӗлнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пӗрле пурӑнакан арҫынна кӗвӗҫнипе ҫӗҫӗпе чикнӗ.

Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Харкашу ҫав каҫхине ҫурҫӗр ҫитеспе сиксе тухнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм Винокуров урамӗнчи пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хӗрарӑм арҫынна ҫурӑменчен ҫӗҫӗпе чикнӗ.

Хӗрарам тӗлӗшпе пуҫарна пуҫиле ӗсе суда ярса панӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Республикин Композиторсен ассоциацийӗн, Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин пайташне, музыканта, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Шакина юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Анатолий Шакин – Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Патӑрьел районӗнчи шкулсенче музыка тата юрӑ учителӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑлах 1970 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Культура ҫуртӗнче юрӑпа ташӑ ансамбльне йӗркелесе кӑҫалчченех ертсе пынӑ. Анатолий Шакин — вокалпа хореографи сюитисен, хор хайлавӗсен авторӗ, халӑх юррисене илемлетнӗ. Районти пӗрлештернӗ хорӑн дирижёрӗ пулнӑ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗна» орден медалӗпе наградӑланӑ.

 

Раҫҫейре
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильева Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ. Ун пирки «Доброе утро» кӑларӑмра сюжет пулнӑ.

Вячеслав юр хырмалли хӑйне евӗр кӗреҫее шутласа кӑларнӑ. Ун ҫине вӑл ҫуна пекки ҫиреплетнӗ. Ҫапла кӗреҫе ҫӑмӑллӑн шӑвать. Ӑнӑ тӗкме тата сӗтӗрме питӗ ҫӑмӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74394
 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артистки Татьяна Яфанова 80 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Чӑваш Республикин патшалӑх вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет. Татьяна Петровна 1945 ҫулта ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Куйбышеври драма театрӗ ҫумӗнчи студирен вӗренсе тухнӑ. 1967 ҫулта Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл 80 ытла сӑнара калӑпланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, [73], 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, ... 3886
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 04

1904
121
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
71
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
25
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
25
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...