Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра велосипедпа пыракан ҫын ҫырмана чӑмнӑ та каялла тухайман. Кун пирки ҫӑлав службине ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 21 сехет те 27 минутра пӗлтернӗ.

1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын велосипедпа вӑрманта пынӑ. Анчах руле итлеттереймен те ҫырмана чӑмнӑ. Вӑл сулахай аллине амантнӑ та хӑй тӗллӗн унтан тухайман.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, унтан ҫырмаран илсе тухса васкавлӑ медпулӑшу машини таран илсе ҫитернӗ.

 

Хулара
«Российская газета» архивӗнчи сӑн
«Российская газета» архивӗнчи сӑн

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне «Иванушки International» ушкӑн килӗ. Раҫҫейри ҫак паллӑ ушкӑнӑн концертне августӑн 17-мӗшӗнче 21 сехетре Хӗрлӗ тӳремре курма май пулӗ.

Сӑмах май, кӑҫал Шупашкар хули 556 ҫул тултарать. Пӗлтӗр Хула кунӗнче Шаман килнӗччӗ. Ӑна 20 миллион тенкӗ тӳленӗ. Кунсӑр пуҫне сценӑна тара илме тата монтаж тума тепӗр 10 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
За рулём сайтри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
За рулём сайтри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Алькешра чикансемпе таксист хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ку пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва епле тӗпченине халӗ РФ Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Бастрыкин сӑнаса тӑрӗ.

Таксире ача кӳми пулманран таксист ачаллӑ пассажирсене лартса кайма килӗшмен-мӗн. Унтан чикансен йышлӑ ушкӑнӗ водительпе вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ. Таксист вырӑнтан хускалса кайнӑ чухне ҫын ҫине пырса кӗнӗ, ун урлӑ каҫса кайнӑ. Кайран чикансем машинӑна таптаса пӗтернӗ, водителе хӗненӗ.

 

Культура
«Урал сасси» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ
«Урал сасси» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Пушкӑртстанри Давлекан районӗнчи Кузьминовка ялӗ 100 ҫулхине уявланӑ. Унта ял ҫыннисем ҫеҫ мар, тӳре-шара та, артистсем те пуҫтарӑннӑ.

«Урал сасси»

хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Давлекан ҫӗрӗ ҫинче пӗр ӗмӗр каялла Кузьминовка ятлӑ ял йӗркеленнӗ. Ӑна пуҫарса яраканӗ Иван Тарасов шутланать. Ял хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ. Кунта Чуюнчӑ-Николаевка ялӗнчи ҫемьесем те куҫса килнӗ. Кузьминовкӑра пурӑнакансенчен ытларах пайӗ мӑкшӑсемпе чӑвашсем пулнӑ.

 

Культура
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи видеоран илнӗ скриншот
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи видеоран илнӗ скриншот

Канашри «Вокзал нашей жизни» (чӑв. Пирӗн пурнӑҫри вокзал) краеведени музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Ку хыпара республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Музей ҫӗнӗ тематика залӗсемпе тата хальхи вӑхӑтри интерактивлӑ технологисемпе пуянланнӑ — унта ҫынсем тӗрлӗ вӑхӑтра пулса кураяҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/9363
 

Чӑвашлӑх
t.me/chuvashbiennale каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuvashbiennale каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паянтан Чӑваш биеннали юлашки эрни пуҫланнӑ. Ҫавна май расписание улӑштарма йышӑннӑ.

Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн тата «Сверхновый» культура центрӗн алӑкӗсем куракансем валли уҫӑ пулӗҫ.

«Куравсемпе паллашма сире меллӗрех пултӑр тесе биеннален юлашки эрнинче хушма ӗҫ кунӗ туса хутӑмӑр», — пӗлтернӗ мероприятие йӗркелекенсем.

Куравсемпе медиатор тӳлевсӗр паллаштарӗ. Анчах малтан регистрациленмелле. Театра кӗме билет туянмалла. Унӑн хакӗ — 250 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashbiennale/698
 

Чӑваш чӗлхи
VKри ушкӑнсенчен пӗринчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
VKри ушкӑнсенчен пӗринчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре GigaChat нейросете чӑвашла вӗрентессипе тимлекен ӗҫ ушкӑнӗ туса хума йышӑннӑ.

Йышӑнӑва нумаях пулмасть Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ӗҫе йӗркелесе пырассишӗн республикӑн Культура министерстви яваплӑ пулӗ.

Нейросете Чӑваш вӗрентни тӑван чӗлхемӗре хальхи вӑхӑтри технологисем урлӑ сарасси.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_257254
 

Тӗнчере

Анӑҫри ҫӗршывсенчен идеологи сӑлтавне пула Раҫҫее куҫса килекенсем йышланнӑ.

Йӑлана кӗнӗ хаклӑха тӗпе хуракан ют ҫӗршыв ҫыннисем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче миграци службине 1156 заявлени панӑ. Вӗсем пирӗн ҫӗршывра пурӑнма куҫса килесшӗн.

Заявка панисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 224 заявлени, — Германирен. Латвирен — 126.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/SergeyKolyasnikov/71172
 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

12-ри арҫын ача чупнӑ чухне ӳкнӗ те суранланнӑ. Анчах вӑйлӑ ыратнипе тепӗр кунхине кӑна ӑна пульницӑна илме кайнӑ. Унӑн янах шӑмми хуҫӑлнӑ иккен.

Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем ҫӑварӗ урлӑ ӑна операци тунӑ. Уйӑхран сиплев пуҫланнӑ. Ҫур ҫултан вара пластинӑна илнӗ – шӑмӑ сыпӑннӑ. Пичӗ ҫинче нимӗнле суран йӗрӗ те юлман.

Халӗ арҫын ача унчченхи пурнӑҫ патне майӗпен таврӑнать. Тухтӑрсем вӑл каллех йӑл кулма пултарасса шантараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22958
 

Тӗнчере
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑҫал раштав уйӑхӗнче Ҫӗр патне инопланетянинсен карапӗ ҫывхарӗ. Ҫапла пӗлтерет Гарвард университечӗн астрофизикӗ Ави Леб.

Малтанах Ҫӗр патне 3I/ATLAS комета ҫывхарать тесе палӑртнӑ. Анчах эксперт унӑн траекторийӗ урӑхларах пулнине палӑртнӑ. Ун пекки кометӑсен, астероидсен пулма пултараймасть имӗш.

Ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: инопланетянинсен карапӗ ҫывхарать. Вӑл Ҫӗр патне чӳкӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 5-мӗшӗччен ҫитмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_446253
 

Страницӑсем: 1 ... 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, [72], 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, ... 4024
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 04

1987
38
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...