
Чӑваш наци вулавӑшӗнчи«Варкӑш» литература клубӗ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Чӑвашла кӗнеке вулама юратакансем хальхинче «Эсӗ манӑн тус пулсан...» коллективлӑ сборника сӳтсе явнӑ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. «Кӑларӑма ҫирӗм тӑватӑ авторӑн вӑтам классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кашниех тӗрлӗ лару-тӑрӑва ҫутатса панӑ, анчах пурне те туслӑх теми пӗрлештерсе тӑрать», — пӗлтернӗ Ольга Австрийская кӗнеке издательствин сайтӗнче.
Ларӑва уҫнӑ май «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова калав пуххине ырласа мухтанинчен пуҫланӑ. Сӑмах май каласан, кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн – тӗп редакторӗн ҫумӗ Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ, редакторӗ те вӑлах.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Авалхи хӗлӗх сасси» концерт-спектакль хатӗрлет. Куракансене чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркипе паллаштарма палӑртнӑ май «Сурхури», «Хӗр сӑри», «Пир ҫапни», «Бурлаксен юррисем», «Туй» тата ытти йӑла-йӗркене кӑтартса парӗҫ.
Мӗнпур юрра хальхи пек илемлетсе, ҫӗнӗрен аранжировка туса куракансем умне кӑларӗҫ.
Илемлӗ чӑваш тумӗ ҫеҫ мар, чӑвашсен музыка инструменчӗсем те нумай пулӗҫ. Сӑмахран, шӑпӑр, шӑхлич тата тӑм шӑхлич, кӗсле, нахра, тӑмра, сӗрме купӑс, параппан.
Программӑна «Ҫавал» фольклора эстрада ансамблӗ, Анастасия Батюкова тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗҫ.
Режиссёр-постановщикӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Николай Андросов, композиторӗ — Чӑваш Енӗн искуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков, тумсен художникӗ — Екатерина Тонюшкина.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ветеранӗсемпе театрта унччен ӗҫленӗ ҫынсене саламланӑ.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек саламласси театрта ырӑ йӑлана кӗнӗ. Хисеплӗ ватӑсене «Ах, кама-ши савмалла?» водевиль кӑтартса савӑнтарнӑ.
Спектакль хыҫҫӑн сумлӑ хӑнасене чей ӗҫме пӗр сӗтел хушшине пухнӑ. Ватӑсем пӗрле ӗҫленӗ тапхӑрти ырӑ самантсене аса илсе нумай калаҫнӑ.
Антонина Казеева, Никита Ильин, Алексей Александров ҫамрӑк артистсем ветерансен кӑмӑлне чӗрене пыракан чӑваш юррисемпе ҫӗкленӗ.
Ҫак кун театра килеймен ветерансене артистсем киле кайса саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр суннӑ.

Чӑваш Енре Букварь-ҫулкӑтартмӑшӑн хӑтлавӗ иртнӗ.
Кӗнекене Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынсен историйӗсене – вӗсен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем, ҫитӗнӗвӗсем республика кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршыв аталанӑвне витӗм кӳнӗ. Кӑларӑма хатӗрленекенсем – кунтан мар. Вӗсем кӗнекене анлӑ сарӑлнӑ форматпа, алфавит йӗркипе, йӗркелеме йышӑннӑ. Унта историри йывӑр темӑсем интереслӗ калавсене ҫаврӑннӑ.
Чи малтанах кӗнекепе шкул учителӗсене, аслӑ шкул преподавателӗсене, методистсене, культура ӗҫченӗсене паллаштарнӑ.
Хӑйне евӗр букваре «КомПАС» проект пулӑшнипе кун ҫути кӑтартма май килнӗ. Авторсенчен пӗри Александр Поляков кӑларӑма хатӗрлес шухӑш темиҫе ҫул каялла Чӑваш Республикине служба командировкине килсен ҫуралнине, республика пирки материалсене чылай маларах пухма пуҫланине пӗлтернӗ. Анчах материалсем ҫӳлӗк ҫинче 7 ҫул выртнӑ. Тепре Чӑваш Ене килсен шухӑшне пурнӑҫа кӗртнӗ.

Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 4-мӗшӗччен Шупашкар хулинче гастрольсем иртӗҫ. Брянск облаҫӗнчи чи ватӑ театр — Алексей Толстой ячӗллӗ Брянск драма театрӗ — пирӗн пата гастрольпе килӗ. Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче куракансем ултӑ спектакльпе паллашма пултарӗҫ: «Василий Тёркин», «Дорогая Елена Сергеевна», «Прощаясь не навсегда», «Любовь в стиле баROCКко», «Безумный день, или Женитьба Фигаро» тата «Отважный щенок Бенджамин».
Гастрольсене «Пысӑк гастрольсем» федераци программисемпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Патшалӑх вырӑс театрӗн директорӗ Дмитрий Капустин палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем йӗркелеме патшалӑхран пысӑк финанс пулӑшӑвӗ кирлӗ. Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, программа ытти регионсенче пурӑнакансене Вырӑс драма театрӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма ҫеҫ мар, хӑйӗн сцени ҫинче ытти коллектива йышӑнма та май парать.

Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче Аслӑ Пуху хӑҫан иртессине татса панӑ. Лару ӗҫне конгресс президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынӑ.
Конгресс халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНК ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвне йӗркелессине сӳтсе явнӑ. Уставпа килӗшӳллӗн, малтан Мӑн Канаша (вӑл ҫулталӑка пӗрре иртет) пухӑнса унта Пуху кун йӗркине тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла, вӗсене ҫирӗплетмелле иккен. Президиум пайташӗсем делегатсен квоттине палӑртнӑ, Аслӑ Пухӑва хатӗрлекен йӗркелӳ комитетне суйланӑ.
Мӑн Канаш чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пухӑнӗ, конгресӑн ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта пилӗк ҫул хушшинче тунӑ ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, малашнехи ӗҫсене палӑртӗҫ, ҫӗнӗ президент, Мӑн Канаш, президиум суйлӗҫ.

Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Кӗркуннехи тунсӑх» спектакль премьери иртнӗ. Ӑна Николай Некрасов пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ашот Восканян лартнӑ.
Спектакльпе ҫавӑн пекех халӑх художникӗ Владимир Шведов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки тата хореограф Ирина Гаврилова, вокал репетиторӗ Александра Осташенкова ӗҫленӗ.
Сюжет тӗпӗнче — Ласуков помещик, ӑна кӗркуннехи каҫ вӗҫӗмсӗр пек туйӑнать. Тунсӑхран хӑтӑлма тӑрӑшса вӑл тарҫисем валли ухмахла ӗҫсем шухӑшласа кӑларать, вак-тӗвекшӗн чӑркӑшать, ҫапла майӗпен лӑпкӑ ҫуртра чӑн-чӑн хаос пуҫланать.
Тӗп роле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев вылять. Ласуков актершӑн питӗ пысӑк тӗрӗслев пулса тӑнӑ: спектакль тӑршшӗпех тенӗ пек вӑл сцена ҫинче, куракансен тимлӗхне тытса тӑрать.
Спектакль антрактсӑр иртет. Постановкӑна «Ҫемье» наци проекчӗн «Пушкин карттипе» курма пулать.

Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Паттӑр поэтӑн ячӗ вилӗмсӗр» литература уявӗ иртрӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсен концлагерӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пуҫ хунӑ Иван Викторович Викторов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Унта чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементерпе Раиса Сарпи, Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑхҫи Геннадий Дегтярёв, писательсемпе поэтсем, Чӑваш наци телевиденийӗпе радиовӗн журналисчӗсем Валентина Беловӑпа Мальвина Петрова, Чӑваш наци конгресӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗпе вӗренӳ комитечӗн пайташӗсем, И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсемпе преподавателӗсем, Шупашкар хулин А. А. Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем, Иван Викторов ентешӗсем — Ҫӗрпӳ округӗн Кӑнар ял тӑрӑхӗн культурӑпа библиотека ӗҫченӗсем, Шупашкар хулин поэзие юратаканӗсем пухӑнчӗҫ.
Уява Литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров Иван Викторов ҫыравҫӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхне уҫса пачӗ, Мальвина Петрова И.

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасем паллӑ чӑваш ҫыравҫипе тӗл пулнӑ.
«В краю 100 тысяч песен» (чӑв. 100 пин юрӑ тӗнчинче) тура ҫырӑннӑ ачасем авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче «Ясна» этнокомплексра пулнӑ. Вӗсем Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗ патӗнче пулнӑ. Чӑваш Енри писательсен союзӗнчи тӗлпулура ачасем Юхма Мишшин музейӗпе паллашнӑ, унӑн кӗнекисене туяннӑ.
Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шурсухала нумай ыйту панӑ. Вӗсем ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе те, кунҫулӗпе те кӑсӑкланса паллашнӑ. Юхма Мишши 350 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, 100 ытла юрӑ валли сӑвӑ ҫырнӑ.
Калем ӑстипе тӗл пулни ачасен асӗнче чылайлӑха юласса шанать Альбина Юрату.

Чӑваш Енри ӳкерҫӗ Санкт-Петербургра мӑн асламӑшӗнчен юлнӑ еткерӗн куравне уҫнӑ.
Сӑмах — Полина Маркова пирки, вӑл Поли Марко ятпа паллӑ. Пӗррехинче вӑл мӑн асламӑшӗн авалхи тӗррине курнӑ — ун ҫинче ҫынсем пулнӑ, пуҫӗсем ҫинче – чечексем. Ҫапла унӑн ӗҫӗсенче «чечек ҫыннисем» пулса кайнӑ: ҫунат евӗр пысӑк алӑ-ураллӑ сӑнарсем. Халӗ вӗсене Петербургра «Чечек ҫыннисем: тупра» куравра курма пулать.
Ӳкерҫӗн мӑн асламӑшӗ Федосия Васильева ятлӑ пулнӑ, вӑл 1886 ҫулта Аслӑ Мами ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑпах унӑн пуянлӑхӗ — сӗтел ҫиттисем, алшӑллисем, тумтирсем, пуҫа тӑхӑнмалли тӗрӗллӗ хатӗрсем — хӗре илӗртнӗ.
Чылай вӑхӑт Полина хӑйӗн йӑх тымарӗсене вӑрттӑнлӑхра упранӑ. Унӑн аслашшӗ пӗр вӑхӑт вӗсене тӑван чӗлхепе культурӑна вӗренме чарнӑ. «Эпӗ никама та чӑваш пулнине калама тӑрӑшман. Халӗ ҫакна аса илме те намӑс», —тет автор.
Анчах вӑл этнографи музейне лексен, хӑйӗн халӑхӗ культуринче мӗн чухлӗ илем упраннине курсан йӑлтах улшӑннӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл чӑваш культурине ҫул хывнӑ.
Курав юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен «Пушкинская, 10» арт-уҫлӑхра ӗҫлет. Кӗрсе курма тӳлевсӗр.
