Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Эфир 12 сехетре пуҫланӗ.
Олег Алексеевич Ҫырупа пиллӗкмӗш хут тухӗ. Элтепер хӑйӗн-телеграм каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хальхи вӑхӑтра текстпа ӗҫленӗ.
Трансляцие Элтеперӗн телеграм-каналӗнче, Наци телекуравӗн тата радиовӗн эфирӗнче ӗҫленӗ. Эфир вӑхӑтӗнче ҫынсем экран ҫинчи куар-кода сканерласа Ҫыру пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вӗсене Олег Николаев тишкерме, хӑйӗн ӗҫӗнче усӑ курма шантарнӑ.
ЧР Элтеперӗн Ситуаци центрӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку пукана Сергей Иванов йышӑннӑ.
Сергей Игоревич 2008 ҫулта Шупашкарти электромеханика колледжне пӗтернӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. Професси карьерине 2001 ҫулта электромонтер пек пуҫланӑ. Кайран информаци технологисен тытӑмӗнче ӗҫленӗ – программист пулнӑ. Харпӑр усламҫӑ пек те ӗҫленӗ вӑл. Хальччен Сергей Иванов Нумай функциллӗ центрта директор ҫумӗ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пур. Вӑл – Алексей Степанов.
Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ – 50 ҫулта. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан ФСБ структуринче ӗҫленӗ. Алексей Степанов Иван Даренков вырӑнӗнче пулӗ. Вӑл та ФСБра ӗҫленӗ.
Халӗ Олег Николаевӑн – 6 пулӑшуҫӑ: Алексей Степанов, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Алексей Петров, Александр Шкредов.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев асӑрханма ыйтать: телеграмра унӑн ячӗпе суя страница уҫнӑ.
«Ман ятран ҫырусем килеҫҫӗ. Ку суя. Вӗсене ан хуравлӑр, блокировка тӑвӑр. Ҫырусем мӗнле профильтен килнине тӗрӗслӗр. Асӑрханӑр, ултавҫӑсене ан ӗненӗр», - ҫапла ҫырнӑ Олег Алексеевич. Ун ҫумне суя страницӑран килнӗ ҫыру скринне ҫирӗплетнӗ.
Суя аккаунтра Элтеперӗн чӑн-чӑн страници ҫинчи евӗр сӑнӳкерчӗкех ларать.
Канаш хулин тӗп архитекторӗ пулнӑ Денис Церфус ҫӗнӗ ӗҫре вӑй хума тытӑнӗ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Управлений пуҫлӑхӗн вакансийӗ хальлӗхе пушӑ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗнче управлени ертӳҫин ҫумӗнче Сергей Стройков ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл 2007-2012 ҫулсенче хулан архитекторӗ пулнӑ.
Каласа хӑварар: Денис Церфус 2022-2024 ҫулсенче Канаш хулин тӗп архитекторӗ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян икӗ министра награда панӑ.
Министрсен Кабинечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздрякова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена панӑ. Вӑл ку должноҫре 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен ӗҫлет.
ЧР культура министрне Светлана Каликовӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне панӑ. Вӑл культура министрӗнче 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫлет.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ юсаса ҫӗнетнӗ аэропорта уҫнӑ. Республика тӗп хулине вӑл хӑй килмен-ха, анчах пӗлтерӗшлӗ ҫак пулӑма вӑл видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑннӑ.
Аэропорта уҫма ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Роман Старовойт тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтри терминала уҫни республикӑшӑн питех те пӗлтерӗшлӗ. Туристсем те республикӑна хаклама вокзалсенчен пуҫлаҫҫӗ.
Уҫӑлнӑ ҫӗнӗ терминал — вӗҫсе каякан пассажирсем валли. Самолётпа республикӑна килекен пассажирсем валли те зала юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку вӑл строительствӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ пулӗ. 2025 ҫулта перрона тата руль ҫулне юсамалла.
ЧР Элтеперӗн администрацийнче коррупципе кӗрешме чӗнсе калакан курав уҫӑлнӑ. Ӳкерчӗксене Шупашкаррти ӳнер училищин студӗнчӗсем РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Толстов ертсе пынипе хатӗрленӗ. Куравра – ҫамрӑк дизайнерӑн 31 ӗҫӗ.
Плакатсене ятарласа Коррупципе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун тӗлне хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксенче ҫамрӑксем ҫак ҫивӗч ыйтӑва мӗнле хакланине кӑтартнӑ.
Ку эрнерен Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев отпускра пулӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, вӑл отпуска яланхи пекех Раҫҫейре ирттерӗ. Ҫапах вӑл республикӑри пулӑмсене сӑнасах тӑрассине, ҫыхӑнурах пулассине пӗлтернӗ.
Олег Николаев юлашки хутчен отпускра пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче пулнӑ.
Николай Федоров сенаторӑн, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн, «Контактра» халӑх тетелӗнче страница пур. Анчах ӑна хӑй сенатор тытса пымасть иккен. Ӑна кам уҫнине, постсене кам лартса пынине Николай Васильевич хӑй те пӗлмест. Кун пирки вӑл «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Сенатор Роскомнадзор урлӑ страницӑна блокировка тума палӑртман. Страница ӑна нимле сиен те кӳмест-мӗн.
«Ҫак интервью хыҫҫӑн ятсӑр автор туйӑнать, манпа тӗл пулма кӑмӑл тӑвать пулсан ӑна чейпе хӑналӑп, чунран «Тавах» тейӗп», – тенӗ Николай Федоров.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |