Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: политика

Политика

ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗ саккун проектне сӗннӗ: иноагентсене Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ пулма чармалла.

Ку проекта ырласан Тӗп суйлав комиссийӗн пайташне иноагентсен йышне кӗртсен вӑл тӳрех ӗҫлеме пӑрахӗ.

Сӑмах май, Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ нарӑсӑн 16-мӗшӗнче пулӗ. Ку саккун проектне унта пӑхса тухӗҫ-и е ҫук-и - паллӑ мар.

 

Политика
Николай Максимов страницинчен илнӗ скриншот
Николай Максимов страницинчен илнӗ скриншот

Чӑваш Енри паллӑ журналист тата писатель Николай Максимов суйлав умӗнхи кампанире хӑйне вӑхӑтлӑха журналистикӑна таврӑнма ыйтнӑ.

Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ калем ӑстине пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме сӗннӗ. «Ҫук, атьсемӗр, ҫук! Ӗҫленӗ ӗнтӗ. Сивӗнтӗм, ӗненме пӑрахрӑм. Ура ҫине тӑма пулӑшнисем влаҫа килсен те вӗсем унчченхисем пекех ейкеленчӗк ҫынсем пулни ҫиеле тухать. Унтан та ытларах — сана тӑшманран та ытларах варалама тытӑнаҫҫӗ», — пытарман чунри пӑшӑрханӑвне Николай Максимов.

Поста вуланисенчен пӗри, Николай Павловский, влаҫпа ҫыхӑнмалла мар тесе комментари ҫырса хунӑ. Теприсем килӗшме сӗнеҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ

Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ҫемҫе пукана пушатнӑ. Элӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Морозов вырӑнти Депутатсен пухӑвне хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.

Самай май каласан, ӗнер эпир Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев ӗҫрен кайни пирки хыпарланӑччӗ. Шигашевпа танлаштарсан, Сергей Морозов пуҫлӑх тилхепине 2 уйӑх ҫеҫ тытса пынӑ.

Элӗк муниципалитет округне илсен, пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумне Лидия Никитинӑна шаннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/4838
 

Политика

Паян ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарать. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче 12 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки сайтра маларах пӗлтернӗччӗ.

Ӑна Чӑваш наци телевиденийӗпе, «Россия 24» каналпа, «Контактри «Олег Николаев» ушкӑнра курма пулать. Эфир вӑхӑтӗнче ӑна онлайн-мелпе хаклама май пулӗ – телефон камерине экран ҫинчи куар-кода тӗллемелле ҫеҫ.

 

Политика
@shigashev архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
@shigashev архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ЧР Элтеперӗ патне ыйтупа пынӑ. Вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ.

Шигашев ку шухӑш патне тахҫанах пынине пӗлтернӗ. Олег Алексеевич ӑна ӑнланнине, Ҫӗмӗрле хулине малашне те пулӑшассине каланӑ.

Шигашев ҫитес эрнере депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырассине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӗсем те ӑна ӑнланӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84523
 

Политика

ЧР Элтеперне Олег Николаева 6 ҫын пулӑшса пырӗ. Улттӑмӑшне ҫак кунсенче ҫирӗплетнӗ.

Унччен Элтеперӗн 5 пулӑшуҫӑ пулнӑ. Халь ку должноҫе тепӗр ҫынна, Наталья Камаевӑна, ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫутҫанталӑк министрӗн пресс-секретарӗ пулнӑскер пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче "PRОФИ" пиарщиксен конкурсӗнче "Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем" номинацире мала тухнӑ. Ҫапла халӗ Олег Николаевӑн 6 пулӑшуҫӑ: Иван Даренков, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Олег Моляков тата Иван Филиппов.

 

Политика

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Кун валли 1 миллион тенке яхӑн тӑкаклама палӑртнӑ.

Мероприяти йӗркелӳҫин визуаллӑ сценари, графика дизайнӗ хатӗрлемелле, автор видеоматериалӗсене туянмалла, проекторсемпе хӑна ҫурчӗн номерне тара илмелле, отчет материалне кӗртнӗ 200 открытка тумалла. Ҫавӑн пекех кофе-брейк йӗркелемелле, 25-30 минута тӑсӑлакан видеоматериал тумалла.

Ҫапла майпа Патшалӑх Канашне ҫырупа паллаштармалли мероприяти валли 938,8 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.

 

Политика

Паян ЧР цифра аталанӑвӗн министрне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ – Михаил Степанов. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Унччен вӑл Цифра министерствин «Информаци технологийӗсен центрне» ертсе пынӑ. Унта 2021 ҫулхи ҫӗртме-юпа уйӑхӗсенче ӗҫленӗ.

Аса илтерер: унччен министр Кристина Майнина пулнӑ. Вӑл пирӗн пата Коми Республикинчен килнӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене Екатерина Грабко пурнӑҫланӑ.

 

Политика

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Олег Алексеевич унпа ҫывӑх вӑхӑтра паллаштарма палӑртнӑ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухса калаҫӗ.

Хальлӗхе ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприяти ӑҫта иртесси паллӑ мар. Пӗлтӗр вӑл Чӑваш патшалӑх филармонинче пулнӑччӗ, унчченхи ҫулсенче - Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче.

 

Харпӑр шухӑш Политика

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, хисеплӗ, те хаклӑ йӑхташсем, аксакалсем, шурсухалсем: Анатолий Кипеч, Неҫҫе Кули (Николай Енилин), Виталий Станьял (Никитин), Атнер Хусанкай, Николай Угаслов, Николай Лукианов тата ыттисем!

Ҫуралнӑ кун ячӗпе хисеплӗ Виталий Петрович Станьял!

Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗ чух иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑвас килет.

1. Ҫулталӑк ҫынни

Тата тӗрлӗ халӑхсем, патшалӑхсем Ҫулталӑк ҫыннисене палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Ҫулталӑк ҫынни, Чӑваш Республикин Ҫулталӑк ҫынни — кама палӑртма пултаратпӑр? Ку пирӗн йӑла, традици пулмасан та, ӑна тӑвас пулмалла, кӗртмелле тесе, сӗнетӗп.

2. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле тивӗҫӗсем?

1994-1996 ҫулхи 1-мӗш (Раҫҫей) Чечен вӑрҫи чух Салтак амӑшӗсен комитечӗсем (САК) активлӑ ӗҫленӗ. Хӑйсен ывӑлсене хӳтӗлесе, вӗсене вӑрҫӑра ан вӗлерччӗр тесе, Массӑллӑ информаци хатӗрсенче (МИХ) нумай палӑртнӑ, шавланӑ, шӑв-шав йӗркелесе тунӑ. Вӑрҫа хирӗҫ Шупашкарта пикетсемпе митингсене те йӗркеленӗ.

ЧР САК ушкӑнӗсем темиҫе хут Чечняна, Грозный, Моздок, тата урӑх вырӑнсене те кайса килнӗ. Хам та, журналист пулса икӗ хут Грозный, Моздок хулисене 1996, 1999 ҫулсенче САКпа кайса килтӗм.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ... 189
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть