Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ тыл ӗҫченӗ Екатерина Емилина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл РФ президенчӗн саламлӑ ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Екатерина Захаровна 16 ҫулта пулнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, кайран окоп чавма кайнӑ.
Вӑрҫӑ пӗтсен Екатерина Емилина икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ, потребкоопераци тытӑмӗнче 40 ҫул ӗҫленӗ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ потребкоопераци ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Паянхи кун вӑл Шупашкарта кӗрӗвӗпе тата мӑнукӗпе пурӑнать.