Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламласси йӑлана кӗнӗ. Салама Элтепер икӗ чӗлхепе хатӗрлекенччӗ: вырӑсла тата чӑвашла. Анчах автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсене Олег Николаев вырӑсла ҫеҫ саламлас тенӗ.

Паянхи кун пирӗн республикӑра пассажирсене турттаракан 400 маршрут иккен, ҫула кунсерен 1100 ытла автобус тухать, вӗсем ял-хулана ҫыхӑнтараҫҫӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 190-а яхӑн троллейбус хутлать.

Элтепер хӑйӗн саламӗнче ветерансене те аса илнӗ. Шӑпах вӗсем паян отрасльте тӑрӑшакан водительсене, диспетчерсене тата юсавҫасене хӑйсен опытне парса хӑварнине палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws
forum.zarulem.ws

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫын ҫурҫер иртни икӗ сехетре пӗчек ывӑлне тата арӑмне лартса ҫула тухнӑ. Ку вӑхӑтра ачан лӑпкӑн кӑна ҫывӑрмалла пек те, анчах арҫын апла шухӑшламан пулмалла.

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫул-йӗр патрулӗн машини «Хонда» машинӑна тытса чарнӑ. Чуречисене тӗксӗмлетсе лартна машина рулӗ умӗнче 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Салонра унӑн арӑмӗ тата пӗчӗк ывӑлӗ ларса пынӑ. Арҫын ача малти ларкӑч ҫинче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе те ҫыхӑнман.

Арҫын-водителӗн водитель удостоверенийӗ те пулман, ӑна унран 2011 ҫултах туртса илнӗ. Унтанпа 15 ҫул иртнӗ пулин те правана вӑл ҫӗнӗрен тутарман, апла пулин те руль умне ларса тухнӑ. Ҫитменнине тата хӑй ӳсӗр пулнӑ. Машина чӳречине ГОСТа тӗксӗмлетсе лартнӑ.

Машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Республикӑра хӗвеллӗ те уяр кунсем тӑраҫҫӗ, хӗл ҫывхарасси палли те ҫук.Шупашкар хулинче вара Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑннӑ.

Хӗрлӗ тӳремре, варринче, тухья евӗр инсталляцие вырнаҫтарма тытӑннӑ. Вӑл каҫхине тӗрлӗ ҫутӑпа ялкӑшса куҫа илӗртет.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци тумне, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗре, тӳреме илсе тухса лартнӑ, хальхи вӑхӑтра рабочисем тӗпне хӑмасенчен хатӗрлеҫҫӗ.

Кӑҫал Шупашкар хули Ҫӗнӗ ҫула питӗ ир хатӗрленме пуҫланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр тухья евӗр инсталяцие чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна вырнаҫтарма тытӑннӑ.

Хӗрлӗ тӳремри ҫак вырӑнта ҫулла фонтансем пӗрӗхеҫҫӗ, унта ачасем шӑрӑхра шывпа выляҫҫӗ. Хӗлле вара унта йӑлтӑр-ялтӑр тухья ларать, тавралӑха Ҫӗнӗ ҫул сӗмне кӗртет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Етӗрне округӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче тухнӑ пушар кирпӗчрен купаланӑ сарая ярса илнӗ. Тӑрринче вара утӑ пулнӑ. Ҫулӑм пурӑнмалли ҫуртӑн тулаш енчи отделкине те сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

Пушар сарӑлма пултарнине кура ҫӑлавҫӑсем татах пулӑшу чӗнсе илнӗ. Ҫапла ҫулӑма сӳнтерес ӗҫе 9 ҫын тата 5 техника хутшӑннӑ. Телее, «хӗрлӗ автана» чарма май килнӗ, шар курнӑ ҫынсем пулман. Халӗ пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар: Чӑваш Республикинче пӗр талӑкра 11 пушар пулнӑ. Улатӑр округӗнчи Атрать ялӗнче ҫурт ҫуннӑ, Шупашкар округӗнчи Ишлей ялӗнче, Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗнӗ Катекре тата Ҫӗмӗрле хулинче мунчасенче пушар тухнӑ.

Иртнӗ талӑкра Куславкка хулинче типӗ курӑк ҫуннӑ, ҫӑлавӑҫем ӑна сӳнтернӗ.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Етӗрне округӗнчи Пӗрҫырлан ялӗнче пурӑнакан Ольга Казанбаева ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Унӑн ачалӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ, ҫавна май йывӑрлӑхне нумай курнӑ вӑл. Ольга Семеновна ҫичӗ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ тӗле вӑл тӑватӑ класс кӑна пӗтернӗ. Ытти ачапа пӗрле фронт валли вутӑ хатӗрлеме ҫӳренӗ.

Ольга Семеновна ӗмӗрӗпех тӑван ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл хӑйсен ялӗнчи каччӑпа пӗрлешсе унпа икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Ольга Семеновна колхозри фермӑра ӗҫленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ӗҫе тӳрех пӑрахман.

Паянхи кун кинемей ултӑ мӑнукпа, ҫичӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать. Ватӑ тесе ахаль лармасть, мӑнукӗсемпе кӗҫӗн мӑнукӗсен пурнӑҫӗпе те кӑсӑкланать.

Чун-чӗререн саламлатпӑр Ольга Семеновнӑна!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_20207
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухассине пӗлтернӗ. Ку Ҫыру республикӑра пурӑнакансене те пырса тивӗ.

Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне кӑҫалхипе улттӑмӗш хутчен Ҫырупа тухӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра текста хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫыру республикӑра пурӑнакансемпе уҫӑ калаҫу пулӗ, вӑл унта кашниех пӑшӑрхантаракан ыйтусен хуравне тупасса шанать.

Трансляцие Наци телекуравӗпе тата ЮТВ телеканалпа кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех Наци радиовӗпе итлеме май пулӗ. Текст версийӗпе вара «Чӑвашинформӑн» (вырӑсла) тата «Хыпарӑн» Макс-каналӗсенче паллашма май пулӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкар хулинче грипран вакцинаци тӑвас ӗҫ пырать. Паянхи куна илес тӗк, 40542 ачана тата 57280 аслӑ ӳсӗмри ҫынна вакцинациленӗ. Ку – планра пӑхса хунин 44,1 проценчӗ.

Вакцинаци ӗҫӗ республикипех пырать. Кӗркунне пуҫланнӑранпа республикӑна 433 пин ытла доза вакцина илсе килнӗ. Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тепӗр парти ҫитнӗ: 82 пин ытла доза. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав шутра 33 пин ытла доза — «Ультрикс-квадри», ӑна ачасене, ача кӗтекен хӗрарӑмсене тата сывлӑх енчен хӑрушлӑх пуррисене тӑваҫҫӗ. Тепӗр 39 пин ытла доза – «Совигрипп» тата 17 пин ытла доза «Флю-М». Ку вакцинӑсем – аслӑ ӳсӗмри ҫынсем валли.

Грипран прививка тӑвас тесен вырӑнти поликлиникӑна ҫитмелле.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ уҫӑлнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшлӑх академи драма театрӗнче иртнӗ.

Уява аслӑ шкалта ӗҫленӗ, халӗ те унта тӑрӑшакан преподавательсем, студентсем, университетран вӗренсе тухнисем пухӑннӑ. Вӗсене саламлама сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ: Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем, университет партнерӗсем.

Регион ертӳлӗхӗ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине, пысӑк квалификациллӗ кадрсем хатӗрленине палӑртнӑ.

Чи лайӑх ӗҫченсемпе преподавательсене патшалӑх наградисемпе тата хисеп хучӗсем панӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республикинче «Сӑрҫи» заповедникре фотокапкӑн хӑмӑр упасем шыва кӗнине ӳкерсе илнӗ. Ку паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пулнӑ.

Пушар тухсан шыв илмелли пӗве патӗнче вырнаҫтарнӑ фотокапкӑн икӗ упа ҫури шыва кӗнине ӳкерсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсене амӑшӗ, пысӑк упа, сӑнаса тӑнӑ.

Упа ҫурисем шывра синхрон ишекен спортсменсем пекех ишнӗ. Амӑшӗ вӗсенчен куҫ вӗҫертмен.

«Сӑрҫи» заповедникре пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрти участокра упасен шучӗ стабильлӗ.

Палӑртса хӑварар: Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 64 хӑмӑр упа шутланать. Пӗлтӗр вӗсен шучӗ 53 пулнӑ.

 

Хулара
avangard.press сайтри сӑн
avangard.press сайтри сӑн

Шупашкар хулинчи шкулта вӗренекен 16 ҫулти хӗр ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ парса панӑ.

Ку укҫа ашшӗ-амӑшӗн пулнӑ. Вӗсем ӑна машина туянма пухнӑ. Хӗр патне «шкулти секретарь» шӑнкӑравланӑ, пӗтӗмпех ҫавӑнтан пуҫланнӑ. Хайхи «секретарь» электрон журналта регистрациленмелле тесе телефон ҫине смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫынсем шкул ачинчен хӑпман, ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ, хӑрата-хӑрата килти укҫана «деклараци тумалла» тесе ӗнентернӗ.

Хӗр патне курьер килнӗ. Вӑл ӑна 2 миллиона яхӑн тенкӗ тыттарса янӑ. Укҫа ҫухалнине ашшӗ-амӑшӗ тепӗр кунхине кӑна асӑрханӑ

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 4286
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 26

1945
81
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
26
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...