Малашне обшественноҫпе ҫыхӑну тытакансен конкурсӗ «Мастер коммуникаций» ятлӑ пулӗ. Унччен вӑл «PRофи-21» пулнӑ. Ятра акӑлчан сӑмахӗ пулнӑран ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна улӑштарма йышӑннӑ.
«Ҫапла англицизма ҫаврӑнӑшран кӑларатпӑр. «Общественноҫпе ҫыхӑну тытни» кӑна тетпӗр. Вырӑс чӗлхине пулӑшатпӑр», - ҫапла ҫырнӑ Олег Алексеевич.
Сӑмах май, РФ Президенчӗ тӳре-шарана иномарка ҫинчен хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсем ҫине куҫма сӗннӗ. Элтеперӗн ӗҫ паркӗнче вара хальлӗхе иномаркӑсем-ха.
ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче «Чӑваш Республикин парламентаризмне аталантарнӑшӑн» хисеплӗ палла пама йышӑнассине сӳтсе явнӑ. Депутатсем ҫакна ырланӑ.
Ӑна кама парӗҫ? Регионти саккуна, парламентаризма, граждан обществипе демократие аталантарма тӑрӑшакан ҫынсене. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна 30 ҫынран ытларах мар илме пултарать.
Хисеплӗ палла республика хыснинчи укҫапа туса хатӗрлӗҫ.
2024 ҫултанпа РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем хӑйсен суйлав округӗсенче Раҫҫейре туса кӑларнӑ машинӑсемпе кӑна ҫӳрӗҫ. Ку, паллах, ӗҫпе ҫыхӑнна ҫула пырса тивет.
Ку саккуна Патшалӑх Думи ҫак кунсенче йышӑннӑ. Ҫак депутатсем валли машинӑсене регионти влаҫ тара илет. Кайран тӑкака Патшалӑх Думи саплаштарать.
Палӑртмалла: пирӗн регионта Патшалӑх Думинчен 3 депутат пур. Вӗсем - Алла Салаева (Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей), Анатолий Аксаков (Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей)тата Ирина Филатова (КПРФ).
ЧР Строительство министерствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл унччен Канаш администрацийӗнче вӑй хунӑ. Министр ҫумӗ Екатерина Филиппова пулса тӑнӑ.
Екатерина Филиппова – 40 ҫулта. Вӑл Канаш администрацийӗнче йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Унччен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Строительство министерствинче вӑл ЖКХ тытӑмне ертсе пырӗ.
Хальхи вӑхӑтра строительство министрӗн Михаил Коледан /вӑл та ку пукана нумаях пулмасть йышӑннӑ/ тӑватӑ ҫум: Владимир Максимов, Алена Протасевич, Алена Александрина, Екатерина Филиппова. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче министр ҫумӗ пулнӑ Илья Ионочкин ӗҫрен кайнӑ. Халӗ вӑл – «Чӑвашэнерго» пуҫлӑхӗ.
Шупашкар районӗн администрацине малашне Владимир Михайлов ертсе пырӗ. Вӑл ҫын унччен Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Владимир Борисович Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче 1987 ҫулта ҫуралнӑ. 2009 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2007 ҫултанпа вӑл уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшнӑ. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Тӑвай районӗн администрацине ертсе пыма шаннӑ.
Rodina.ru сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Михайлов — «Родина» партин членӗ.
Шупашкар район администрацине ертсе пынӑ Николай Хорасев ҫемҫе пукана текех йышӑнмӗ.
Шупашкар районӗн администрацине ертсе пынӑ Николай Хорасев текех унта ӗҫлемӗ.
Аса илтерер: асӑннӑ тивӗҫе пурнӑҫлама 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ.
Николай Хорасев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗсен министерствин Юридици институтӗнче вӗреннӗ. «Химпромра», ШӖМ тытӑмӗнче, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн халӗ ҫӗнӗ ҫум пур. Ку пукана унччен аслӑ ӳсӗмри ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелекен пай пуҫлӑхӗ пулнӑ Олеся Игнатьева йышӑннӑ.
Вӑл ведомствӑна ахаль специалистра ӗҫлеме килнӗ. Унтан пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ, унтан пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ҫапла хальхи вӑхӑтра министрӑн виҫӗ ҫум: Владимир Гландев, Резеда Хуснетдинова, Олеся Игнатьева.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче министрӑн ҫумӗ Сергей Тоцкий ӗҫрен кайнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫрен кайни, Ҫӗмӗрле администрацийӗн вӗренӳпе социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Халӗ Шупашкар администрацийӗ вӗренӳ управленийӗ валли пуҫлӑх шырать. Ҫавна май конкурс иртӗ. Заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Пуҫлӑх пулас тесен аслӑ пӗлӳ пулмалла, кунсӑр пуҫне Раҫҫей, Чӑваш Ен Конституцийӗсене, саккунсене, хушусене, ытти нормативлӑ право докуменчӗсене пӗлмелле.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов ӗҫрен кайнӑ. Халӗ, хушупа килӗшӳллӗн, ку пукана урӑх ҫын йышӑннӑ - тивӗҫе Николай Раськин хӑйӗн ҫине илнӗ.
Николай Никандрович Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унччен вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, унтан - район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ. Юлашки вӑхӑтра Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Александр Осипов кайсан унӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ.
Суд приставӗсен службинче ертӳҫӗ пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Унпа паян ЧР Элтеперне Олег Николаева официаллӑ майпа паллаштарнӑ.
Суд приставӗсен Чӑваш Енри службине Сергей Резник ертсе пырӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе ҫак ведомство пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Унччен вара ку пукана Денис Борисов йышӑннӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.