Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн пӗрремӗш заместительне Борис Марковцова ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Тӳрех палӑртар: Борис Марковцова ӗнерех асӑннӑ ведомствӑри тепӗр должноҫе шанса панӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫин Олег Николаевӑн 107-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе Борис Васильевича министрӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва ӗнерех республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
дить Марковцова Бориса Васильевича от должности первого заместителя министра промышленности и энергетики Чувашской Республики.
Паян ЧР промышленноҫ министрӗн ҫумне Борис Марковцева ӗҫрен кӑларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе, Александр Кондратьев министр ӗҫрен кайнӑранпа, вӑл министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Палӑртмалла: Борис Марковцев министерствӑра 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кӑҫалтан - министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Унччен маларах Раҫҫейри Промышленноҫ министерствинче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
«На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, министр ҫумне ӗҫрен кӑларни ӑна тунтикунран министра куҫарассипе ҫыхӑнма пултарать.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн заместителӗ пулма 41 ҫулти Денис Зибарева шаннӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ пукан кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушаннӑ. Ун чухне ҫав должноҫрен Елена Скворцова кайнӑ. Асӑннӑ вырӑна йышӑнма тивӗҫ ҫынна ҫур ҫултан ҫеҫ тупайнӑ.
Денис Борисович Мускаври патшалӑхӑн социаллӑ университетӗнчен психолог пулма вӗренсе тухнӑ. 2012 ҫултанпа «Социаллӑ пурнӑҫпа ӗҫ технологийӗсен корпорацийӗ» обществӑн стратегилле аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен директорӗ, ӗҫ тӑвакан директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. РФ Шутлав палатин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче те тимленӗ.
Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче паян стратегиллӗ сесси ирттерчӗҫ — Чӑваш Республикин медиахолдингне мӗнле хатӗрлессине сӳтсе яврӗҫ.
Мероприятие тӗрлӗ ҫынсене йыхравланӑ: общество хастарӗсене, экспертсене, МИХсенче ӗҫлекенсене тата культура, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ ӗҫченӗсене. Стратегие сӳтсе явакан сесси тӑватӑ сӗтел тавра пухӑнса ӗҫлерӗ. Кашниех медиахолдинг тӑвас ӗҫре мӗн ҫине тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ. Пӗрисем республика тулашӗнчи чӑвашсен пурнӑҫне ҫутатма ыйтрӗ, теприсем МИХсемпе халӑх хушшинче шанӑҫа ӳстерме сӗнчӗҫ, виҫҫӗмӗшсем холдинг ӑсталанин усси мӗн тери лайӑх пулни ҫинчен каласа пачӗҫ. Тухса калаҫакансем Татмедиа холдинга йӗркеленӗ чухне те, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хӑйӗн ҫунатти айне чӑвашла тухакан пӗтӗм республика кӑларӑмӗсене пухнӑ чухне те ҫак ӗҫ ыррине кӑна кӑтартрӗ тесе пӗтӗмлетрӗҫ.
Цифра аталанӑвӗ, информаци политики тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйне пӑхӑнакан мӗнпур кӑларӑмсене пӗр холдинга пухас шухӑшлӑ пулас. Ку ыйтӑва малалла сӳтсе явӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе усӑ курӗҫ. Холдинг йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта мӗнпур район хаҫачӗ, чӑвашла та вырӑсла та тухакан кӑларӑмсем кӗрӗҫ.
ЧР Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ Ваттисен канашӗнчен виҫӗ ҫынна, вилнӗскерсене, кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Йышӑну проекчӗ те пур.
Ҫак йышран кӑлармаллисен хушшинче - Лев Кураков (2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вилнӗ, 2016 ҫулта канаш председателӗ пулнӑ), Петр Ивантаев (2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ, канаш председателӗн ҫумӗ пулнӑ)тата Леонид Шимин (2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вилнӗ).
Палӑртмалла: Ваттисен канашне 2015 ҫул вӗҫӗнче ун чухне ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе туса хунӑ. Хальхи вӑхӑтра унта 18 ҫын.
Чӑваш Енре тата тепӗр пуҫлӑха ӗҫрен кӑларнӑ.
«Чӑваш Республикин Общество палатин аппарачӗ» хысна учрежденийӗн ертӳҫине Артём Йовенкӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Артём Романовича ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен.
«Чӑвашэнерго» ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнченпе хуҫасӑр. Унччен ку тивӗҫе Андрей Константинов пурнӑҫланӑ.
Директор пуканне йышӑнакан халӗ тупӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Илья Ионочкин йышӑннӑ. Вӑл унччен Строительство министерствинче 2 ҫул ӗҫленӗ, министр ҫумӗ пулнӑ. Малтан «Россети Северный Кавказ» ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2020 ҫулта «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ.
Министерствӑра Илья Ионочкин утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Тоцкие ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов паян, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: Сергей Иванович ҫак должноҫе 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ.
Сергей Тоцкий Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗнче, унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов паян ӗҫрен кайнӑ. Кун пирки вӑл "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Александр Осипов ку должноҫре 2017 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унччен вӑл "Сӗнтӗр" ЯХПКра тӗрлӗ должноҫре, общество тата коммерци организацийӗсенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӗп специалистра, "Спартак" спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче юлашки кунсенче кадр улшӑнӑвӗсем ҫине-ҫинех пулса пычӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен кӑларнӑ. Кунта сӑмах Илья Ионочкин пирки пырать.
Илья Олеговича ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.