Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри мӑшӑр Ефимовсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ! Илья Никонорович тата Минадора Никитична Канаш округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Вӗсен икӗ хут пысӑкрах савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫав кунах Минадора Никитична 93 ҫул тултарнӑ. Ҫемье пуҫӗ - 95 ҫулта.

Ефимовсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 7 мӑнукпа, вӗсен 5 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13612
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри чи лайӑх зоотехнике палӑртнӑ. Вӑл – Элӗк тӑрӑхӗнчен .

Регина Долгова «Новый путь» хуҫалӑхра тӗп зоотехникра ӗҫлет.

Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире - чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче тупӑшса мала тухнӑ.

Сӑмах май, ӑмӑрту Патӑрьел округӗнче иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13611
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи 45 ҫул пӗрле пурӑнакан Аркадий Петровичпа Людмила Геннадьевна Денисовсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Наградӑна вӗсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев панӑ.

Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳстернӗ, 11 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Денисовсен 4 ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Вӗсене командовани хисеп грамотисемпе чысланӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Улатӑр округӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне наркотик упранӑшӑн суд тӑвӗҫ.

Ӑна кӑҫал ҫуркунне тытса чарнӑ. Следовательсем ҫакна палӑртнӑ: вӑл сакайӗнче наркотиклӑ 5 ӳсен-тӑранран кая мар ҫитӗнтернӗ. Ӑна пайласа типӗтнӗ.

Пӗтӗмпе 189 грамм наркотик пулнӑ. Ку пысӑк виҫе шутланать. Ӑна унран туртса илнӗ.

Пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш тӑрӑхӗнчи Москакассинчи ача пахчине вӑхӑтра туса пӗтереймен.

Тунтикун Чӑваш Ен Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов ирттерне канашлура вӑхӑтра туса пӗтер пӗтереймен объектсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ун пеккисем республикӑра 18 пулнӑ, ҫав шутра Москакассинчи ача пахчи те.

Ӑна хӑпартма «Главинвестстрой» обществӑпа контракт алӑ пуснӑ. Строительствӑна 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран вӑхӑта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне куҫарнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра та подрядчик ӗҫе вӗҫлеймен.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш лесничествинче 17 йывӑҫӑн хуппине такам сӳсе кайнӑ. Ку ӗҫе кам тунине хӑвӑртах тупса палӑртнӑ. Вӑрмар округӗнчи арҫын иккен.

17 лиственницӑна 1-1,2 метр ҫӳллӗш тавраллах хуппине сӳнӗ. Хуппине Вӑрмар округӗнчи арҫыннӑн килӗнче тупнӑ. Вӑл ӑна килӗ умӗнче ӳсекен туйӑсем айне сарса хунӑ. Ҫапла арҫын вӑрман хуҫалӑхне 750 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Вырӑна полицейскисене чӗннӗ. Ӗҫ-пуҫа вӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minprirody21
 

Республикӑра
Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗсен комитечӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗсен комитечӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Суда документсене онлайн-сервиссем урлӑ ҫитерме пулать. Мӗнпур документ электронлӑ (скан е файл) пулмалла. Стандарт форматсем: PDF, DOC, DOCX тата ыттисем.

Вӗсене квалифициллӗ электрон майпа алӑ пусса (УКЭП/КЭП) ҫирӗплетмелле. Унсӑр май килмӗ.

Тата тӗрӗс сервиса суйласа илмелле:

пӗтӗмӗшле юрисдикци е РФ Аслӑ судне валли — Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ.

Пӗтӗмӗшле юрисдикци судне документсене «Правосудие» ГАС урлӑ та пама пулать. Унта патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ кӗмелле.

РФ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратма «Мой арбитр» порталпа усӑ курмалла. Ун урлӑ суд ларӑвне те онлайн хутшӑнма май килет.

 

Республикӑра
ru.freepik.com сайтри сӑн
ru.freepik.com сайтри сӑн

Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче «Свобода» ӑратлӑх савучӗн тракторист-машинисчӗ уйра ӗҫлекен комбайна тӗрӗсленӗ чухне аманнӑ. Вентилятор унӑн сулахай аллинчи тӑватӑ пӳрнине татнӑ. Медицина пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, ку – сывлӑха йывӑр сиен кӳни.

Халӗ Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатать. Тӗрӗслев хыҫҫӑн должноҫри ҫынсем айӑплипе айӑплӑ маррине палӑртӗҫ. Материалсене Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленине ярса парӗҫ.

 

Республикӑра

Шупашкартан тӳрех Адлера каяс килет-и? Ку – юмах мар, тӗп хуламӑртан кӑнтӑрти хулана пуйӑспа ҫитме май пулӗ

Ҫулла тинӗс хӗрринче канма палӑртнисем валли питӗ меллӗ ку.

Пуйӑс Шупашкартан Адлера кун сиктерсе ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 2 кун та 5 сехет иртӗ. Пуйӑс Адлера авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫӳрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
Радио 1 архивӗнчи сӑн
Радио 1 архивӗнчи сӑн

Ҫамрӑксен кунӗнче республикӑна Олег Майами килет. Уява ҫӗртмен юлашки шӑматкунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртмен 28-мӗшне лекет.

Олег Майами – шоумен, блогер тата юрӑҫ. Вӑл «Дом-2» реалити-шоуна пула паллӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Олег «Голос» вокал конкурсне тата «Форт Боярда» хутшӑннӑ.

Шупашкарта Ҫамрӑксен кунӗ 12-22 сехетсенче Юрӑ уйӗнче тата Хӗрлӗ тӳремре иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gcheb
 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ...650
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 22

1780
245
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
185
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
95
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ