Культура
![]() Ҫичӗ ютра пурӑнсан та тӑван чӗлхене хӗмлентерекен, тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран-лама куҫакан пуян культурине манӑҫтарасран ырми-канми тӑрӑшакансем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пур. Чунӗ ыйтнипе, вӑй-халӗ вӗресе тӑнипе ҫапла ҫунатланаҫҫӗ вӗсем. Тӗмен тӑрӑхӗнче те ун пек хастарсем йышлӑ. Хӑшӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ. Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Пилеш» чӑваш юррин ансамбльне нумаях пулмасть тав тунӑ. Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова ансамбле тата унӑн ертӳҫине Зоя Беспаловӑна малашне те талпӑнуллӑн ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Ираида Маслова алӑ пуснӑ хутра ҫӗнӗ шухӑш-ӗмӗтпе хавхаланса, тунӑ ҫитӗнӳпе савӑнса пурӑнма, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ инҫӗше ӑнтӑлма, шухӑшласа хунине ыррӑн пурнӑҫлама суннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Сӑмах — ҫерҫи мар, тухса кайсан тытаймӑн тесе шурсухалсем тӗрӗсех каланӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чӑваш парламенчӗн сессийӗнче вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки каланӑ сӑмах ҫак кунсенче ҫӗршыври МИХсене ҫитнӗ. «Россия 1» телеканалпа паян кӑнтӑрла кӑтартнӑ «60 минут» кӑларӑмра та Чӑваш Енри пысӑк пуҫлӑх ячӗ янӑранӑ. Юрий Васильев хӑйӗн сӑмахне ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ пулин те Ольга Скабеевӑпа Евгений Попов телеертӳҫӗсем ҫеҫ мар, студи эксперчӗсем те Чӑваш Енри пуҫлӑх трибуна умӗнче персе янине ырламанни сисӗннӗ. Ольга Скабеева шухӑшланӑ тӑрӑх, малтан калакан, кайран мана тӗрӗс ӑнланнӑ текен тӳре-шара юлашки вӑхӑтра питех те нумайланса кайнӑ. «Юрий Егорович, эсир — ҫӳллӗ сослови, вӗрентекенсем — ура айӗнчи тусан. Студире эпир сире ҫапларах ӑнланатпӑр», — тенӗ вӑл. «Кӑштах тӗрӗс мартарах пӗтӗмлететӗр. Эп, шел пулин те, ун пек каламан», — хуравларӗ Юрий Васильев. Унтан вӑл парламентра хӑй епле каланине ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑрӗсем). Ҫакӑн пек конкурс РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алёна Аршинова пуҫарнипе иртет. Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен культурин хайне майлӑ пурлӑх тата ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас тата сарас тӗллевпе ирттернине пӗлтернӗ. Конкурса ирттерме Мускаври, Питӗрти, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗсем, Мускав хулин Хӗвеланӑҫ округӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ пулӑшӗҫ. Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: художество пултарулӑхӗ, вокалпа инструмент пултарулӑхӗ, ташӑ пултарулӑхӗ, сӑнӳкерчӗксем, методика шутласа кӑларни. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Финалистсене Чӑваш Республикин кунӗ умӗн палӑртӗҫ. Конкурс сайтӗнче https://kraski-chuvashii.ru мӗнпур условипе тӗплӗнрех паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче уҫнӑ зоокуравран хаклӑ попугай, Ара ӑрачӗллӗскер, ҫӗтнӗ. 180 пин тӑракан кайӑк ҫухалнине зоокӗтес ӗҫченӗсем пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ, ҫийӗнчех право хуралӗнчисене систернӗ. Попугайпа пӗрле зоокуравра ӗҫленӗ каччӑ та ҫухалнӑ темелле. Унта уйӑха яхӑн тимленӗ Ставрополь тӑрӑхӗнчи 20 ҫулти ҫамрӑк шӑнкӑравласан телефона тытман. Кӗҫех ӑна полицейскисем Улатимӗр облаҫӗнчи чукун ҫул станцийӗсенчен пӗринче тытса чарнӑ. Каччӑ «Хусан-Мускав» пуйӑсра ларса пынӑ. Пӗрле попугай та пулнӑ. Каччӑ унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе пӗрре кӑна мар ҫакланнӑ иккен. Унчченхи айӑплав вӑхӑчӗ те иртменскер федераци шыравӗнче пулнӑ. Халӗ пакунлисем ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче акана тухасшӑн. Тӗрӗсрех, ака уйӑхн малтанхи вунӑ кунлӑхӗнче. Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паян ирпе район администрацийӗсен пуҫлӑхсемпе видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Министр, ахӑртнех, синоптиксем ҫур епле килессине тӗшмӗртни тӑрӑх каланӑ. Ҫуртрисене кӑҫал пирӗн республикӑра 310 пин гектар акмалла, ҫав шутран ҫурри ытла (54 проценчӗ) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пулӗҫ, лаптӑкӑн 37 проценчӗ таран выльӑх апачӗлӗх культурӑсем йышӑнӗҫ, ыттине ҫӗрулмипе пахчаҫимӗҫ, техника культурисем валли уйӑрӗҫ. Вӑрлӑха хуҫалӑхсем хатӗрленӗ. Тӗрӗсленинчен 77 проценчӗ — кондицие ларни. Кашни гектар пуҫне 34 килограмран кая мар добрени сапма паартнӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатассипе самай ӗҫ туса ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата тепӗр ҫын ҫине ҫурт ҫивитти ҫинчен юр йӑтанса аннӑ. Хӗрарӑмӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Вӑл пуҫне тата сулахай аллинчи икӗ пӳрнине ыраттарнӑ. Тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ. Инкек пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти Николаев урамӗнче пулса иртнӗ. Ку факта пӗлнӗ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсен тӗллевӗ — инкек сӑлтавне палӑртасси. Тата тӗрӗсрех каласан, нумай хутлӑ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компани хӑйӗн тивӗҫне епле пурнӑҫланине тишкересси. Иртнӗ уйӑхра Шупашкарта 14 ҫулти ача пульницӑра сипленмеллех шар курнӑччӗ. Ун ҫине юр тата пӑр йӑтӑнса аннӑччӗ. Ҫав факта тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫех пуҫарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри ирӗклӗ мелпе кӗрешекен икӗ хӗр ҫак кунсенче Европа шайӗнче иртнӗ 23 ҫулчченхи хӗрарӑмсен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Кӗрешӳҫӗсем Сербинчи Нови-Саде хулинче пуҫтарӑннӑ. Раҫҫейӗн командинче Чӑваш Енри икӗ спорстмен пулнӑ — Шупашкарти олимп резервӗн училищинче ӑс пухакан Мария Кузнецова тата Евгения Захарченко. Республикӑн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мария Кузнецова Европа ӑмӑртӑвӗнче иккӗмӗш хут ӗнтӗ ҫӗнтерет. Евгения Захарченко кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Мария Кузнецова 65 килограмчченхи виҫере вӑй виҫнӗ, Евгения Захарченко — 72 килограмчченхинче. Мария Кузнецовӑпа Вероника Чумикова Смоленскра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнчен ылтӑн медальпе таврӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тата Канашри районсен хушшинчи прокуратура пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ обществӑра тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомствӑсен ӗҫченӗсем Литваран кӳрсе килнӗ груша сутнине тупса палӑртнӑ. Ҫак улма-ҫырлана Литваран илсе килнине ун ҫинчи маркировка этикетки те ҫирӗплетнӗ. Анчах грушӑна кӳрсе килнӗ чухне кирлӗ документсем пулман. Россельхознадзорӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, сутлӑхри 39 килограмм грушӑна туртса илнӗ те тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Сали ҫывӑхӗнчи заправка ҫумӗнче арҫын виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ. 34 ҫулти арҫын виллине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ир-ирех асӑрханӑ. Ҫак хыпара хаҫата пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын эрехпе айкашма пултарнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатать. Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче килӗнчен инҫех мар хӗрарӑм шӑнса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнчи пӗр фермӑра хӗрарӑма ӗне тӗкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхи 10 сехетре ӗҫ вӑхӑтӗнче 38 ҫулти хӗрарӑма ӗне сӗкнӗ. Суранланнӑскере ҫав каҫах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун чухне 39 ҫулти арҫынна ӗне темиҫе хутчен те тӗкнӗ. Унӑн кӑкӑр шӑмми суранланнӑ, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ пулса иртнӗ. | ||
| Тӗмер ҫыхӑну агенствине уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |