Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

Спорт
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Анастасия Таталина тата Лана Прусакова фристайлистсем кӑҫалхи Олимпиадӑна хутшӑнаймӗҫ. Аса илтерер: вӑл Италире нарӑс уйӑхӗнче иртӗ.

Пирӗн ҫӗршыври спортсменсене унта хутшӑнма ахаль те йӑпӑр-япӑр ирӗк памаҫҫӗ. Олимпиадӑна йӗркелекенсем, сӑмахаран, биатлонистсене ура хучӗҫ. Йӗлтӗрҫӗсенчен Савелий Коростелевпа Дарья Непряева ҫеҫ нейтраллӑ спорстменсем пулса хутшӑнайӗҫ.

Маларах эпир асӑннӑ фристайлистсем балпа норматива тултарнӑ, анчах вӗсем рейтингӑн топ-30 списокне лекеймен: Таталина — 40-мӗш, Прусакова — 51-мӗш.

Нейтраллӑ статуса Анастасийӑна раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче панӑ, Ланӑна — 25-мӗшӗнче. Ун хыҫҫӑн хӗрсем Фристайл енӗпе тӗнче кубокӗн пӗр тапхӑрне ҫеҫ хутшӑнса ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа вӗсен балл пухмалӑх вӑхӑт та хӗсӗк пулнӑ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Ен боксерӗ ӑмӑртуран куҫ айӗнчи кӑвакпа таврӑннӑ, анчах – медальпе.

Федор Сидоров Тольятти хулинче иртнӗ «Спартак» спортобществӑн Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӑл 57 килограмм тайман 19-22 ҫулсенчи спортсменсемпе кӗрешсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Саламлатпӑр ентешӗмӗре!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26303
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Канаш окугӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче Юр кӗлеткесен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ.

Ялти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫак мероприятие Юр кӗлетке кунӗ умӗн ирттернӗ.

Юр кӗлеткесем чӑрӑшшӑн кӗрешнӗ. Ӑмӑртура туслӑх ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен пурте тӑвайккинчен ярӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16681
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Ен спортсменки, Лана Прусакова фристайлҫӑ, Швейцарире иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнать.

Лана унта Тӗнче кубокне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшать.

Ӑмӑрту ҫак кунсенче Лакс хулинче иртет. Унта лайӑх кӑтартусем ҫӗнсе илнӗ спортсменсен кӑҫал хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма май килӗ. Вӑл вара нарӑсӑн 6-22-мӗшӗсенче Италири Милан тата

Кортина-д’Ампеццо хулисенче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16635
 

Спорт
ОККО ТГ-каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
ОККО ТГ-каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Спорт ӑмӑртӑвӗсене пӑхма юратакансене паянхи кун чӑннипех те савӑнтарчӗ. Италире иртнӗ Тур де Ски ӑмӑртӑвӗнче Раҫҫейри икӗ спортсмен ӑнӑҫлӑ ӑмӑртрӗҫ. Вӗсем – Дарья Непряева тата Савелий Коростелев йӗлтӗрҫӗсем.

Ту тӑррине хӑпармалла ӑмӑртнӑ чухне Савелий тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнчӗ, Даша – улттӑмӗш.

Ҫапла вара Тур де Скин пӗтӗмӗшле зачётӗнче Савелий Коростелев саккӑрмӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дарья Непряева – вуннӑмӗш.

 

Спорт
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн халах тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн халах тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри биатлонистка, Полина Архипова, Раҫҫей первенствинче бронза медале ҫӗнсе илнӗ.

Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче иртнӗ ӑмӑртура пике 17-18 ҫулсенчи хӗрсен хушшинче тупӑшнӑ. Вӑл Тутарстанри спортсменсемпе пӗр командӑра пулнӑ.

Полина Олимп резервӗсен Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗсем — Вячеслав Акимов тата Михаил Ефимов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16788
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енри спортсменсем Китайра кире спорчӗ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ.

Алексей Иванов 78 килограмм тайман спортсменсемпе вӑй виҫсе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 32 килограмм таякан кире пуканне 302 хутчен ҫӗкленӗ.

Борис Глинкин вара ветерансен хушшинче виҫӗ хут тӗнче чемпионӗн ятне илнӗ. Малтан вӑл кире пуканне тӗртсе 201 хутчен йӑтнӑ. Тепӗр кунхине те ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25159
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Ярмушка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка Надежда Лаврентьева Тунисра ветерансен хушшинче иртнӗ ӑмӑртура икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 20 тата 10 ҫухрӑм чупса икӗ «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ – унта 25 ҫӗршыври спортсменсем хутшӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: 61 ҫулти Надежда Алексеевна – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15761
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Виталий Марков ҫар искусстви енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Рим хулинче пулнӑ. Пирӗн ентеш «Solovyov Team» команда чысне хӳтӗленӗ.

Виталий 90 килограмран ытларах таякан спортсменсемпе вӑй виҫнӗ. Вӑл «Учкур» казак ҫапӑҫӑвӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, «Бокс-лайт» дисциплинӑра вара виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25032
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи спортсмен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ — вӑл чемпион пулса тӑнӑ. Илья Ишмуратов йывӑр атлетика енӗпе ветерансен хушшинче Орел облаҫӗнче иртнӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш чи вӑйли пулнӑ — пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ. Помост ҫине Раҫҫейри тата Беларуҫри 140 ытла спортсмен тухнӑ. Пирӗн ентеш икӗ енлӗ тупӑшура пӗрремеш вырӑна тухнӑ.

Ҫакна та палӑртмалла: Илья Ишмуратов унччен йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗн ятне те илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 82
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 16

1964
62
Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем