|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти кинолог лавккана кайнӑ та ӑнсӑртран вӑрра тытса чарнӑ. Ку полици прапорщикӗпе, ШӖМӗн Кинологи службин инспектор-кинологӗпе Алексей Пятаковпа пулса иртнӗ. Раштавӑн 15-мӗшӗнче каҫхине вӑл Эгер бульварӗнчи супермаркета кайнӑ. Ӑнсӑртран вӑл хӑйне темлерех тытакан арҫынна асӑрханӑ. Хайхискер ҫӳлӗксем ҫинчи тавара илнӗ те кӗсьене чикнӗ. Кассӑна пырсан вара пӗр ҫӑкӑршӑн кӑна тӳленӗ. Алексей Пятаков кун пирки лавкка хуралҫине пӗлтернӗ. Вӑл патрульпе пост службин нарячӗ киличчен ҫав арҫынна ниҫта та яман, тытса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Шупашкар округӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче, «Шупашкар — Сӑр» ҫул ҫинче, авари пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта Пӑрачкав округӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем вилнӗ. Аса илтеретпӗр: «Тойота» хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Грантӑра» округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика, АПК тата финанс енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Татьяна Галахова, Ял хуҫалӑх, экономика тата инвестици ӗҫӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Елена Абрамова, администраци водителӗ Александр Горский пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() vladimir.mk.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри 51 ҫулти библиотекарь хӑйӗн директорӗпе калаҫнине ӗненсе ултавҫӑсене 700 пин ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Чӑннипе, банк унӑн счетне блокировка туман-тӑк тӑкакӗ тата нумайрах пулма пултарнӑ. Ӗҫ-пуҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ. Ун патне мессенджерта ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм ӑна директор ҫырни пирки иккӗленмен, мӗншӗн тесен аватарка ҫинче унӑн сӑн ӳкерчӗкӗ пулнӑ. «Директор» библиотекӑра тӗрӗслев пулассине пӗлтернӗ. Ултавҫӑ анлӑ схемӑпа усӑ курнӑ: такамсем унӑн счечӗ урлӑ Украинӑна укҫа куҫараҫҫӗ имӗш, ҫавӑнпа унӑн куншӑн явап тытма тивӗ. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ҫӗнӗ телефон, сим-картта туяннӑ. Банка кайса счечӗ ҫинчи 755 пин тенкине илсе ултавҫӑсем каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Вӗсем хушнипех тепӗр банка кайнӑ. Юрать-ха, унта унӑн счетне блокласа хунӑ. Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти арҫын сывлӑш пӳлӗннипе аптӑранӑран тухтӑрсем патне кайнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн ури шыҫнӑ, юн пусӑмӗ пысӑк пулнӑ. Тухтӑрсем малтанласа тӗрӗсленӗ чух электрокардиограмма та туса пӑхнӑ, анчах темле пӑтӑрмах асӑрхаман. Вӗсем холестерин кӑшт пысӑкраххине ҫеҫ палӑртнӑ. Стенокарди диагнозпа арҫынна кардиологи уйрӑмне сиплеме вырттарнӑ. Анчах унта сипленсен те арҫын хӑйне япӑх туйнӑран компьютер томографийӗ туса пӑхнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ракпа чирлине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра юлашки шӑнкӑрав тата шкулсенчи уйрӑлу каҫӗ хӑҫан иртесси паллӑ. Юлашки шӑнкӑрав кунне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Шкулпа сывпуллашмалли каҫ вара тепӗр уйӑхран, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫав уявсене патриотизм темипе тата ҫемьене хаклассипе ҫыхӑнтарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 14:30 сехетре «Шупашкар — Сӑр» автоҫул ҫинче, Чӑрӑшкасси ялӗнчен инҫех мар, авари пулнӑ. Унта, шел те, 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 41-ри арҫын, хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Гранта» водителӗ тата унти 2 пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. Иномаркӑра пулнӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Раштавӑн 15-мӗшӗ тӗлне «Владимир Путинпа — ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем» кӑларӑма 1,3 пин ытла ыйту килнӗ. 556 пин ҫын шӑнкӑравланӑ, 221 пин смс-ҫыру килнӗ. 300 пине яхӑн ҫын ыйтӑва MAX мессенджер урлӑ панӑ. Халӑх тетелӗсенче вара 156 пин ытла ыйту ҫырнӑ. Ыйтусем официаллӑ сайта та, сарӑма та, ММСпа та килнӗ. Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин раштавӑн 19-мӗшӗнче тӳрӗ лини тата пысӑк пресс-конференци ирттерет. Ыйтусене кӑларӑм вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Вӑрнар округӗнчи Уравӑшра пурӑнакан Варвара Гаврилова 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Варвара Порфирьевна пурнӑҫ тӑршшӗпе чунне парса ӗҫленӗ, 30 ҫул ытла акушеркӑра вӑй хунӑ, ачасене кун ҫути курма пулӑшнӑ. Халӗ кинемейӗн хӑйӗн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем тата вӗсен ачисем пур. Хальхи вӑхӑтра Варвара Порфирьевнӑна мӑнукӗ Вероника пӑхса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Экономика
![]() vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри усламҫӑсемпе хулари троллейбуссенче паллаштарма пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халӑх тетелӗнчи хӑйсен странцисенче пӗлтернӗ. Акци 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Ятарлӑ экрансене 132 троллейбусра вырнаҫтарӗҫ. Акцие хутшӑнакан усламҫӑсем ҫав вӑхӑтра хӑйсем ҫинчен тӳлевсӗр каласа кӑтартма пултарӗҫ. Видеосене сасӑсӑр хатӗрлемелле, формачӗ — 16:9, пахӑлӑхӗ — FullHD, вӑрӑмӑшӗ — 15 ҫеккунтран ытла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ Иван Ермолаев выльӑх тухтӑрӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Иван Егорович Хусанти Н.Э. Бауман ячӗлле ветеринари медицинин институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Выльӑх тухтӑрӗнче 34 ҫул ытла тӑрӑшать, ҫав шутран 20 ҫулне — Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче. Вӑл сысна ҫурисем таса сыва ӳсчӗр тесе тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
