|
Республикӑра
![]() Халӑх тӗтелӗсенче Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчинчи видео сарӑлма тытӑннӑ. Унта физкультура инструкторӗ ачасене алӑран кӑнттаммӑн тытса сӗтӗрни курӑнать. Кун пекки унта пӗрре кӑна мар пулнӑ иккен. Видео ҫинче ку хӑш кун пулса иртнисем паллӑ. Шупашкар районӗн прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ку ӗҫе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх тата йӗрке органӗсене те явӑҫтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн мӑшӑрӗ Наталья Николаева ертсе пыракан Хӗрарӑмсен пӗрлӗхне республикӑри Общество палатин председателӗ Ванифатий Шайкин Тав хучӗ панӑ. Ку – Элтепер суйлавне тӳпе хывнӑшӑн. Кун пирки Наталья Николаева телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Суйлав умӗн Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ тата Общество сӑнавӗн штабӗ «суйлава тӗрӗс те уҫӑмлӑ» ирттерес тӗлӗшпе пӗрле ӗҫлеме килӗшсе татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен 19 ҫулти хӗр патне икӗ эрне каялла ют ҫын шӑнкӑравланӑ та ҫӗнӗ саккун йышӑннине, ҫавна май абонент номерӗпе усӑ курма май пулмассине пӗлтернӗ. Хӑнӑхнӑ номере упраса хӑварас тесен хӑш-пӗр даннӑя пӗлтерме ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне смс ҫырупа килнӗ кода ыйтнӑ. Унтан пике патне тата теприсем шӑнкӑравланӑ, хайхи патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗн ӗҫченӗ тесе тыттарнӑ. Хӗр пурне те ӗненнӗ. Ӗненнине пула вӑл банкран 300 пине яхӑн кредит илсе пӗлмен-туман ҫынсене укҫа куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра хуҫасӑр йытӑсем сурӑхсене тапӑннӑ. Вӗсем сакӑр сурӑха ҫурса тӑкнӑ. Вырӑнти администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫасӑр йытӑсем выльӑха унччен те тапӑннӑ. Ҫанталӑк кӗр енне сулӑнса сивӗтме пуҫласан хуҫасӑр йытӑсем ял еннелле апат шыраса пыраҫҫӗ. Ҫулла вӗсене дача хуҫисем тӑрантарса пурӑннӑ. Шупашкар районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 29 килсӗр йытта тытнӑ-мӗн. Тӳре-шара хуҫасӑр йытӑсем пирки тӳрех пӗлтерме ыйтать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() vk.com/chuv_kray пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Арбатра ҫутӑ мачи тӑвӗҫ. Шупашкарти Арбат тесе Ехрем хуҫа бульварне каланине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ. Шӑпах ҫавӑнта Мускаври Арбатри пек ҫутӑ мачи вырнаҫтарасшӑн. Ҫуран утса ҫӳрекенсем ҫав вырӑн вара тата та илемлӗрех пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() vk.com/chuv_kray пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫейри вӑрман чи лайӑх касакан хӗрарӑм — Чӑваш Енрен. Йӑлӑмра пурӑнакан пилӗк ача амӑшӗн Галина Климинӑн чи кӗҫӗн ачи ҫур ҫулта ҫеҫ. Упӑшки Мускавра монтажникра тӑрӑшать та нумай ача амӑшӗ кил-тӗрӗшри ӗҫе хӑех пурнӑҫласа ӗлкӗрет. Галина ачаранпах вӑрманта ӳснӗ. Ашшӗ лесник пулнӑран вӑрманҫӑ ӗҫне аван пӗлнӗ. Анчах малтанласа ашшӗн ҫулӗпе кайман-ха вӑл — Шупашкарта автослесарь пулса тӑрӑшнӑ. Авточупусене те хутшӑннӑ. Анчах чунӗ вӑрман еннех туртнӑ. Кӑштахран Галина Йӑлӑма таврӑннӑ, вӑрманти пушарпа кӗрешекен служба пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. Вӑрман касакансен конкурсне хӗрарӑм кашни ҫулах хутшӑнать. Йывӑр ҫын пулнӑ чухне те конкурса хутшӑннӑ. Кӑҫал вара Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() stihi.ru сайтри сӑн «Чӑваш Енри ҫанталӑк» портал канмалли кунсенче хӗвеллӗ ҫанталӑкпа савӑнса юлмалли пирки пӗлтерет. Шӑматкун пирӗн региона ӑшӑ килӗ, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртма тытӑнӗ. Ҫӗрле вара термометр 0 градус кӑтартӗ. Вырсарникун каллех сивӗ фрончӗ килӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Тунтикун вара уяртӗ, 6-11 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ. Ытларикун ҫумӑрлӑ пулӗ, ҫил вӑйланӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун та ҫумӑр ҫӑвӗ. Чӳкӗн 1-2-мӗшӗсенче ҫӗре юр шуратма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() punkrupor.ru сайтри сӑн ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви «Советская Чувашия» хаҫат валли тӗп редактор шырама конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Документсене ӗнертен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кандидатсен аслӑ пӗлӳ, ертӳҫӗ должноҫӗнче е МИХсенче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ опыт пулмалла. Вӗсен комисси пайташӗсене акционерлӑ обществӑн аталану программипе паллаштармалла. Хаҫата 2013 ҫултанпа Владимир Васильев ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() yaltch.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗкре ҫемье кафи уҫнӑ. Кун пирки вырӑнти муниципалитет сайтӗнче хавхаланса та хавасланса пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесен ҫав вырӑн ҫынсем валли канма тата тӗл пулма кӑмӑллӑ вырӑн пулса тӑрасса шанаҫҫӗ. Обществӑлла апатланӑвӑн ҫӗнӗ заведенийӗ уҫӑлни ачасемпе ҫемьесемшӗн питех те лайӑх тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кафере харӑсах 80 ҫын апатланма пултарать. Интерьер хӑтлӑ та килти евӗр-мӗн. Муниципалитет тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Алексей Александров усламҫа кафе уҫнӑ ятпа саламланӑ май хӑй пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑри онкодиспансер тухтӑрӗсем 50 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӗсем ӑна операци туса 3 килограмм таякан шыҫӑ касса кӑларнӑ. Арҫыннӑн хырӑмӗ ӳссе пынӑ. Анчах вӑл утма тата сывлама йывӑрлансан кӑна вырӑнти больницӑна кайнӑ. Унти тухтӑр вара ӑна онкологи диспансерне направлени панӑ. Онкодиспансерти специалистсем унӑн хырӑмлӑхӗнче усал шыҫӑ ӳснине палӑртнӑ. Операци темиҫе сехете тӑсӑлнӑ, ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. «Халӗ малалла пурӑнма вӑй пур», – тенӗ пациент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
