Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Чӳк уйӑхӗ мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» портал акӑ мӗн пӗлтерет.

Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫанталӑк кӗркуннехи пек пулӗ: термометр «плюс» кӑтартӗ, чылай чухне ҫумӑр ҫӑвӗ. Чӳк уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче самаях сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ. Ҫапах кайран ӑшӑтӗ.

Иккӗмӗш декадӑра ҫил вӑйланӗ. Чӳкӗн 20-мӗшӗнче ҫӗре юр витме пултарать.

Чӳк уйӑхӗн 20-30-мӗшӗсенче типӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ун чухне кӑнтӑрла та «минус» пулӗ, ҫӗрлесерен 15-20 градус таран сивӗтӗ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

«Сӑр пики» конкурсра чӑваш халӑхӗн чысне Виктория Сенькина хӳтелӗ. Вӑл – Пенза облаҫӗнчен.

Вӑл унтах ҫуралса ӳснӗ, апла пулин те унӑн чунӗ чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ. Виктория – икӗ хӗрлӗ диплом илнӗ инженер, ача амӑшӗ тата чӑваш халӑхӗн чӗлхипе йӑли-йӗркине упрассишӗн тӑрӑшакан «Эткер» организацин контент-менеджерӗ.

Виктория регионсен хушшинче иртекен конкурсра сцена ҫине наци тумӗпе тухӗ, хӑйӗн йӑх-несӗлӗ пирки каласа кӑтартӗ, пултарулӑхне кӑтартӗ.

Конкурс юпан 31-мӗшӗнче иртет. Унта 10 пике хутшӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24687
 

Ҫутҫанталӑк
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне тӑрӑхӗнче Сар юханшывне канализаци шывӗ юхса выртнӑ. Кун пирки вырӑнти хастарсем Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрне хыпарланӑ, унтисем яваплисене пӗлтернӗ.

Канализаци коллекторӗ ванса кайнӑран таса мар шыв юханшыва юхма тытӑннӑ иккен. Пӑтӑрмах пирки пӗлтерсен вырӑнти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗ коллектора юсанӑ.

Шывпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки утӑ-юпа уйӑхӗсенче Регион управленийӗн центрӗ пӗтӗмпе 230 хыпара шута илнӗ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗсем пулнӑ Александр Кузинпа Борис Краснов «Социаллӑ архитекторсем» конкурсра палӑрнӑ. Мероприяти Мускавра иртнӗ.

Александр Кузин халӗ «Диалог-регионы» организацин проектсен ертӳҫи пулса тӑрӑшать, Борис Краснов «Воин» федерацин ҫамрӑксен центрӗн пресс-службине ертсе пырать.

Конкурса хутшӑнма ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи 7,5 пине яхӑн ҫын заявка панӑ. Финала 210 номинант лекнӗ, 74 ҫын ҫӗнтернӗ. Александр Кузин ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче, Борис Краснов —финалистсен.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Рашча» автостанци патӗнче туалет кирли пирки хула ҫыннисем хула администрацине ҫырса янӑ. Анчах унтисем вӑл вырӑн автостанци е автовокзал мар, ахаль чарӑну ҫеҫ тесе хуравланӑ.

«Рашча» чарӑнура маршруткӑсем тӑма пуҫланӑранпа чылай ҫул ӗнтӗ. 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ салари автостанцие хупнӑ хыҫҫӑн маршруткӑсем ҫавӑнта чарӑнса лараҫҫӗ.

Анчах унта хула ертӳҫисем биотуалет лартасшӑн мар, «Coffeeoke» общество апатланӑвӗн точкинче туалет пур, унта кӗрсе тухма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Республикӑра
vk.com/chuv_kray пабликра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
vk.com/chuv_kray пабликра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Выҫӑлккӑ ялӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ДОТран (ДОТ тени вӑрах вӑхӑт хӗҫ-пӑшалтан пемелли вырӑна пӗлтерет) мемориал уҫнӑ. Ӑна Сӑр чиккине тума хутшӑннисене асра тытса йӗркеленӗ.

Бетонран тунӑ бетон калпака икӗ ҫул каялла вӑрманта пӗртӑвансем, Леонидпа Михаил Беловсем, тупнӑ. Историксем вӑл чӑн-чӑн ДОТ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗртӑвансем унран палӑк тума шухӑш тытнӑ.

Мемориала пӗтӗм ялпа тунӑ: чавнӑ, бетон ҫӑрнӑ, йывӑҫ пура копине тимӗр бетонтан ӑсталанӑ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗ йытӑ уҫӑлтарса ҫӳремелли вырӑнсене кӑҫал та уҫасшӑн. Пӗлтӗр хулара ун пек виҫӗ вырӑн йӗркеленӗ иккен.

Кӑҫал ун пек вырӑнсене хулан пур районӗнче те туса хурасшӑн:

Калинин районӗнче – Кадыков тата Шумилов урамӗсем пӗрлешекен лаптӑкра;

Ленин районӗнче – Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗнче;

Мускав районӗнче – Афанасьев урамӗнче.

Йытӑсем ҫӳремелли вырӑнсене карта тытса ҫавӑрӗҫ, унта балансир, дрессировка валли бум, юпасем, урнӑсем, тенкелсем тата ытти ҫавӑн пек япала вырнаҫтарӗҫ.

Палӑртнӑ ӗҫе кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре арҫын кӑкӑр тӗлӗнчен вӑйлӑ ыратнине пульницӑна пынӑ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те – апат ҫулӗ ҫурӑлса кайнӑ иккен. Кун пекки ытлашши нумай ҫинипе, эрех ӗҫнипе е хырӑмлӑхра тӑрук юн пусӑмӗ ӳснипе пулать.

Арҫынна пӗр тӑхтамасӑр операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна сиплеме пуҫланӑ. Халӗ пациент пульницӑра вӑй пухать, зонд урлӑ апат ҫиет. Сывалса ҫитме ӑна 3 уйӑх таран кирлӗ пулӗ.

Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗ Руслан Рыжков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку – хӑрушӑ диагноз. Анчах вӑхӑтра медпулӑшу парсан пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулать.

 

Экономика
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

Ҫак кунсенче Шупашкартан 62 контейнер пӑрҫа, пӗтӗмпе 2 пине яхӑн тонна, Горький чукун ҫулӗпе Китая кайма тухнӑ. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Унччен Чӑваш Енрен Китая пӑрҫа ӑсатман.

Пуйӑса вырӑнти производительсем туса илнӗ пӑрҫана тиенӗ. Вӑл Китая Казахстанӑн тухӑҫ пайӗ урлӑ кайӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче республикӑна Китайран пуйӑс килнӗ. Ун чухне пирӗн пата промышленноҫ япаласине кӳрсе килнӗ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ржев ҫывӑхӗнче пуҫ хунӑ Николай Андреевич Харитоновӑн ӳчӗ тинех канлӗх тупнӑ. Ӑна Элӗк округӗнчи Шӗмшеш ялӗнчи масар ҫине пытарнӑ. Ҫапла, салтак тӑван тӑрӑхне 83 ҫултан таврӑннӑ.

Вӑрҫа тухса кайнӑ чухне Николай Андреевичӑн килте мӑшӑрӗ юлнӑ. Фронта кайиччен вӑл колхозра ӗҫленӗ. Унӑн ӳтне 83 ҫултан шыравҫӑсем тупнӑ.

Салтак ӳтне пытарнӑ чухне шкул ачи Семен Семенов паттӑра асӑнса сӑвӑ вуланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15986
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 4023
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 02

1902
123
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
107
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
64
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
25
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...