Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
t.me/proc_RME сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/proc_RME сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри пӗр фирма директорӗ Мари Элти Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сетев пама тӑнӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна 100 пин тенкӗ сӗннӗ.

Арҫынна йӗрке хуралҫисем сӗтев пама тӑнӑ чухне тытса чарнӑ.

Халӗ арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 291-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшуллӗн явап тыттарма пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа 8 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/proc_RME/3657
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнче бензин янӑ чухне арҫын ачан тумтирӗ ҫунма тытӑннӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхине Кивӗ Вӑрмар поселокӗнче пулнӑ.

12 ҫулти арҫын ача гаражра мопед бакне бензин яма тӑрсан шар курнӑ. Бензин хӗрсе кайнӑ двигатель ҫине тӑкӑннӑ та ачан тумтирӗ ҫунма тытӑннӑ. Амӑшӗ вӑл кӑшкӑрнине илтсе чупса пынӑ, часрах ывӑлне пулӑшнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра ҫулӑм хуралтӑсем ҫине куҫнӑ.

Телее, пушарнӑйсем кил-ҫурта ҫунса кайм паман. Арҫын ача вара пиҫсе кайнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9107
 

Ял хуҫалӑхӗ
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнче «Уй кунӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн аграри секторӗн территорине Раҫҫейри 15 регионти 69 предприяти пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнчен 28-шӗ – техникӑпа тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсемпе тивӗҫтерекеннисем.

Ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри – урапаллӑ «Агромаш-Lovol 904» трактор. Ӑна Шупашкарти «Агромаш» предприяти туса кӑларнӑ. Унпа ял хуҫалӑхӗнчи йывӑр ӗҫсене пурнӑҫлама пулать.

Паян курав малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта «Хальхи тата иртни» мурала ӳкерсе пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна «ФормАРТ» фестивале хутшӑнакан Яна Ежова ӳкерет.

Мурал Хӗвеллӗ бульварти 12-мӗш ҫурт стени ҫинче пулӗ. Яна ӑна пӗр эрне каялла ӳкерме тытӑннӑ. Халӗ ҫӳлти фона туса пӗтересси кӑна юлнӑ.

Палӑртмалла: Яна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлет, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче магистратурӑра вӗрент.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗрпу ҫывӑхӗнче 22 ҫулти хӗр-водитель тепӗр машинӑна ҫул паманнипе инкеке лекнӗ.

Каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пулнӑ инкекре «Лада X-Ray» автомобиль рульне тытса пынӑ хӗр тӗп ҫулпа пыракан «Шкода Октавия» машинӑна ҫул паман.

Инкекре иккӗн аманнӑ. «Ладӑн» 22 ҫулти водителӗ тата «Шкодӑра» хыҫалти ларкӑч синче ларса пыракан 47 ҫулти пассажир. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫамрӑк водителӗн ОСАГО пулман. Унӑн водитель стажӗ — 1 ҫул.водительский стаж составляет три года.

Водители прошли медицинское освидетельствование на состояние опьянения, результат отрицательный.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/7179
 

Персона
Лидия Филиппова страницинчен илне сӑнӳкерчӗк
Лидия Филиппова страницинчен илне сӑнӳкерчӗк

Лидия Филиппова журналист, публицист, сӑвӑҫ, радио- тата телеертӳҫӗ тата тепӗр ҫӗнӗ ӑсталӑха алла илнӗ. Талпӑнуллӑ, ҫӗннине пӗлме-вӗренме ӑнтӑлакан Лидия Ивановна экскурсовода (профессиллӗ гида) вӗренсе тухнӑ.

«Сана мӗн тума кирлӗ? Эсӗ писатель, журналист вӗт», — тесе хӑйне калакансем пулнине Лидия Ивановна пытармасть. Вӑл вӑхӑт хӗҫек пулин те вӗренсе тухма кӑмӑл тунӑ. Икӗ-виҫӗ занятие сиктерме тиврӗ пулин те ҫӗнӗ пӗлӗве ҫине тӑрсах ӑша хывнӑ. «Ӑслӑ преподавательсемпе экскурсоводсем лекрӗҫ», - хыпарланӑ Лидия Филиппова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Экскурсовод, Лидия Ивановна калашле, вӗренсе тухнӑ текста каласа кӑтартакан ҫын ҫеҫ мар. Вӑл кӑсӑклантарса яма пултаракан ҫын та. Унсӑр пуҫне вӑл психолог та, тепӗр чухне артист та.

 

Республикӑра
vet.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vet.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗрпу тӑрӑхӗнче урнӑ тилле пула карантин тесе йышӑннӑ. Чару мерисем пирки калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Карантин вӑхӑчӗ утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

Урна тилӗ «Солнышко» пахча юлташлӑхне пырса кӗнӗ. Ветеринарсем анализ тунӑ та тилӗ чирлӗ пулнине палӑртнӑ.

Халӗ ветеринарсем чир вырӑнне сиенсӗрлетессипе ӗҫлеҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Красноармейски округӗнчи Йӗпрем ялӗнчи пӗве патӗнче халӗ чӑннипех те лайӑх канма пулать. Унта пляж тунӑ.

Пляжа Йӗпремре пурӑнакансем пуҫаруллӑ бюджет программипе килӗшӳллӗн хута янӑ. Унта халӗ хывӑнса тӑхӑнмалли вырӑн, душ пур, ҫавӑн пекех шыв кӗрет, юхса тухать. Тавралла вара карта тытса ҫавӑрнӑ.

Ку кӑна мар. Пуласлӑхра унта шезлонгсем, катамарансем пулӗҫ, сулхӑнра выртма сунчӑксем вырнаҫтарӗҫ. Хӗлле вара пӗвене вӑйӑсем выляма тасатӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Санкт-Петербургри ӑста, Артиллери ҫарпа истори музейӗн тӗп ӳнерҫи Евгений Емельнов темиҫе кун Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл темиҫе картина ӳкернӗ: хулари урамсене, ҫуртсенче, хитре вырӑнсене…

Ӳкерчӗкӗсем илемлӗ пулса тухнӑ. Вӗсем Сӗнтӗрвӑррин илемне туйма май параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22661
 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Геннадий Челпирӑн «Артей» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ.

Издательство редакторӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кенекене чӑвашла тата вырӑсла хатӗрленӗ. Геннадий Васильевичӑн сӑвӑлла юмахне вырӑсла куҫараканӗ – Вера Никитина. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Тиражӗ – 1000 экземпляр.

Кӗнеке авторӗ Геннадий Челпир (Геннадий Тимофеев) Пушкӑртстанри Ҫтерлӗпуҫ тӑрӑхне кӗрекен Тетӗрпуҫ ялӗнче 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – поэт, драматур. Унӑн «Виҫ кӗтеслӗ юрату» пьеси тӑрӑх Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ 2017 ҫулта спектакль лартнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 3951
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
132
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
94
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
82
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
31
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
31
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
17
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...