Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑр округӗнче пурӑнакан Илюшинсем пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе нумаях пулмасть 50 ҫул ҫитнӗ. Ҫак тапхӑрта вӗсем ҫирӗп ҫемье йӗркеленӗ, икӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ вӗсен 3 мӑнук. Вӗсен йышӗнче спортсменсем те, ӳнерҫӗсем те пур. Александр Алексеевич та, Людмила Александровна та чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ, пӗр-пӗрне пулӑшса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() pln-pskov.ru сайтри сӑн Асӑрханӑр: ретроградлӑ Меркурий пуҫланнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗччен пулӗ. Ҫапла пӗлтерет «Пуринчен малтан» телеграм-канал. Астрологсем асӑрхаттараҫҫӗ: ҫак тапхӑрта ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗ тӑрук улшӑнма, пултарать. Ҫавна пула ӑнланманлӑх, тавлашусем сиксе тухас хӑрушлӑх пур, палӑртни пурнӑҫланмасан та пултарать. Техника та чӑхӑмласан та ан тӗлӗнӗр – йӑлтах ретроградлӑ Меркурие пула. Астрологсем акӑ мӗн сӗнеҫҫӗ: пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тумалла мар, кил-ҫуртра тирпей-илем кӗртмелле, хӑвӑрпа ӗҫлемелле. Тепӗр тесен, ҫурлан 11-мӗшӗччен килте кӑна ларсан тата лайӑхрах Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти 15-ри арҫын ача шкулта кӑна вӗренет-ха, анчах вӑл халех юрӑ-кӗвӗ ҫырма хӑнӑхнӑ, вӗсене BLOODTHXRN псевдонимпа хатӗрлет. Алексей Егоров электронлӑ музыкӑпа 14-ра чухне кӑсӑкланма тытӑннӑ. Компьютерпа тата интернетпа усӑ курса трексем хатӗрлеме вӗреннӗ. Унӑн юррисене уйӑхра 2 миллион ҫын итлет. «Яндекс. Музыка» вара ӑна платина дискпа чысланӑ. Унӑн трекӗсем «Тик-Тока» та лекнӗ. Вӗсемпе 13 пин ҫын видео ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малышевсем. «Контактри» сӑн Ҫӗрпӳ округӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан Малышевсем туй тунӑранпа ҫур ӗмӗр ҫитнӗ – вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Юбилярсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртнӗ. Ҫак ҫулсенче вӗсем йывӑрлӑхсене хыҫа хӑварса иртнине ӑшшӑн, йӑл кулса аса илеҫҫӗ. Муркаш тӑрӑхӗнчи Ҫулав ялӗнчи Ершовсем те ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Римма Трифоновнӑпа Юрий Николаевич шкулта паллашнӑ, 1975 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫне ачасене вӗрентессине халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ачисем умӗнче 2 миллиона яхӑн тенкӗлӗх алимент парӑмӗ пухса тултарнӑ. Тӗрӗсрех каласан, парӑм 1,8 миллион тенке ҫитсе кайнӑ. Ултӑ ача амӑшне халӗ пуҫиле майпа явап тытарма йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла ҫулталӑк ӗҫлеме тивӗ, ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ. 36 ҫулти хӗрарӑм официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемен, вӑхӑтлах вырнаҫса тупӑш курнине хӑйне валли тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян ирхи 4 сехетре Елчӗк районӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Приора» автомобиль ҫул айккине пӑрӑнса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Машинӑра тӑваттӑн пулнӑ: 22 ҫулти водитель тата 18-23 ҫулсенчи виҫе пассажир. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче вӗсем пурте хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн историпе енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗн Е.В. Сергееван «Чувашское сельское сообщество во второй половине XIX – начале XX века в половозрастном измерении» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Унта XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи - XX ӗмӗрен пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗсенчи пурнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Этнографие тата ял ҫемйинчи социаллӑ тытӑма уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка хулинче пурӑнакан 58 ҫулти хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе тытса чарнӑ. Хале ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-меш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 30-меш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ӳсӗо херарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Арҫын хӑйне хӳтӗлесе хирӗҫ тӑнине кура тата тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнӑран чӗрӗ юлнӑ. Хале вал пульницӑра сипленет. Кун пирки РФ Следстви комитечен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗ Граждан урамӗнчи 92-мӗш ҫуртри муниципалл а пӗр хваттерте пурӑнакан арҫынна хваттертен кӑларса яма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Хваттерте пурӑнакан арҫын хваттере йӑлари тӗрлӗ каяшпа тултарса лартнӑ, унта тирпейсӗр пулнӑ, обойсем ҫӗтелсе пӗтнӗ, таракансем ӗрчесе кайнӑ. Аялти хутра пурӑнакан кӳршисем те ӑна пула шар курнӑ — ун хваттерӗнчен юхса тухнӑ шыв вӗсене сиен кӳнӗ. Арҫынна шавланӑшӑн, кӳршисене лӑпкӑ пурӑнма кансӗрленӗшӗн пурӗ 320 хутчен административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ҫынсене вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ, хваттерӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене регистрациленӗ. Унта регистрациленне амӑшӗпе хӗре унта пурӑнайман. Ӗҫме юратакан арҫын пррехинче хӗре картлашка ҫинчен сирпӗнтерсе антарса янӑ, пуҫӗпе стенана ҫапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ене РФ ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут килнӗ. Вӑл пирӗн патра пӗрре мар пулна-ха, анчах министр пек – пӗрремӗш хут. Оксана Николаевна паян Шупашкарти «Пехет» агромаркета уҫнӑ ҫӗре хутшӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл темиҫе агропромышленноҫ комплексне ҫитсе курӗ, инновацисене пурнӑҫа кӗртес ыйтусене сӳтсе явӗ. Оксана Лут РФ ял хуҫалӑх министрӗнче 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Унччен вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |