Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Халӑх тетелӗсенче ЧР Элтеперӗпе Олег Николаевпа ҫыхӑннӑ суя видео сарӑлма тытӑннӑ. Олег Алексеевич ӑна такамсем нейросетьпе тунине, калаҫӑва чӑн мар ӑс-хакӑлпа ҫыртарнине пӗлтернӗ.

Видеора Элтепер тӳлевсене пӗчӗклетнӗ хыҫҫӑн ҫынсем ятарлӑ ҫар операцине кайманшӑн пӑшӑрханнине калать-мӗн. Олег Николаев ку хыпара ӗненмелле маррине пӗлтернӗ, официаллӑ ҫӑлкуҫсене кӑна шанмаллине каланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем ӗҫлеҫҫӗ — видеоролике хатӗрленӗ ҫынна тупсан явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Ӗнер ҫил вӑйланнине пула урамра 25-30 градус сивӗ пек туйӑннӑ. Кӗҫӗр тата паян ирхине ҫил хушӑран ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ку эрнере вара ҫанталӑк мӗнле пулӗ? «Ҫанталӑк 21» портал акӑ мӗн хыпарлать.

Ҫил майӗпен лӑпланӗ, ыран лапкӑ пулӗ. Ытларикун ҫӗрле ҫӳлти Атӑл тӑрӑхне ӑшӑ фрончӗ килӗ, юр ҫумӗ. Каҫхине вара каллех ҫил вӑйланӗ, кӑштах ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юнкун кӑнтӑрла юр ҫума чарӑнӗ.

Кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ, термометр 0 градус патнелле кӑтартӗ. Эрнекун ҫил лӑпланӗ, ӑшӑтма пултарӗ, каҫхине каллех юр ӳкӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче сивӗтӗ, 11-16 градус сивӗ пулӗ. Шӑматкун хӗвел тухма пултарӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
vk.com/cheb121 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/cheb121 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ хӗр Ехрем хуҫа купса ячӗллӗ бульвара машинӑпа пырса кӗнӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫутӑ маччи вырнаҫтарнӑ. Пикесем шӑпах ҫавӑн патӗнче машинӑпа сӑн ӳкерӗнес тенӗ.

Кӗҫех вӗсене йӗрке хуралҫисем чӗнсе илнӗ. 27 ҫулти ҫак пикесене ҫуран ҫӳрекенсем валли туса панӑ урама машинӑпа пырса кӗнӗшӗн административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗрне, «БМВ» машинӑн водительне, ют номерпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ҫавна та тӗрӗслӗҫ.

 

Культура
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейскинче кӑҫалтан автоклуб пур. Куҫса ҫӳрекен нумай ӗҫ пурнӑҫлакан культура центрне 2025 ҫулта туяннӑ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 21 районтан кашнинчех халӗ автоклуб пур. Пӗрин хакӗ — 9 миллион тенкӗ ытла.

Автоклуба концерт лапамӗ евӗр усӑ курма аван. Ӑна ҫутӑ, сасӑ тата видео оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Автоклубпа культура ҫурчӗ ҫук аякри ялсене ҫитсе концерт кӑтартма аван.

Автоклубсемпе Канаш, Муркаш, Ҫӗрпу, Комсомольски, Элӗк тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсем час-часах усӑ кураҫҫӗ.

 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ветеринари инспекторӗсем ҫак енӗпе саккуна пӑхӑннине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тытӑннӑ.

Кӗске вӑхӑтрах Муркаш, Патӑрьел, Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи 14 объекта тӗрӗсленӗ. Тӑхӑр объектра дезинфекци хӳтлӗхӗ, ятарлӑ карта пулман. Пӗр хуҫалӑхра шута илмен 15 выльӑха тупса палӑртнӑ.

Кӑлтӑк тӗлӗшпе хуҫалӑхсен ертӳҫисем ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри тӑватӑ ял чи лайӑх стелӑна палӑртмалли конкурса хутшӑнать. Вӗсем – Тӑвай, Кӳкеҫ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне.

Тӑвай «Пысӑк йышши ял тӑрӑхӗ» категорире тупӑшать. Ҫӗмӗрле, Етӗрне тата Кӳкеҫ «Пӗчӗк хуласем тата поселоксем» категорири сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ.

Чи нумай сасӑ пухнӑ проектсем финала тухӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи пӗр ялта ывӑлӗ ашшӗне вилмеллех хӗненӗ. Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, вӗсем хирӗҫсе кайнӑ, ывӑлӗ ашшӗне кӗлеткен тӗрлӗ пайӗнчен тапнӑ-ҫапнӑ. Арҫын тухтӑрсем киличчен вилнӗ.

Ывӑлне тытса чарнӑ. Халӗ следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти маркетплейс ӗҫченӗ тавар вӑрланӑ. Раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарти тавар паракан пунктран маркетплейс складне пушӑ темиҫе курупка таврӑннӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем тавар паракан пунктра ӗҫлекен 21 ҫулти хӗр йӗрӗ ҫине часах тухнӑ.

Вӑл хӑйӗн тата тӑванӗсен ячӗпе тавар саккас панӑ, ҫав шутра ылтӑн вӑчӑра, хаклӑ гаджетсем пулнӑ. Хӗр вӗсене илсе юлса тавара каялла ӑсатанҫи тунӑ. Ҫапла майпа 300 пин тенкӗ ытла тенкӗлӗх япала вӑрланӑ.

 

Культура
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ

Курт Кобейнӑн 6 миллион доллар тӑракан гитарине Лондонри музыка колледжне панӑ.

1959 ҫулта туса кӑларнӑ «Martin D-18E» сайра тӗл пулакан электроакустика моделӗ 1993 ҫулхи «MTV Unplugged» шоу хыҫҫӑн тӗнчипе паллӑ пулса тӑнӑ. Музыкант сулахай алӑпа каланӑран инструмента ӑна валли меллӗ пултӑр тесе йӗркеленӗ. Кобейн унпа юлашки хут 1994 ҫулта, хӑй вилес умӗн, сцена ҫине тухнӑ.

«Martin» колледжри 1000 ытла истори инструментӗнчен пӗри пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/221276
 

Ӳнер
Комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ
Комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Кун пек заняти хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта иртет.

Учрежденин «Манӑн социаллӑ центрӗ» клубне ҫӳрекенсем валли «Рисование с нуля» (чӑв. Ӳкерме вӗренетпӗр) ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлеме тытӑннӑ. Занятие Елена Шапошникова педагог тата хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен художник, ӳкерекенсен онлайн-шкулӗн преподавателӗ ертсе пырать. Ӑсталӑх лаҫҫи эрнере пӗрре, кӗҫнерникунсерен, ӗҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcentr21/8266
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 4056
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.