Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗлтӗр пирен республикӑри хӑна ҫурчӗсем, хотселсем, халӑха вырнаҫтармалли ытти организаци 3 миллиард тенкӗ ытла ӗслесе илнӗ. Кун пек цифрӑна республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Чӑваш Енре глэмпингсем тӑвассине халалланӑ пресс-конференцире асӑнса хӑварнӑ.

Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫа нумайрах ӗслесе илни республикӑна туристсем ытларах килнипе ҫыхӑннӑ. 2024 ҫулта гостиницӑсем, хостелсем тата санаторисем 475 пин ытла хӑнана йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Тури Туҫа ялӗнче ҫынна машина ҫапса хӑварнӑ. Шел те, вилмеллех.

Ҫак арҫын Елчӗк округӗнчи Кушкӑ ялӗн ҫынни пулни паллӑ. Ӑна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_422939
 

Политика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑри патшалӑх служащийӗсем валли ҫӗнӗ вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта тӳре-шара хӑйӗн професси шайне ӳстерме пултарӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнчи тунтикунхи канашлура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнӗсене хамӑр ҫӗршыври программӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. Ку вӑл патшалӑх тата муниципалитет шайӗнче ӗҫлекен 4700 ытла ҫынна пырса тивӗ.

Кӑрлач уйӑхӗ тӗлне республикӑри 1271 ӗҫ вырӑнӗнчен 641-шне «Windows» операци тытӑмӗнчен хамӑр ҫӗршыври программистсем шухӑшласа кӑларнӑ «Astra Linux» программа ҫине куҫарнӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ порталӗ «Astra Linux» тата «P7-Офис» программӑсемпе ӗҫлеме вӗрентет.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Артем Дзюба – чӑваш тымарӗллӗ футболист. Вӑл Раҫҫей футбол историйӗнче чи лайӑх бомбардир пулса тӑнӑ – карьеринче чи нумай гол кӗртсе рекорда ҫӗнетнӗ.

Ку ҫитӗнӳ «Крылья Советов» командӑна хирӗҫ вылянӑ Раҫҫей премьер-лигинче палӑрнӑ. Унта Артем 9-мӗш минутра гол кӗртнӗ. Ҫапла вӑл ку таранччен 234 гол кӗртсе Александ Кержаковран та ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75250
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Наталия Давигора декрет отпускӗнче чухне хӑйне евӗр илемлӗ парнесем хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӗсем – стразӑсемпе капӑрлатнӑ япаласем.

Пурӑна киле унӑн чун киленӗҫӗ тупӑш паракан ӗҫе ҫаврӑннӑ. Халӗ вӑл парнесем хатӗрлет: телефон чехолӗнчен пуҫласа почта ещӗкӗсем таранах. Наталтия уйӑхра

100 пин тенкӗ таран ӗҫлесе илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75259
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн

Ӗнер Йӗпреҫ округӗнче 9-мӗш класра, вӗренекен хӗр машина айне пулнӑ. Ӑна 21 ҫулти водитель ҫапса кайнӑ.

Ку Пысӑк Упакасси ялӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 6 сехет ҫурӑра пулнӑ. Хура тумланнӑ хӗр велосипедпа пынӑ, тӗттӗмре ҫутатакан хатӗр пулман. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен. Аманнӑ хӗре пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнарта Светлана Давыдова хӑйӗн куравне йӗркеленӗ, ӑна «Хӗрарӑмӑн чун киленӗҫӗ» ят панӑ.

Светлана поселокри Йӑла ҫуртӗнче ӗҫленӗ, машинӑпа хитре япаласем ҫӗленӗ. Мӑшӑрӗпе 4 ача ӳстернӗ, халӗ 8 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Анчах алӑ ӗҫӗ ӑна паянхи кун та кӑсӑклантарать. Унӑн ӗҫӗсемпе куравра паллашма пулать.

Пэчворк техникипе ҫӗленӗ вырӑн ҫиттисем тӗлӗнмелле хитре. Вӗсенче сюжетлӑ картинӑсене те асӑрхама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_422887
 

Ҫутҫанталӑк

Пуш уйӑхӗ лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарать, уйӑх пуҫламӑшӗ нормӑран 5 градус ӑшӑрах пулнӑ.

Анчах синоптиксем кӗҫех хӗвел пӗлӗтсен хыҫне пытанассине пӗлтерӗҫҫӗ.

Ыран ҫил вӑйланӗ, кӑнтӑр енчен вӗрӗ. Юнкун хушӑран кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ, кӗҫнерникун вара – вӑйлӑрах. Ҫӗрле тата эрнекун ӑшӑ килӗ, 12-17 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах эрнекун ҫӗрле сивӗтӗ те шӑматкун цӗпе юр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫӗр каллех шуралӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче хӗвеллӗ сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Анчах нумайлӑха мар, кӗҫех ӑшӑтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 47 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ.

Евгения Владимировна Бакланова (Мокрова) пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килӗнчен тухса кайнӑ та вӑл ӑҫтине унтанпа пӗлмеҫҫӗ.

Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, симӗсрех кӑвак тӗслӗ куҫлӑ. Хура куртка тӑхӑннӑ, сирень тӗҫлӗ кофтӑпӑ, хура джинс шӑлаварпа, хура ботинкӑпа, сӑрӑ калпакпа, аллинче хура сумкӑпа пулнӑ.

Хӗрарӑма «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-134917368_18010
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫын вӗлернӗ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хайхисен хваттерӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 47 ҫулти кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ, унпа пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм хайхине кӗвӗҫнипе харкашма пуҫланӑ-мӗн.

Арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен пӗр хутчен ҫапнӑ. Лешӗ тӑн ҫухатнӑ, 5 кун пульницӑра тӑна кӗмесӗр выртнӑ, унтан нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, [39], 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, ... 3886
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 03

1973
52
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ.
1979
46
Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...