Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗпхӳре пурӑнакан 15 ҫулти яш Шупашкарти лавккасенчен пӗринче система блокне вӑрланӑ. Ӑна вал Тутарстанра сутса янӑ. Шупашкарти Калинин урамӗнчи лавккара тавар ҫухалнине сутуҫӑсем 10 кунран ҫеҫ сиснӗ. Йӗрке хуралҫисем видеосӑнав камерине пӑхнӑ та 100 пин тенкӗ ытла тӑракан система блокне пӗр яш йӑтса тухса кайнине асӑрханӑ. Ҫав кунах система блокӗ Президент бульварӗнчи йӑлари техника сутакан лавккаран та ҫухалнӑ. Каччӑна халӗ тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче паллӑ чӑваш музыкҫи, пианисчӗ, концертмейстере тата педагогӗ Марк Хазанзун 80 ҫул тултарнине халалласа пуҫтарӑннӑ. Марк Зиновьевич 50 ҫул ытла юратнӑ ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Юбиляра саламланисен йышӗнче НН. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультечӗн ӗҫченӗсем, хулари музыка тата ӳнер шкулӗсенче тӑрӑшакансем тата ыттисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрарӑмсене ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. Унта нумай ачаллӑ амӑшӗсене, ҫамрӑк волонтёрсемпе общество организацийӗсен хастарӗсене йыхравланӑ. Олег Николаев хӗрарӑмсене ырласа та мухтаса хитре ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Сцена ҫине тухнӑ юра-ташӑ ӑстисем те савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Полина Осипова Лондон ҫывӑхӗнче пурӑнать. Унта вӑл 13 тӑваткал метр лаптӑкра вырнаҫнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсенче – чӑваш халапӗсем, йӑли-йӗрки, ҫемье историйӗ. Ҫапла вӑл чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑну тытать темелле. Полинӑшӑн Аслӑ Британие куҫса каясси ҫӑмӑл пулман. Анчах унта тӗпленсен вӑл йӑх-несӗлсен культурине тӗпчеме пуҫланӑ. Палӑртмалла: Полина хатӗрленӗ арт-обьектсем тӗнчипех саланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене 61-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унтанпа вӑл 71 пин пассажира турттарма ӗлкернӗ. Асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫи Максим Петров ҫӗнӗ маршрут епле ӗҫленине тӗрӗслеме хӑй ҫула тухнӑ. Максим Петров журналистсемпе калаҫнӑ чухне республика Элтеперне ырласа хӑварнӑ: 2020 ҫултанпа 221 ҫӗне троллейбус, 47 автобус туяннине пӗлтернӗ. Министерство ертӳҫи пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ку маршрут питех те кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти пӗтӗм ветерана, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, хулан хисеплӗ ҫыннин ятне парӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта 17 ветеран пурӑнать. «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине уявланӑ чухне, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, чыслӗҫ. Ҫак ята тивӗҫнисен йышӗнче – 101 ҫулти Иван Григорьев, 100 ҫулти Зинаида Канова, 99 ҫулти Михаил Сорокин. Вӗсемсӗр пуҫне тепӗр 14 ветеран ҫак хисеплӗ ята тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Калининградра чӑвашсем ҫинчен видеороликсем ӳкереҫҫӗ. Ку - вырӑнти чӑвашсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсен пуҫарӑвӗ. Вӗсем видеороликсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Чӑваш Енрен Калининград облаҫне куҫса кайнӑ ҫынсем пирки ӳкереҫҫӗ, вӗсен аса илӗвӗсене ҫырса илеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — 91 ҫулти Роза Иванова. Вӑл 1946 ҫулта ҫемйипе пӗрле Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗнчен Калининград облаҫне куҫса кайнӑ. Халӗ вӑл Февральское поселокра пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн АПШра 19 ӗмӗрти чӑваш кӗпин лифӗ упранать. Кун пирки халӑх тетелӗнче Рина Ежергина каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӗпене пиртен ҫӗленӗ, тӗррӗ вӗҫлемен. АПШри музея епле лекнӗ-ха вӑл? Ӑна 19-мӗш ӗмӗрте Америка археологӗ Зелия Натолл «Вырӑс экспедицийӗ» вӑхӑтӗнче туяннӑ. Чӑваш Енри эксперт палӑртнӑ тӑрӑх, кӗпене кофтӑн ҫӳлти пайӗ пӗк хӑвӑрт ҫӗлеме пултарнӑ. Анчах ҫитсӑ айӗнче ӗлӗкхи тӗрӗ пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Нина Данилова паян 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Нина Никитична виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӑл пилӗк мӑнукӗпе, мӑнукӗсен тӑхӑр ачипе, мӑнукӗсен ачин ачипе савӑнса пурӑнать. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра вӑл 16-ра пулнӑ. Ҫав ҫулсенче тӑван колхозра ӗҫленӗ: авӑн та ҫапнӑ, тырӑ та вырнӑ. Каҫсерен салтаксем валли нуски-алса ҫыхнӑ. Нина Никитична Виҫмелли механизмсен заводӗнче комплектлакан пулса 40 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Паян та 100 ҫулти кинемей йӑрӑ. Вал калча та акса тӑвать, ҫулла ирех тӑрса пахчара ӗҫлеме тытӑнать. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме вӗрентекен журналсене питӗ вулать. «Вӑл нихҫан та пуҫ усмасть, хӑйӗн тапса тӑракан вӑй-халӗпе пире хавхалантарса тӑрать», — каласа кӑтартать унӑн кинӗ Елена Степановна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() culture.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 40 ҫулти арҫынна ҫул ҫитмен ачана хур кӑтартнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӑл 8 ҫулти тӑван мар ывӑлне юратсах кайман, ӑна пӗрмай хӗненӗ, хур кӑтартнӑ. Ҫапла темиҫе уйӑх пулнӑ. Юрать-ха, паянхи кун ача амӑшӗпе ҫав арҫынран уйрӑм пурӑнать. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул ҫурӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |