Республикӑра
![]() УФСИН сайтӗнчи сӑн Улатӑрти 2-мӗш колонире ларакан Ангелина Антонова Пӗтӗм Раҫҫейри «А ну-ка, девушки» конкурса хутшӑннӑ, «Кил хуҫи хӗрарӑмӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ангелина кулинари блюдипе тӗлӗнтернӗ. Пӗрре пӑхсан, вӑл ахаль десерт пек. Анчах кассан унта хура, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ йӗрсем тухаҫҫӗ – Георгий хӑйӑвне аса илтерет вӑл. Торт ҫинче мастикӑран Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм пулнӑ. Сӑмах май, ку конкурс ҫулсеренех иртет. Унта пикесене тӗрлӗ номинацире палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче страуссем пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсене А.А.Петрухин усрама пуҫланӑ. Экзотика кайӑк-кӗшӗкне Самар облаҫӗнчен илсе килнӗ. Хальӗхе фермер страуссене мӗн тӗллевпе усранине уҫӑмлатман – вӑрттӑнлӑхра. Паянхи кун хуҫалӑхра 3 страус пур. Ҫитес вӑхӑтра тепре илсе килмелле. Халӗ страуссем Патӑрьел районӗн ветеринари станцийӗнче, вӗсенсен анализсем илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта пурӑнакан хӗрарам хитре пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫав тӗллевпе вӑл укол тутарас тенӗ. Илем уколне тума уйрӑм ҫыннӑн клиникине шаннӑ. Унта ӑна укол тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн сулахйй пит ҫӑмарти туйма пӑрахнӑ. Хӗрарӑма хӳтӗлесе Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури суда тавӑҫпа тухнӑ. Клиникӑран кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑвашстат сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансен пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи вӑтам ӗс укҫи 82 пин тенкӗпе танлашнӑ. 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн ку кӑтарту 68 пин та тенке пулнӑ. Ӗҫ укҫин виҫипе Чӑваш Ен Атӑлҫи федераци округӗнчи 5 регионтан иртсе кайнӑ: Мари Элтан, Мӑкшӑ Республикинчен, Киров, Пенза тата Сарту облаҫӗсенчен. Чи пысӑк ӗҫ укҫи Тутарстанра. Унта вӑл 109,1 пин тенке ларнӑ, чи пӗчӗкки — Киров облаҫӗнче (74,4 пин тенкӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Хальхи вӑхӑтри историйӗн архивӗ пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗ. Ун чухне Архивсен кунӗ шутланать. Уҫӑ алӑксен кунне пынисем архив ӗҫӗпе тата унти пуян документсен архивӗпе паллашма пултарӗҫ. Ҫав кун ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ, унта кивӗ документсене ҫӗнетме, вӗсене ҫӗлесе хума вӗрентӗҫ, «КАИСА-Архив» программӑпа информаци комплексӗ ҫинчен каласа катартӗҫ, вулав залне кӗртсе кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Алӑсӑр ҫуралнӑ арҫын ача, Кирилл Александров, Атӑлҫи федераци округӗнче хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ чемпионатра тӳрех виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Дзержинск хулинче иртнӗ, унта 120 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кирилл виҫӗ дистанцие тӗрлӗ мелпе ишсе малти вырӑнсене йышӑннӑ. 13 ҫулти арҫын ача Шупашкарта пурӑнать. Вӑл – спорт мастерӗн кандидачӗ, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командинче тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Светлана Гордеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Чӑваш Енри поэтсем пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх поэтсем пухӑннӑ. Вӗсем хӑйсен лирикӑлла сӑввисемпе ҫуркуннене тата Светлана Гордеевӑна «Цветочная палитра» (чӑв. Чечек палитри) курав уҫӑлнипе саламланӑ. Литература музейӗнче пуҫтарӑннисен йышӗнче Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Раиса Воробьёва, Светлана Гордеева, Любовь Фёдорова, Зоя Сывлӑмпи, Людмила Исаева, Любовь Петрова, Нина Пӑрчӑкан пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк поэтсем те пырса ҫитнӗ: Лариса Петрова, Мальвина Петрова, Татьяна Устинова (Тая Ёж). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Нарӑс вӗҫӗнче Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан, сусӑр ачана ӳстерекен нумай ача асӑшӗ халӑх тӗтелӗнче ЧР Элтеперӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем пурӑнакан ҫуртра пандус ҫук-мӗн, ҫавӑнпа ачине алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреме тивет. Унччен пандус туса пама ыйтнӑ, анчах усси пулман. Элтепер кун юраманнине палӑртнӑ. Вӑл вырӑнти влаҫа ку ыйтӑва татса пама, кайран отчет тума хушнӑ. Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пандуса вырнаҫтарнӑ. Халӗ хӗрарӑм ачипе ҫӑмӑллӑнах тухсаскӗрӗҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Контактри" сӑн Паян Шупашкарти «МТВ» суту-илӳ центрӗнче «Ҫӗрулми» курав уҫӑлнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 17-мӗш хут иртет. Унта килнӗ ҫынсем пӗр кунра 39,5 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми туяннӑ. Кун пек хисеп 17 ҫулта пулманнине пӗлтернӗ. Вӑрлӑх туянма ыран та кая мар-ха. Курав ыран та ҫав вырӑнтах ӗҫлӗ. Ку кӑна мар-ха. Ака уйӑхӗнче иртекен «Ҫуркунне» ярмӑрккӑсенче те сутӗҫ. Сӑмах май, кун пек ярмӑрккӑ мӗнпур хулапа округра уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Пирӗн ентешсем, «Аквайспорт-Чӑваш Ен» хӗллехи ишев федерацийӗн спортсменӗсем, Санкт-Петербургра иртнӗ Пысӑк Нева Кубокра лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӗсем тӗрлӗ дистанцире 9 медаль ҫӗнсе илнӗ! Михаил Андронов 2 ылтӑн тата 3 кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ирина Брынцева 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Радмила Биаметова вара 1 кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |