Культура
![]() РИА Новости сайтӗнче сӑн Кӑҫал Шупашкарти кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ. Кинофестивальте пӗтӗм тӗнчери программӑна кӑтартма палӑртнӑ, унта Австралири, Данири тата Польшӑри фильмсем кӗрӗҫ. Яланхи пекех этника тата регион киновӗн конкурсӗ иртӗ. Унта Пушкӑртстанри, Кабарда-Балкарти, Бурят Республикинчи тата ытти регионти ӗҫсем кӗрӗҫ. «Кино – ачасене» программа та пулӗ. «Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑ тӑрӑх, кинофестивале Раҫҫей халӑх артисчӗ Виктор Сухоруков килме кӑмӑл тунӑ. Паллах, ытти паллӑ хӑна та пулӗ. Каласа хӑвармалла: кинофестиваль кӑҫалхипе 12-мӗш хут иртет. Ӑна 2008 ҫулта ЧР Президенчӗ Николай Федоров ҫирӗплетнӗ. 2009 ҫулта республика правительстви ӑна ҫулсерен ирттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне Александра Юсуповӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Юсуповӑна ӗҫрен кӑларасси пирки ҫирӗплетнӗ хушӑва паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Каласа хӑвармалла, Александра Юсупова ку должноҫре 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Алексей Грищенкӑн икӗ ҫум. Пӗри — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, тепри — министр ҫумӗ-Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче Якут Республикинчен килнӗ ачасем пулнӑ. Ҫамрӑк хӑнасем — асӑннӑ регионти музыкантсем. Вӗсем Якутскри «Дети солнца» (чӑв. Хӗвел ачисем) и «Божественный свет» (чӑв. Турӑ ҫути) этника ушкӑнӗсене ҫӳреҫҫӗ. Аякри ҫула ҫывӑхлатса пӗчӗк музыкантсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери VII «URMAI-ZALIDA» культурӑпа искусство фестивальне килнӗ. Мероприяти Комсомольски районӗнчи Урмаелте иртет. Фестивале этномузыкӑна сарассипе ӗҫлекен ушкӑнсене тата уйрӑм юрӑҫсемпе музыкҫӑсене тупса палӑртса вӗсене аталантарма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Раҫейри регионсемпе ют ҫӗршывсемпе тытакан туслӑ ҫыхӑнӑва сарас шухӑш та пур. Якутскран килнӗ хӑнасене чӑвашсемпе эрменсен художникӗн Каллиста Иванован «Урӑх тӗнче» куравӗпе тата ытти ӗҫпе паллаштарнӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн музейӗн экспоначӗсемпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта IT-специалистсен форумӗ кӑҫал та иртӗ. «Информационные технологии на службе общества, бизнеса и власти» (чӑв. Обществӑри, бизнесри тата влаҫри информаци технологийӗсем) ят панӑскере ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Чӑваш Енри специалистсем кӑна мар, Мускаври хӑна та хутшӑнмалла. Сӑмахран, Мускаври политехника университечӗн информаци технологийӗсен факультечӗ деканӗн ҫумӗ Марина Даньшина тухса калаҫӗ. Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Форум вӑхӑтӗнче искусствӑлла ӑс-тӑна аталантарасси, хальхи вӑхӑтри медиатехнологисем пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал Чӑваш Енри мӗнпур ачаран ҫуррине ытла, тӗрӗсрех 65 процентне, каникулти пушӑ вӑхӑтра усӑллӑ канма май туса парӗҫ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Сергей Кудряшов республика хыснинче 100 пин ытла ача валли кӗмӗл пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура вӑл бюджетран 470 ытла миллион тенкӗ уйӑрассине каланӑ. Профиль сменӑшӑн путевка хакӗ 16 464 тенкӗ пулӗ, сиплев путевки – 14 962 тенкӗ. Кӑҫал профиль сменӑсене пурӗ 16 уҫма палӑртнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 1 пин ытла ача канӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире тӑракан ачасене те манма хушман. Ун пеккисен 20 процентӗнчен кая мар йышне ҫуллахи вӑхӑтра кантарма май тупмалла. Ҫапла хушнӑ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртнӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта республикӑн тӗрлӗ районӗпе хулинчен «чи маттур ачасем» пуҫтарӑннӑ. Конкурсра хамӑр пулман та, анчах сӑнӳкерчӗксене пӑхсан шӑпӑрлансем маттурри, чӑн та, сисӗнет. Пит-куҫ вылявӗ кӑна мӗне тӑрать! Пултарулӑх тупӑшӑвӗ 1-4-мӗш классем хушшинче иртнӗ. Кӗҫӗн класссенче вӗренекенскерсем «Чӑваш вӑййи», «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ташши», «Янра, чӑваш юрри» номинацисенче ӑмӑртнӑ. Конкурс иртни ҫинчен калакан хыпарпа паллашнисене ачасен пӗр ушкӑнӗ сцена ҫине ҫӑпатапа тухни тӗлӗнтернӗ. «Пӗчӗкрен ҫӑпата тӑхӑнса ҫӳрӗр ӗнтӗ! Ӗлӗк-авал вара пурте ҫӳренӗ пуль ҫӑпатапа, чӑвашсем ҫеҫ мар, урӑх халӑхсем ун пек тӑхӑнса ҫӳренине халь кам кӑтартать!!!?...Хамӑра хамӑр мӗскӗн пек тӑватпӑр!...», — тесе шухӑшлать, сӑмахран, Савтимер Миххей. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенчен пӗринче учитель ачана пӑвнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи видеона кура пӗлтернӗ. Шкулти пӑтӑрмаха видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Пӑтӑрмах Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер шкулӗнче физика вӗрентекен арҫын ачана пӑвнӑ имӗш. Сӑмах вӑйӗ ҫитеймен енне алла ирӗке яракан вӗрентекен ятне те ҫырнӑ. Ролик 12 ҫеккунтлӑхскер ҫеҫ иккен те, пӑтӑрмах умӗн мӗн пулса иртни паллӑ мар. 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче асӑннӑ шкулта пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби 2-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫавӑн чухне кадет клссӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче «МР 512» пневматика винтовкинчен те пенӗ. Ӑмӑрту умӗн столовӑйӗнче 11-ти хӗрача тантӑшне астумасӑр лектернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Тутарстанра пурӑнакан паллӑ журналист Николай Сорокин нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман пичетлесе кӑларчӗ. Хаҫат-журнал ҫийӗнчех асӑрхарӗ ҫакна, кӗнекери ӗҫ-пуҫ епле тӗвӗленсе аталанни, унти геройсен шӑпи пирки вырӑнлӑ сӑмах хускатрӗ. «Тылра юлнӑ хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫпе асапланни – литературӑра ҫӗнӗ тема мар. Ешӗл Йӑмраллӑ чӑваш ялӗнче те пӗтӗм пурнӑҫ вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман авторӗ вӗсенче ӗҫ лашисене мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсенех курать, вӗсен черчен чунне уҫса пама тӑрӑшать. Ҫавӑнпа вӑл тӑлӑх арӑмсен ыйхӑллӑ мар, хуйхӑллӑ каҫӗсене пусӑмласа сӑнарлать. Хӗрарӑмсене вӑйран яракан, тӑнран кӑларакан вилӗм хучӗсем вара пӗрин хыҫҫӑн тепри килеҫҫӗ. Тӑлӑх арӑмсем — ялӗпе! (Г. Матвеева. Тӑлӑх пулмаллаччӗ-и вӗсен? «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 7.03.2919). «Тутарстанри Атӑл ҫывӑхӗнчи Ешӗл Йӑмраллӑ ял тӑлӑха тӑрса юлнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронта кайнӑ ик ҫӗр ытла арҫын пуҫ хунӑ, хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ним тӑвайманнипе хӗрарӑмсем упӑшкасӑр тӑрса юлнӑ Веселина Кузнецова чӗннипе влаҫа хирӗҫ ҫӗкленеҫҫӗ. |
Культура
![]() Хусанта пурӑнакан, Инстаграмра «Чӑваш пики» аккаунта чӑн чӑвашла тытса пыракан Ксения Романова хаҫат-журнал сайра вуланине пытарман. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсен чӗлхи йывӑр. Хӑй вара ансат чӗлхепе ҫырма тӑрӑшать. Ксения Романова —«Тутарстанри чӑваш пики — 2016» и «Раҫҫей чӑваш пики — 2016» ятсене тивӗҫнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» юхӑмне йӗркелеме те хутшӑннӑ. Инстаграмри аккаунта чӑвашла тытса пыма пуҫличчен вӑл тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи сахаллинне асӑрханӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче туссем пӗр-пӗринпе тӑван мар чӗлхепе ҫыру ҫӳретни пирки шухӑша кайнӑ. Тутарсен блогерӗпе Ринат Галиахметовпа паллашнӑ хыҫҫӑн хавхаланса кайса чӑвашла аккаунт йӗркеленӗ. «Чӑваш пики» страницӑна тытса пырассине блогер ӗҫ вырӑнне хурса йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Коми Республикинче асӑннӑ тӑрӑха аталантарма тӳпе хывакан чӑвашсемпе паллаштаракан курав уҫӑлнӑ. Кун пирки асӑннӑ регионӑн ял хуҫалӑх министрӗнче ӗҫлекен Анатолий Князев тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, курав паллӑ ҫынсемпе паллаштарать тата «Нарспи» чӑвашсен наципе культура обществин пайташӗсен, вӗсен тусӗсен ӗҫ-хӗлне кӑтартса парать. Фотокурав валли материалсене чӑвашсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хӑйсен архивӗнчен уйӑрнӑ. Ку хыпара вуланисенчен пӗри, Михаил Лесников ятлӑ ҫын, курава Коминчи патшалӑх педагогика институчӗн ректорӗпе, Василий Николаевич Ахмеев профессорпа пуянлатма сӗннӗ. Коми Республикине аталантарма вӑл капашсӑр пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |