Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫичӗ ҫынтан тӑракан ушкӑн ӳт сутса пурӑнма килӗшекен хӗрарӑмсем валли Шупашкарта притон уҫнӑ. Притона массаж салонӗ тесе каланӑ. Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ ушкӑн тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн тӗп хулинчи Калинин районӗнчи судне ярса панӑ. Ҫичӗ ҫынлӑ йыша РФ Пуҫиле кодексӗн 241-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӳт сутассине йӗркеленӗшӗн тата ҫавӑн валли притон тытса тӑнӑшӑн) тата 240-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе (проституципе аппаланма явӑҫтарнӑшӑн) явап тыттарасшӑн. Вӗсем пурӗ 18 преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Массаж салонӗ текеннине ушкӑн 2015 ҫултанпа 2018 ҫулччен тытса тӑнӑ. Унта ӗҫлекен хӗрарӑмсем массаж туман, арҫынсемпе укҫалла выртса тӑнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби преступниксен ушкӑнӗн пайташӗсене 10 ҫул таран хупма пултарнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫейри регионсенче «Вӑрмана упрар» акци иртӗ. Унӑн пуҫаруҫи – «Молодежка ОНФ» команда. Ҫак кун пур регионта та хут, картон, хаҫат йышӑнакан ятарлӑ пунктсем ӗҫлӗҫ. Кашниех кирлӗ мар хутсене унта илсе пыма пултарӗ. Чи хастаррисене хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Пухӑннӑ макулатурӑна хута тепӗр хутчен пурнӑҫ парнелекен регионти операторсене парӗҫ. Шупашкарта ятарлӑ пунктсем 11-17 сехетсенче ӗҫлӗҫ. Макулатурӑна ҫак адресемпе илсе пыма пулать: Ял хуҫалӑх академийӗ умӗнчи лапам, Шупашкарти электромеханика колледжӗ умӗнчи лапам (Ленин проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт), «Роза мира» скульптура умӗнчи лапам («Студгородок» чарӑну», Трактор тӑвакансен культура керменӗ умӗнчи лапам, «Салют» культура умӗнчи лапам. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управлениййӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл салтака каясран тарса ҫӳренӗ. Следстви версийӗпе килӗшӳллӗн, ҫак каччӑ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ. Анчах 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен повестка килнӗ пулсан та ҫар комиссариатне тӑватӑ хутчен пыман. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара медицина комиссийӗ витӗр тухмасӑрах ҫар комиссариатӗнчен тухса утнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра салтакран тарса ҫӳрекенсен йышӗ чакнӑ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр унашкаллисен тӗлӗшпе 3 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 2011 ҫулта – 38. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн патшалӑх телекуравӗпе тӳрӗ эфира тухакан «Ирхи тӗпел» кӑларӑма Чӑваш Енри профессионал писательсен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова хутшӑннӑ. Аса илтерер, асӑннӑ пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗччӗ. Суйлав кашни виҫӗ ҫулта пӗрре иртет. «Шутлатӑп та, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче лашасене фронта ӑсатса пӗтерсен вӑкӑрсен турта хушшине тӑма тивнӗ», — терӗ «Ирхи тӗпел» кӑларӑм ертӳҫи Марина Карягина. Ертӳҫӗ пулма арҫынсене те сӗнсе пӑхнӑ. Сӑмахран, Юрий Артемьев литература критикне. Анчах вӑл хирӗсленӗ иккен. Ҫапла вара Василий Пушкинпа Лидия Филиппова кандидатурисем тӑрса юлнӑ. Малашне пирӗн республикӑра ҫыравҫӑсен унчченхи пек виҫӗ пӗрлӗх мар, иккӗ ҫеҫ пулӗ. Хӗветӗр Акивер ертсе пыракан «Хурӑнташ» Чӑваш Енри профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе пӗрлешме кӑмӑл тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ саккун алӑ пуснӑ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри культура еткерлӗхӗсем ҫине хӑмасем ҫакӗҫ, унта вӗсем пирки кӗскен вырӑсла тата чӑвашла ҫырӗҫ. Ҫак ӗҫе камӑн тумалла-ха? Документра ҫапла палӑртнӑ: хӑмасене культура еткерлӗхӗсен харпӑрҫисен е вӗсен саккунлӑ хуҫисен ҫакмалла. Хуҫи ҫук е паллӑ мар пулсан? Кун пек чухне хӑмасене ЧР Культура министерстви шучӗпе вырнаҫтарӗҫ. Культура еткерлӗхӗсен объекчӗсене сыхлас енӗпе те улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн, паллӑ вырӑнсенче вырнаҫнӑ палӑксемпе ансамбльсене сыхлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрнар районӗнче ҫуннӑ ҫурт Ӗнер ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушара сӳнтерсен 73 ҫулти кил хуҫин тата унӑн 75-ри мӑшӑрӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑшӑн тухнӑ. Ҫулӑм йывӑҫ ҫуртӑн шалти отделкине, пурлӑха тӗп тунӑ. Патӑрьел районӗнчи Люля поселокӗнче те инкек пулнӑ. Каҫхи 9 сехетре унта та йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм 30 ҫулти кил хуҫин хуралтисене те тӗп тунӑ. Хӑй чиперех, анчах унӑн 54 ҫулти тусӗ вара пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Йӗпреҫ районӗнче «Элкер вулавӗсем — 2019» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Район администрацийӗ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура мероприятине Пысӑк Упакассинчи тулли мар вӑтам шкул пуҫарнипе йӗркеленӗ. Конференцине вара Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкула пухӑннӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ вулава ачасен ӑслӑлӑх пӗлӗвне сарас, вӗсенче тӗпчев туртӑмне аталантарас шухӑшпа ирттернӗ. Конференцие Липовкӑри тулли мар вӑтам, Эйпеҫри, Кӗлӗмкассинчи, Пучинкери, Чӑваш Тимешри, Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулсем хастар хутшӑннӑ. Вулава пуҫарса янӑ Пысӑк Упакассинчи шкул та, паллах, нумай тӑрӑшнӑ. Вулава 23 ачапа 20 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика шайӗнче иртекен конференцие кайма тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Ҫемен Элкер Пысӑк Упакассинче 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле уяв медалӗ кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче хушу кӑларнӑччӗ. Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе килес ҫул 100 ҫул ҫитӗ. Медале ҫавӑн чухне парӗҫ. Республика Правительствинче медаль ыйтӑвӗпе ӗҫ ушкӑнӗ ӗнер ларӑва пухӑннӑ. Унта наградӑн концепцине сӳтсе явнӑ. Ларӑва, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятлӑ-сумлӑ ӳнер ӗҫченӗсем, ӑслӑлӑх, вӗренӳ организацийӗсен, культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Медаль мӗнлерех пуласси пирки уҫӑмлӑн нимӗн те каламан. Ӑна Чӑваш автономийӗн пӗр ӗмӗрхине халалланӑ уявсен вӑхӑтӗнче парассине вара палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Магницкий урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫынсен сехри хӑпнӑ. Ара, хӑйне алӑра тытма пӗлмен ӳсӗр кӳрши ҫурта газпа сирпӗтсе ярасси пирки чӳрече уҫсах кӑшкӑрнӑ. Ҫурта пурӑнакансем ҫакна илтсен газ ӗҫченӗсем тата полицейскисем патне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Лешсем ҫийӗнчех вырӑна ҫитнӗ. Авариллӗ бригада 20 хваттерти газа сӳнтерсе лартнӑ. Полиципе газ ӗҫченӗсем ҫав арҫыннӑн хваттерне кӗнӗ, анчах вӑл унта пулман ӗнтӗ. Унӑн газӗ патне заглушка лартнӑ. Арҫынна шырама тытӑннӑ. Хайхискере 4 кунран тытса чарнӑ – каллех ӳсӗр пулнӑ вӑл. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнӑ, ҫавна май ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Хӑйне вара ятарлӑ приемнике вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пӗтем Раҫҫейри «Раҫҫейри шкул умӗнхи чи лайӑх 100 учреждени» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Лайӑх хыпар Чӑваш Ене те ҫитнӗ: Шупашкарти икӗ ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх ача пахчисен йышне кӗнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари 205-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисем «Раҫҫейри чи лайӑх патшалӑх ача пахчи» номинацире лауреатсен дипломне тивӗҫнӗ. Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар хулинчи 136-мӗш ача пахчи «Шкул умӗнхи вӗренӗве пысӑк пахалӑхпа панӑшӑн» номинацире лауреат пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |