Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви кӑҫал ейӳ ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сарӑлма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑр хулинче, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк районӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 9 ялти 330 ҫурта, 3 автоҫула шыв илме пултарать. Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӑҫал ейӳ лӑпкӑ иртмелле. Юрта нӳрӗк нумай пулсан та пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫӗр 36 сантиметртан тарӑнрах шӑнман. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут пӗчӗкрех. Кӑнтӑр енчи районсенче лару-тӑру лӑпках-ха. Пӑла юханшывӗнче пӑр тапраннӑ, унти шыв шайӗ майӗпен пӗчӗкленет. Ҫӑлавҫӑсем те сыхӑ тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутра Шупашкарти Ленин районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫулӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, ГАЗ автомобиль 9 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ, малти машинӑран иртсе каяс тесе вӑл ҫул хӗррине тухнӑ. Ҫавӑнта кӗтмен ҫӗртен хӗрарӑмпа икӗ ача тухса тӑнӑ. Вӗсем юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ-мӗн. Водитель ҫынсем ҫине кӗрсе каяс мар тесе хӑвӑрт чарӑннӑ, ҫапах хӗрачан урине лекнӗ. Хӗрачан ури хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водителе вара административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Халӗ авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Камерӑна лекнӗ хӗрарӑм Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ полицие пынӑ та пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче банк карттине ҫухатнине, унӑн счечӗ ҫинчен 17 пин тенкӗ ҫухалнине пӗлтернӗ. Полицейскисем ҫав карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хӗрарӑм Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр апат-ҫимӗҫ лавккинче ют карточкӑпа тӳленӗ, вӑл унта 17 пин тенкӗлӗх япала туяннӑ. Ҫак хӗрарӑм камерӑсем ҫине лекнӗ. Вӑл капюшонлӑ куртка, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ шыраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма пӗлетӗр тӗк кун пирки полицие хыпарлӑр: 24-07-02, 34-18-40 е номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк инкек пулнӑ. 19 сехет те 45 минутра пушарнайсем патне Юханшыв бульварӗнчи 4/1-мӗш ҫуртра пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫулӑм пӗрремӗш хутра алхаснӑ. Питӗ шел, пушарта икӗ ача вилнӗ. Асли, хӗрача, 4 ҫулта, кӗҫӗнни, арҫын ача, 1 ҫул та 7 уйӑхра пулнӑ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ачасем ҫулӑмран ҫӑлӑнма тӑрӑшнӑ, анчах питӗрӗнчӗк алӑка уҫайман, чӳречене ҫӗмӗреймен», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Пушар вырӑнне следователь-криминалистсем ҫитнӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта пулни пирки официаллӑ хыпарта нимӗн те пӗлтермен. «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем ҫак пулӑма сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ вӑхӑтлӑха тухнӑ пулнӑ. «Контактра» сӳтсе явнине ӗненес тӗк, ачасене кӳршисем илсе тухнӑ, анчах тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫне ҫӑлайман. Ҫав вӑхӑтра, ачасене ҫӑлнӑ чухне, ашшӗ-амӑшӗ подъезд умӗнче пирус туртса тӑнӑ. Вӗсем ҫав кун эрех ӗҫкеленӗ имӗш. Анчах ку, хальлӗхе, сас-хура кӑна-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Йӑршу юханшывне Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчен каяш шывӗ лекнишӗн айӑплине тупнӑ. Ҫав ҫын ятне асӑнман-ха. Анчах вӑл унта ӗҫленӗскер пулни паллӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ тӑракан вырӑншӑн 2018 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче яваплӑ пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд яваплӑ специалист хранилищӗн бетон карти шанчӑксӑр пулнине пӗлсе тӑрсах нимӗн те туман тесе палӑртнӑ. 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тислӗк шывӗ юхса тухса Йӑршӑва лекнӗ. Унта пулӑ вилсе пӗтнӗ. Тӑкака 2 миллион та 200 пин тенкӗ тесе хакланӑ. Шупашкар районӗнчи суд хапрӑк ӗҫченне 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян Красноярск хулинче Фристайл енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Фристайлӑн программи слоуп-стайлпа вӗҫленӗ. Унта Раҫҫей чемпионӗн ятне чӑваш каччи Дмитрий Мулендеев тивӗҫнӗ. Дмитрий Мулендеев финалта чи лайӑх кӑтартупа – 86,2 балпа, палӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче кӑҫалхи тапхӑрта Дмитрий Мулендеева пуринчен ытла ӑннӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн варринче каччӑ Раҫҫей кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Ун чухне вӑл слоуп-стайл тата биг-эйр дисциплинисенче мала тухнӑ. Тӑватӑ тапхӑрта вӑл Раҫҫейӗн абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Хӗллехи Универсиадӑра арҫынсен хушшинче турнир таблицинче пиллӗкмӗш йӗркене лекнӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Дмитрий Мулендеев пӗр вӑхӑтра суранланнӑ, халӗ ҫӗнӗрен вӑй илсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре гериатри службине аталантарасси пирки эпир икӗ ҫул каяллах пӗлтернӗччӗ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртрӗ. Халӗ Республикӑри гериатри центрне уҫнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку учреждение Вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Нина Сидорова ертсе пырать. Гериатри центрӗнче ватлӑх астенийӗ пуҫланнӑ пациентсене консультаципе медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. Ватӑсене пӑхакансем тата ватӑсем валли шкул та йӗркеленӗ. Гериатри центрӗнче — талӑкӗпех выртмалли 20 койка-вырӑн. Сӑмах май, юлашки 7 ҫулта пирӗн республикӑри ҫынсем вӑтамран 3,2 ҫул нумайрах пурӑнаҫҫӗ. Этем ӗмӗрӗ вӑтамран 73,5 ҫулпа танлашать. 60 ҫул урлӑ каҫнисем республикӑра — 255 пин ытла. Ку вӑл халӑхӑн пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ пулать. 85 ҫултан 18 399 ҫын иртнӗ, 100-тен — 100 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Сӑмах-юмах ламран лама куҫать, хут ҫине ҫырни ӗмӗр-ӗмӗр упранать теҫҫӗ. Эпӗ те, Турцинче пурӑнакан Елчӗк хӗрӗ, хамӑн халӑхӑн историйӗпе хӑш-пӗр йӑли-йӗркисене ҫырса пичете ярас терӗм», — тесе ҫырнӑ Надина Джавадова «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче. Тӑван халӑхӑмӑр пирки хӑй ҫырнӑ статья Турцинчи «Bultürk» хаҫатра пичетленни пирки Фейсбукра та хыпарланӑ. Ҫак йӗркесен авторне Надинӑпа ҫыхӑнма май килчӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика факультетӗнче вӗреннӗскер паян Турцинче ӗҫлесе пурӑнать. Стамбулти патшалӑх университетӗнче политикӑпа социаллӑ ӑслӑлӑх кандидачӗ ята хӳтӗленӗ. Паян Надина Джавадова (Мышкина) услам ӗҫӗпе аппаланать. Икӗ ача амӑшӗ. Вӑл — «Тӗрӗк тӗнчинчи хӗрарӑмсем» общество пӗрлешӗвӗн хастар пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре хутлӑ СНИЛС (страхламалли свидетельство) пама пӑрахӗҫ. Документа РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Кун пирки «»РИА Новости» пӗлтерет. Малашне пӗтӗм информаци электронлӑ майпа упранӗ. Пенси тытӑмне кӗрекен ҫӗнӗ ҫынсем валли лицевой счет уҫса парӗҫ, унпа вӗсем кирлӗ социаллӑ пулӑшусене тивӗҫме пултарӗҫ. Ыттисен, унччен хутлӑ СНИЛС илнисен, мӗн тумалла? Документа улӑштармалла мар. Раҫҫей пенси фончӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗхсем регистрацие кӑна пырса тивӗҫҫӗ, ку ҫынсене пенсипе тивӗҫтерес ӗҫе пачах та витӗм кӳмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта чечек сутакан усламҫӑ патне такамсем шӑнкӑравланӑ та ЧР прокуратурине чечексем илсе килме ыйтнӑ. Палламанскер Мускавран тӗрӗслевпе ҫынсем килессине, вӗсемпе мероприяти иртессине пӗлтернӗ. Ҫула май хайхискере хаклӑ йышши эрех туянма, комисси пайташӗсен телефон счечӗсем ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Усламҫӑ «прокуратура ӗҫченӗсене» ӗненсе йӑлтах пурнӑҫланӑ. Усламҫӑ ҫула май эрехне те туяннӑ, «комисси пайташӗсен» телефон номерӗсем ҫине укҫа та хунӑ (пӗтӗмпе 95 пин тенкӗлӗх). Хайхискер прокуратурӑна ҫитсе тӑнӑ. Анчах унта нимӗнле чечек те саккас паман иккен, телефон номерӗсем ҫине те укҫа хума никам та ыйтман-мӗн! Ведомство ӗҫченӗсем ӑна ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлантарнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |