Чӑвашлӑх
![]() Паян Мускавра, Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче, Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчипе Петр Чекмарёв тата Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ Леонид Черкесов депутат тӗл пулнӑ. Парламентари ҫакӑн пирки Фейсбукра пӗлтернӗ. Леонид Черкесов ҫырнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче полпредствӑпа Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗ килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. «Чи малтанах туса ирттермелли мероприятисен планне, ӗҫсене епле пурнӑҫламаллине палӑртрӑмӑр», — пӗлтернӗ Леонид Черкесов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Канашри 6-мӗш шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 31 114 540 тенкӗ. Тӗллевлӗ субсидисене республика тата муниципалитет хыснисенчен уйӑрӗҫ. Тӗпле юсава кӑҫал ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 18-мӗшӗччен тума палӑртнӑ: урая, стенасене, маччана, алӑксене, тӑррине, фасада, сантехникӑна, электроҫутӑсене улӑштармалла. Палӑртмалла: шкула 1976 ҫулта хӑпартнӑ, унта 1280 ача вӗренме пултарать. Паянхи кун тӗлне пӗлӳ ҫуртне 1 пин ытла ача ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Канаш районӗнчи Кармами Выҫӑлкки ялӗ тӗлӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта «Мерседес» машинӑна Мускавран Хусана каякан пуйӑс ҫапса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулхи водитель машина чукун ҫул ҫинче лакса ларнине ӗнентернӗ. Ун урлӑ вӑл семафорӑн асӑрхаттаракан ҫути чӗрӗличченех каҫма тӑнӑ имӗш. Путса ларнӑ машинӑна ытти водительпе пӗрле кӑларма хӑтланнӑ иккен, анчах чукун ҫул ҫинчен куҫарса ӗлкӗреймен. Инкекре ҫынсем аманман. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратури инкек сӑлатвне тӗрӗслеме тытӑннӑ та, «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» предприяти каҫӑна йӗркеллӗ тасатманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри тӗрмесенчен пӗринче, юсанмалли 5-мӗш колонире, тӑрӑшакан хӗрарӑм пӑрлӑ шывра ишнӗ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи вӑхӑтра шыва кӗрекенсен ӑмӑртӑвӗ Карели Республикин тӗп хулинче, Петрозаводскра, иртнӗ. Хӗлле шывра ишекенсен тӗнче кубокӗн V тапхӑрне Куславккара вырнаҫнӑ юсанмалли 5-мӗш колонире ятарлӑ учет пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Екатерина Михайлова хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва 30 ытла команда пухӑннӑ. Вӗсем ҫула кура 13 ушӑӑна пайланса тупӑшнӑ. Йышра 12 ҫултан аслӑраххисенчен пуҫласа 90 урлӑ каҫнисем таранах пуҫтарӑннӑ. Эстафета тӑршшӗ 25 метртан пуҫласс 200 метр таран пулнӑ. Командӑпа та тупӑшнӑ. Куславккари колонире ӗҫлекен хӗрарӑма ӑмӑртӑва лайӑх йӗркелени килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Юлашки тапхӑрта чӑваш ача-пӑча литератури Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. 2017 ҫулта Чӑваш издательстви унӑн «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑсемпе хӑвӑрткаларӑш пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Пӗлтӗр вара «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсемпе сӑвӑсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ алҫыру хайлавӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Пӗрремӗш кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи шӑпӑрлансене халалланӑ. Ҫак ӳсӗмри ачасемшӗн ҫывӑх темӑна — тӑван халӑхпа хамӑр тавралӑх ҫинчен ҫырассине — тӗпе хунӑ. Геройӗсем — шкул ҫулне ҫитейменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем. Автор вӗсен чӑн пурнӑҫне, айкашӑвӗсемпе хӑтланӑвӗсене сӑнласа кӑтартать. Ӳкерчӗкӗсем — чӑваш пепкисен кун-ҫулӗнчен илнӗскерсем: чӗрӗ те кӑсӑклӑ, ӗнентерӳллӗ. Пӗрре пӑхсан, вӗсенче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук пек: чӗвӗлтисен кулленхи айланӑвӗнчи ахаль пулӑмсем кӑна темелле. Анчах та ҫыравҫӑ сюжета пӗлсе тата ӑста йӗркелеме, ӑсласа калӑплама пӗлнӗрен асра юлаҫҫӗ, туртса тӑраҫҫӗ. Акӑ, «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑра виҫӗ героя куратпӑр: аппа, тете тата ача. |
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан арҫынна, ачана тапӑннӑскере, суд юсанмалли колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл килте ӳсӗр пулнӑ. 5 ҫулти хӗрачан амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ, ку вара пӗчӗкскере тапӑнса ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче хӗрачапа психика-диагностика, реабилитаци тата профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи арҫыннӑн 13 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлемелле. Анчах вӑл амӑшӗн ҫуртӗнче пропискӑра тӑнӑ, унта вара пурӑнман, ниҫта та ӗҫлемен. 48 ҫулти парӑмҫа приставсем шыранӑ, анчах ҫур ҫул иртсен те тупайман. Нумаях пулмасть приставсем тепӗр парӑмҫӑ патне ҫул тытнӑ. Утнӑ чухне хайхискерсем чарӑнура пӗр арҫын тӑнине, вӗсене курсан вӑл ҫаврӑнса урӑх еннелле утнине, пӑшӑрханса ӳкнине асӑрханӑ. Ҫав арҫын шӑп та лӑп шыравра пулни иккен! Ӑна суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ, алимент тӳлеменшӗн административлӑ протокол ҫырнӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 40 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Андрей Александров малашне те ҫав должноҫре пулӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра вырнаҫтарнӑ пост тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Михаил Васильевич ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Александровӑн полномочине тӑсма Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министрӗ Михаил Котюков приказӗпе ҫирӗплетнӗ. «Университет малашне те ҫирӗппӗн аталанса пырасса, пысӑк квалификациллӗ, ӗҫ рынокӗнче кирлӗ специалистсене туптакан никӗс пулса юласса шанатӑп», — тенӗ Михаил Васильевич. Чӑваш Ен Элтеперӗ студентсене те (ЧПУра вӗсен йышӗ 18 пинпе танлашнине палӑртнӑ), профессорсемпе преподавательсене, ӗҫ коллективне те Андрей Александрова ректорта хӑварнӑ ятпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрне ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӗлтӗрхи ҫуллахи пӗр кунхине харсӑрланнӑ. Урама уҫӑлма илсе тухнӑскерсем веранда хыҫне кайнӑ та ача пахчин картин леш енче ларакан машинӑна чулпа пеме тытӑннӑ. Автомобиль сигнализацийӗ темиҫе хут та ӗҫлесе кайнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗрех чарӑнман. Кантӑка ватни, сӑрӑна сиенлени пирки транспорт хуҫи пакунлисене пӗлтернӗ. Полици машинӑна ача пахчине ҫӳрекен икӗ шӑпӑрлан сӑтӑр кӳнине палӑртнӑ. Машина хуҫи пӑтӑрмах пирки судах ҫитнӗ. Унта вӑл тӑкака ача пахчинчен шыраса илме ыйтнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшне те ответчик евӗр тунӑ. Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ тӑкака ача пахчинчен шыраса илме йышӑннӑ. Шӑпӑрлансем ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ-ҫке, ашшӗ-амӑшӗпе мар. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Козлова Европӑра йывӑр атлетика енӗпе кӑҫал иртекен чемпионата хутшӑнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫнӗ. Етӗрне районӗн хӗрӗ В. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищин стажерӗ шутланать. Пултарулӑхне Шупашкарти Валериан Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче туптать. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра аслисен Европа чемпионатне унччен хутшӑнман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл 23 ҫулчченхи юниорсен Европӑри ӑмӑртӑвӗнче вӑй виҫнӗ. Геннадий Иванов тренер патӗнче ӑсталӑха алла илекенскер 63 килограмчченхи виҫере ун чухне кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 21 ҫула ҫитиччен юниоркӑсен Европа чемпионатӗнче (ӑмӑрту Албанире 2017 ҫулта иртнӗ) хӗр ылтӑна тивӗҫнӗ. Хальхи чемпионат Грузири Батуми хулинче ака уйӑхӗо 6-13-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |