Республикӑра
![]() Шупашкарта икӗ мигрант массажистра ӗҫленӗ. Вӗсем Раҫҫее килнӗ чухне урӑх тӗллев пулнине палӑртнӑ, хӑйсен вара тепӗр план пулнӑ. Ҫак икӗ ҫын Шупашкарти пӗр фирмӑра, пациентсене реабилитациленме пулӑшаканскерте, массажистра тӑрӑшнӑ. Ҫапла майпа вӗсем саккуна пӑсса ӗҫленӗ. Мигрантсене йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ: кашнине 4 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Халӗ вӗсене Раҫҫее пилӗк ҫул таран килме чарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкар хули Крыма ҫитме йӳнӗ хуласен списокне лекнӗ. Ку хыпара «Новости» информагентство Aviasales сайт хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Юлашкинчен асӑнни авиабилетсен хакне пӗр ҫӗре пухакан ҫӑлкуҫсенчен пӗри шутланать. Крым ҫур утравӗ ҫине самолетпа вӗҫсе кайма Сочинчен тата Дон ҫинчи Ростовран уйрӑмах йӳнӗ ларать. Кайса килме унтисен 5 пинтен те сахалрах тӳлемелле. Мускавран кайса килме 6 пин тенкӗ кирлӗ. Шупашкар хуличен те хаклӑ тӳлемеле мар. Крыма кайса килмелли вӑтам хак 7800 тенкӗпе танлашать иккен. Симферополе Шупашкартан каяс текенсен Мускав урлӑ ҫӳреме тивет. Чӑваш Енрен те авиарейссем пур-ха. Крыма самолетсем ҫӗртме уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫме тытӑнаҫҫӗ. Хак вӑтамран 11 пинпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти 23-мӗш ача пахчинче логопедра тӑрӑшакан Ирина Волкова Л.С. Выготский ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Уншӑн вӑл 50 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекен пултаруллӑ специалистсене палӑртас тата шкул ҫитменнисемпе ӗҫлессине сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ енчен конкурса «Рыбаков фонд» ыр кӑмӑллӑх фончӗ регионсенчи партнёрсем пулӑшнипе йӗркелет. Кӑштах Лев Выготскийпе те паллаштармалла. Вӑл 1896 ҫулта Белоруссинчи Орша хулинче ҫуралнӑ. Совет психологӗ ачасен аталанӑвне тишкерсе те чылай ӗҫ ҫырса хӑварнӑ. Ашшӗн ӗҫне хӗрӗ Гита Львовна (1925—2010) психолог тата дефектолог малалла тӑснӑ. Унӑн хӗрӗ, Елена Евгеньевна Кравцова, — психологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Л.С. Выготский ячӗллӗ психологи институчӗн ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӑнара — Германинчи Вайльбург хулинчи гимназистсем. Вӗсене Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем кӗтсе илнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ачасен ушкӑнӗн проекчӗ Гёте-институтӑн Раҫҫей нимӗҫӗсене пулӑшакан программинче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май 5-мӗш гимназири ҫӗнтерӳҫӗсене 2 эрнелӗхе Германие чӗнсе илнӗ. Нимӗҫ чӗлхи вӗрентекен Людмила Антонова ертсе пынипе 12 гимназист ют ҫӗршывра пурӑннӑ. Вӗсем Майн ҫинчи Франфуртри семинара хутшӑннӑ, Вальбург гимназийӗнчи занятисене ҫӳренӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ. Халӗ нимӗҫ ачисем Шупашкара килсе ҫитнӗ. 5-мӗш гимназире пулнӑ май вӗсене пуринчен ытла электрон журнал тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хулинчен Чулхула облаҫне тӳррӗн ҫитме ҫитме Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫулсеренех ҫул уҫаҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра — понтон каҫӑ, хӗлле — пӑр ҫийӗн. Хӗллехи вӑхӑтра пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫула раштавӑн 20-мӗшӗнче уҫнӑччӗ. Ӗнер вара ӑна хупма йышӑннӑ. Чӑваш Енри ҫулсене тытса тӑракан «Чӑвашупрдор» предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв шайӗ 0,5 метр хӑпарнӑ, пӑр ҫуркаланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа пӑр кӗпер урлӑ мшаинӑсене каҫарма чарнӑ. Ҫӗмӗрле хулипе ЧУлхула облаҫӗнчи Нават ялне (выр. Наваты) ҫыхӑнтаракан понтон кӗперпе 5 тонна таран таякан машинӑсене ҫӳреттернӗччӗ. Ун урлӑ автобус та хутланӑ. Пӑр кайса пӗтсен Сӑр урлӑ яланхиллех понтон кӗпер хывӗҫ. Вӑл ҫулларан тытӑнса кӗркуннеччен ӗҫлӗ. Хальлӗхе вара ҫӗмӗрлесен тавран ҫӳреме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнарта чарӑннӑ пуйӑсран пыл вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Сергач хулине ҫитнӗ пуйӑсра вакунри контейнер уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Унччен маларах вӑл Вӑрнарта чарӑннӑ, ҫавӑнпа пуйӑссенчи тиевсене вӑрлакансемпе кӗрешекен ӗҫченсем тӳрех унта ҫул тытнӑ», — хыпарланӑччӗ Софья Савнеш. 441 банка пыл вӑрланӑ каччӑсене кӗҫех тытса чарнӑ. Вӗсем ҫав районтах пурӑнаканскерсем пулнӑ. 26-ри ҫамрӑк 23-ри тата 19-ти каччӑсене вакунтан тавар вӑрлама сӗннӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем чукун ҫул станцине ҫитнӗ. Вакун питӗркӗчне ватнӑ та унти пыла машина ҫине тиесе кайнӑ. 87 пин тенкӗлӗх вӑрланӑ ҫамрӑксене суд ҫулталӑкран пуҫласа ҫулталӑк та ултӑ уйӑх таран хупса усрамасӑр айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Управление отходами» (чӑв. Каяшсене тытса тӑрасси) акционерсен обществин Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗн пуҫлӑхне 200 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хайхин айӑпне пула 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта таса мар шыв юхса тӑнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне предприятие маларах административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Бактериологи, хими япалисене ятарлӑ пӑрӑхпа турттарассишӗн яваплӑ предприяти трассӑна кирлӗ пек тытса тӑман тесе тӗпчевҫӗсем тата суд шухӑшлать иккен. Ҫавна пула вӑл шӑтса юхнӑ. Таса мар шыв сӑрханса тӑнипе 15 пин ытла тӑваткал метр лаптӑка вараланӑ, ҫутҫанталӑка 40 миллион тенкӗ ытлалӑх сиен кӳнӗ. 50 кубла метр ытла таса шыв юхса тухнӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май тӗпчевҫӗсем Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствине те асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗнӗ саккун алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне тӗнче тетелӗнче влаҫа хиспелемесӗр каланӑ ҫынсене пуҫран шӑлмӗҫ. Унашкаллисене пысӑк штраф тӳлеттерӗҫ е административлӑ майпа арестлӗҫ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, обществӑна, патшалӑх символӗсене тата Раҫҫейри влаҫ институчӗсене сӑмахпа кӳрентернисене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Саккуна пӗрремӗш хут пӑссан 30-100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Каллех ҫак айӑппах лексен штраф ӳсӗ: 100-200 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑснӑ ҫынсене 15 талӑклӑха арестлеме пултарӗҫ. Рецедивистсене вара ҫирӗпрех айӑплӗҫ: 200-300 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ е 15 талӑклӑха арестлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Патшалӑх Думин депутачӗ Андрей Барышев Раҫҫейре сехет йӗппине пуш тата юпа уйӑхӗсенче куҫарма сӗнет. Депутат пушӑн юлашки вырсарникунӗнче кӑнтӑрлахи 2-ре сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫарттарасшӑн, юпан юлашки вырсарникунӗнче кӑнтӑрлахи 3-ре – 1 сехет каярах. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакӑ пурнӑҫ пахалӑхне, ӗҫ хастарлӑхне ӳстерме май парать, сывлӑха лайӑх витӗм кӳрет. Ку электроэнергие те перекетлеме пулӑшать: ҫулла килте пӗр сехет каярах ҫутӑ ҫутӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинчи аварисен шучӗ чакасса шанать депутат. Аса илтерер: 2011 ҫулта Раҫҫейре сехет йӗпписене куҫарма пӑрахнӑ. Андрей Барышев депутат пӗлтӗр те кунашкал саккун проектне хатӗрленӗ, анчах ӑна йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫапкаланчӑк йытӑсем пирки калаҫнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 3800 яхӑн килсӗр йытӑ шутланать. ЧР Элтеперне ку хисеп сисчӗвлентернӗ, вӑл вӗсене тытас ӗҫе вӑйлатма хушнӑ. ЧР патшалӑх ветеринари службин инспекторӗ Сергей Скворцов республикӑри районсенче приютсем тӑвас ӗҫре сахал мар тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть чӗрчунсене хӳтӗлекен саккун вӑя кӗнӗ, ҫакӑ та ҫапкаланчӑк чӗрчунсем валли ятарлӑ вырӑн тума хистет. Сӑмах май, Шупашкарта приют пур, вӑл, Сергей Скворцов каланӑ тӑрӑх, япӑх мар ӗҫлет. Унта нимеҫӗсем пулӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫав приюта 393 йытӑ вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен пӗр пайӗ валли хуҫа тупнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |