Политика
![]() Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑччӗ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма, кунсӑр пуҫне ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Паян Ҫӗрпӳ районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗччӗ. Депутатсен пухӑвӗн паянхи ларӑвӗнче ҫав комисси пайташӗсем пуҫлӑха тупайманнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Тӗмен хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри хӗллехи ял спорт вӑййисем иртеҫҫӗ. Унта пирӗн тӑрӑхрисем те тухса кайнӑ. Спорт ҫемйисем хушшинче Чӑваш Енрисем халех палӑрнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Наталья тата вӗсен ывӑлӗ Никита Ефремовсем 12-13 ҫулсенчи арҫын ачасемлӗ ҫемьесен хушшинче тупӑшаҫҫӗ. Пӗчӗкрех ачаллисен хушшинче Тӑвай районӗнчи Владимирпа Алина тата вӗсен ывӑлӗ Глеб Никифоровсем ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫемье командисем хутӑш эстафетӑра тупӑшнӑ та пирӗн ҫемьесем иккӗшӗ те хӑйсен ушкӑнӗсенче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Паян йӗлтр эстафетинче ӑмӑртнӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Ефремовсем иккӗмӗш тухнӑ, Никифоровсем — тӑваттӑмӗш вырӑнта. Тӗменти ҫав ӑмӑртӑва пирӗн республикӑран Вӑрнар, Шупашкар, Йӗпреҫ, Тӑвай, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи 24 спосртмен хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Сапличчен... Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкран Тӗрер ялне каякан ҫул варринчи асфальт путса аннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫеҫ мар, kazan.kp.ru та пӗлтернӗ. Маларах асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем ҫулпа машинӑсем ҫӳрейменнине хыпарланӑ. Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ трассӑна ҫав тӑрӑхри Чурачӑкра вырнаҫнӑ «Воддорстрой» тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрать иккен. Ҫак йӗркесен авторне паян предприятин тӗп директорӗпе Анатолий Федоровпа телефонпа калаҫма тӳр килчӗ. Вӑл ҫула паянах сапласа хунине ӗнентерчӗ. Ҫав вӑхӑтрах путӑк пирки МИХсене ҫыртарас килменнине палӑртрӗ. Пуҫлӑх кӑмӑлне ӑнланма пулать. Чӑваш Енри ҫулсен пахалӑхӗ начарри пирки Ижевскра федерацин Атӑлҫин округӗсен ериӳҫисемпе нумаях пулмасть иртнӗ канашлура та сӑмах пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Штрафсене вӑхӑтра тӳлеме сӗнеҫҫӗ. Унсӑрӑн… Унсӑрӑн пурлӑхсӑр та тӑрса юлма пулать. Ав 40 ҫулти арҫыннӑн та иномаркӑсӑр тӑрса юлас хӑрушлӑх пур. Суд приставӗсен федераци службин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакскер ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн килнӗ штрафсене пухса пынӑ, тӳлемен. Парӑм 62,5 пин тенке ҫитнӗ. Парӑм пысӑккине кура суд приставӗсем унӑн иномаркине арестленӗ. Арҫынна штрафсене 10 кунра тӳлесе татма вӑхӑт панӑ. 62,5 пин тенкӗсӗр пуҫне унӑн исполнительнӑй сборшӑн 83 пин тенкӗ тӳлемелле. 10 кунра арҫын парӑма татмасть тӗк унӑн машинине аукцонра сутӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей чукун ҫулӗ ҫулла шкул ачисене ҫур хакпа илсе ҫӳрӗ. Ку ҫӑмӑллӑхпа 10-17 ҫулсенчи ачасем ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен усӑ курма пултараҫҫӗ. Билетсен плацкарта, лармалли вакунсене, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш класлӑ вакунсене ҫур хакпа парӗҫ. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫейӗн пур регионӗнче те усӑ курайӗҫ. Билетсене скидкӑпа вокзал кассисенче, Раҫҫей чукун ҫулӗн официаллӑ сайтӗнче тата «РЖД Пассажирам» сарӑмпа усӑ курса илме май пур. Пуйӑса ларнӑ чухне билет тата ят-шыва ӗнентерекен документ кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Йывӑр атлетика енӗпе пултарулӑхне пуҫласа Чӑваш Енре туптанӑ Александр Адикин Мускавра юниорсен хушшинче иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче виҫӗ медале тивӗҫнӗ. Раҫҫейӗн спорт мастерӗ хӑйӗн пултарулӑхне Геннадий Иванов тренер патӗнче аталантарать. Паян каччӑ Чӑваш Енпе Мускав чысне хӳтӗлет. Юниорсен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑвӗнче вӑл помост ҫине 67 килограмчченхи виҫере тухнӑ. 19-20 ҫулсенчи ҫамрӑксен хушшинче вӑл икӗ кӗмӗл, пӗр бронза медальсене тивӗҫнӗ. Сӑмах май, 2015 ҫултах Александр Адикин (ун чухне вӑл 16 ҫулат ҫеҫ пулнӑ) шкул ачисен Раҫҫей спартакиадинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Краснодар крайӗнчи Сукко поселокӗнче иртнӗ финалта вӑл 50 килограмлӑ спортсменсен ушкӑнӗнче чи нумай очко пухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури хушнипе Чӑваш Енӗн прокуратури пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяша турттарассине епле йӗркеленине тӗрӗслӗ. Кун пирки надзор органӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ. Тӗрӗслевҫӗсем каяша турттарассишӗн яваплӑ регионти оператор епле хак ҫирӗплетнине уйрӑмах тӗрӗслесшӗн-мӗн. Тарифа мӗне кура йӗркеленине те палӑртма тӗллев лартнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑлтӑксене тупса палӑртсан ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ. Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем каяш кӳрсе тухнӑшӑн сахалрах тӳлеме тытӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, тарифа 20 процент чакарнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫын пуҫне уйӑхсерен 60,71 тенкӗ тӳлеме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виктория Трончук НТВ телеканалпа пыракан «Ты супер!» кӑларӑма Ҫӗмӗрле хӗрачи каллех хутшӑнать. Палӑртмалла: Виктория Трончук шоуна унчченхи сезонра хутшӑннӑ ӗнтӗ. Хальхинче вӑл юрлама тухнисӗр пуҫне сцена ӑсталӑхӗпе тата вокалпа профессионал уроксем илӗ. Финала тухни вара ача-пӑчан «Еврокурав» конкурсне хутшӑнма май парӗ. Кунсӑр пуҫне финала тухнисем «Ҫӗнӗ хум» сцени ҫинче юрлӗҫ. Сӑмах май, «Ты супер!» шоун черетлӗ сезонӗ пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Конкурса Раҫҫейри ача-пӑча ҫурчӗн воспитанникӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Виктория Трончук – 14 ҫулта. Ӑна 8 ҫултанпа аслашшӗпе асламӑшӗ пӑхаҫҫӗ. Виктория 8 ҫулта чухне юрлама пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 24 ҫулти арҫынна транспорт полицийӗ тытса чарнӑ. Хайхискере наркотик вырнаҫтарма тӑнӑ чухне ярса илнӗ. Ҫак арҫын Шупашкарти пӗр транспорт комплексӗн объектӗнче «закладка» тума хӑтланнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн килӗнче ухтарнӑ. Оперативниксем ун чухне полимерлӑ чӗркемсем тупнӑ: 191,65 грамм гашиш, 10,9 грамм амфетамин, 3904,02 грамм синтетика наркотикӗ. Арҫын ҫак япаласене малашне вырнаҫтарас тӗллевпе упранӑ. Шупашкар ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна тӗрмене мӗн виличчен лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть Мурманск облаҫӗн ертӳҫи Марина Ковтун отставкӑна панӑ. Кун хыҫҫн РФ Президенчӗ Владимир Путин РФ строительство министрӗн ҫумӗпе Андрей Чибиспа тӗл пулнӑ, ӑна облаҫе вӑхӑтлӑха ертсе пыма сӗннӗ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тытӑннӑ. Палӑртмалла: Андрей Чибис 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, 2001 ҫулта Мускав потребитель кооперацийӗн Шупашкарти филиалӗнчен «Юриспруденци» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. Чибисӑн ӗҫ биографийӗ пуян. Тӗрлӗ ҫулта вӑл ваккатра, Рязань облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫинче, Строительство департаменчӗн директорӗн ҫумӗнче тата ытти ҫӗрте вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |