Пӑтӑрмахсем
![]() «Большое радио» тунӑ сӑн Паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫӗрле Ҫӗмӗрле хулинче ҫӑлавҫӑсем ҫунакан виҫӗ автомашинӑна сӳнтернӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра «Renault Sandero», «Renault Duster» тата «Chevrolet NIVA» маркӑллӑ машинӑсем ҫунма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак машинӑсем Щербаков урамӗнчи 63-мӗш ҫурт картишӗнче ларнӑ. Пушарнӑйсем ҫунакан «тимӗр утсене» часах сӳнтернӗ. Ҫапах машинӑсем самаях сиенленме ӗлкӗрнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «тимӗр урхамахсене» такам чӗртсе яма пултарнӑ. Халӗ специалистсен чӑн сӑлтавне палӑртма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Ене 27 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Ҫӗнӗ транспорта республикӑри 17-район-хулана ӑсатӗҫ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулта ачасене шкула илсе ҫӳремелли транспорт кивелнӗ, теприсен вара вӗренӳ учрежденийӗсене оптимизациленӗ май ҫӗнӗ маршрутсем уҫмалла. Ҫӗнӗ автобуссене шӑпах ҫак тӗллевпе илсе килнӗ те. Транспорта Шупашкарти, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Шӑмаршӑ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Муркаш районӗсенчи шкулсенче ӑс пухакан ачасене турттарма ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Фильмри сыпӑк Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкара чӑваш танкисчӗн хӗрӗ килмелле. Кунта сӑмахӑмӑр паттӑрлӑхне фильмра сӑнарланине тивӗҫ пулнӑ Семен Коноваловӑн хӗрӗ пирки пырать. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Тухса калаҫакансен шутӗнче республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев та пулнӑ. Культура министрӗ ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енри кинотеатрсенче «Несокрушимый» фильма тӳлевсӗр кӑтартассине пӗлтернӗ. Фильмри тӗп сӑнар — вӑрҫӑра фашистсен нумай танкне тӗп тунӑ Семен Коновалов паттӑр танкист. Семен Коновалов чӑваш пулнине документсемпе ҫирӗплетнӗ. Вӑл Тури Услон районӗнчи Ямпулат чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ, кайран Хусана куҫса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Атӑл ҫывӑхӗнчи пляжра арҫын путни пирки 15 сехет те 40 минутра хыпар ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах тухса кайнӑ. Чӑнах та, арҫын путма пуҫланнӑ иккен. Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав службин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Атӑл ҫинче кайтсерфингпа тренировка ирттернӗ. Вӑл хӑмапа тата кайтпа ярӑннӑ, анчах пурнӑҫшӑн хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекнӗ. «Ҫил вӗрнӗ те парашют шыва ӳкнӗ. Вӑл хӑй тӗллӗн тӑрайман, хӑмапа тата кайтпа пӗрле путма пуҫланӑ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство сайтӗнче. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна шывран кӑларсан пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна Шупашкарта карас телефонӗсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл 33 карас телефонне пӗҫертнӗ иккен. Тӑкака 600 пин тенкӗпе танлаштараҫҫӗ. Карас телефонӗсене сутакан суту-илӳ точкисенчен пӗрне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче чӳрече кантӑкне ватса кӗнӗ. Лавкка Шупашкарти Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Карас телефонӗсемлӗ хутаҫа ярса илнӗ те вӑрӑ вырӑнтан тапса сикнӗ. Лавккана хураллакан предприяти ӗҫченӗсем ҫитнӗ ҫӗре хайхи ҫухалнӑ. Право хуралҫисем вӑрӑ такси тытнине, вӑл хостелсенчен пӗринче ҫӗр каҫнине палӑртнӑ. Кӑштахран ӑна М-7 автоҫул ҫинчи кафере тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 32 телефон пулнӑ. Челепи тӑрӑхӗнчи ҫын унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ-мӗн. Ӑна ҫӗршывӗпех шыранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Оксана Ястребова. 2014 ҫулхи сӑнӳкерчӗк Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланӑ. Оксана Геннадьевна Елчӗк районӗнчи Акчел ялӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ. Оксана Ястребова Ростов хулинчи патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Етӗрне районӗнчи, Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратурӑсенче тӗпчевҫӗре, аслӑ тӗпчевҫӗре, Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ. 2012 ҫулта ӑна Тӑвай районӗн прокурорӗ пулма шаннӑ. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑннӑ муниципалитетра прокурор пулса ӗҫлес вӑхӑта тата тепӗр пилӗк ҫуллӑха тӑсса панӑ. Ҫак йӗркесен авторне Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать. |
Культура
![]() Чӑваш Ене Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи ҫамрӑк журналистсемпе кинематографистсем пуҫтарӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче Ҫамрӑксен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тата киностудисен «Волжские встречи» (чӑв. Атӑлҫи тӗл пулӑвӗсем) пӗтӗм тӗнчери 30-мӗш фестивалӗ иртӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи хастар ҫамрӑксем ҫеҫ мар, Беларуҫрен, Казахстанран, Украинӑран тата Молдовӑран килсе ҫитмелле. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче 450-а яхӑн ҫамрӑк килме пулнине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем хушшинче — аслӑ классенче вӗренекенсем тата студентсем. Вӗсемпе ӑсталӑх класӗсене медиаотрасльти паллӑ экспертсем ирттерӗҫ. Сӑмахран, «Русский репортер» журналӑн тӗп редаткорӗ Виталий Лейбин, «Карусель» тата «Дисней» телеканалсен режиссерӗ Антон Михалев, Молдавинче ӗҫлесе пурӑнакан, ҫынна аталанма тата лидер пулма хӑнӑхтаракан Марчел Паскаль тренер, М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУри журналистика факультечӗн преподавателӗ, «Моя Планета» телеканал ертӳҫи Роман Лобашов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарти 40-мӗш шкулта эрнекун, ака уйӑхӗн 26-мӗшенче, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе ача пахчисенчи педагогсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейбсукра хыпаралнӑ. «Тупӑшӑва хутшӑнакансем хальччен курман ачасемпе уҫӑ урок ирттерчӗҫ. Ҫак кун маншӑн чӑн-чӑн уяв пулчӗ: Чӑваш чӗлхи кунӗ те, калӑм эрни те пӗрле... Вӗрентекенсем маттуррине пӗлеттӗм-ха, хула ачисем мӗнле пысӑк кӑсӑкланупа чӑваш чӗлхине, культурине вӗренесшӗн пулнине курса тӗлӗнтӗм, савӑнтӑм, кашнине тытса ҫупӑрлас килчӗ», — тесе ҫырнӑ маттур журналист, драматург, сӑвӑҫ. Уҫӑ урок ирттернине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ ӳкернӗ. Кӑларӑма «Раҫҫей 1» телеканалпа ыран, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхине, 9 сехетре, эфира кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енӗн Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявланӑ. Куҫ курманнисен пӗтӗм Раҫҫейри обществин Шупашкарти уйрӑмӗн пайташӗсем валли йӗркеленӗ мероприятие «Ытарайми чӑваш чӗлхи» ят панӑ. Уява Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫнӑ. Мероприятие пухӑннисем ӑна ура ҫине тӑрса итленӗ. Чӑваш чӗлхи кунӗн уявне ертсе пынӑ Надежда Григорьева вулавӑш ӗҫченӗ чӑваш букварьне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑскер чӑваш халӑхӗ валли ҫырнӑ халалпа паллаштарнӑ. Вулавӑша ҫӳрекен Светлана Федорова Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ. Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан интернат-шкулта 6-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Зинаида Катерова чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Раҫҫейри тата Пэпӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Галина Никитина та чӑвашла юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, пӗвесене тата пушар тухсан усӑ курмалли пӗвесене тасатмалли проектсене пуҫаруллӑ бюджетировани программине кӗртме пултараҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри темиҫе пӗвене (списока ҫынсем хӑйсем сӗннӗ) тасатма палӑртнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта ҫынсен унашкал пуҫарӑвӗсем ведомствӑна килнӗ, анчах саккун ҫуккине пула вӗсене конкурса кӗртеймен. Кӑҫал ҫак районсенче пӗвесене тасатма палӑртнӑ: Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑшра, Красноармейски районӗнчи Анаткасра, Хӗрлӗ Чутай районӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Костер ялӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра, Канаш районӗнчи Сухайкассинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |