Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Лидия Горбунова 101 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ӑна вырӑнти тӳре-шара килне пырсах саламланӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарта 1976 ҫултанпа пурӑнакан Лидия Горбуновӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуҫӑрулӑх кӑтартнӑшӑн «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, юбилей медалӗсемпе, «Ӗҫ ветеранӗ» ятпа чысланӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ Лидия Горбуновӑна саламлама килне Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова, ытти тӳре пынӑ. Вӗсем чечек ҫыххи тыттарнипе пӗрлех парне те панӑ. Химиксен хулинчи хӗрарӑмсен клубӗн хастарӗ чӑвашсен тата вырӑссен авалхи юррисене шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Семен Кочкин тунӑ сӑн Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Вӑл нацизма реабилитациленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче ӑна ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн килӗнче шырав ирттернӗ, шӑпах ҫавӑн чухне юраман сӑнӳкерчӗксем, 18 ҫул тултарман ачасен порнографи сӑнӗсене, тупнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, блогер 2016 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2018 ҫулхи юпаччен торрент-программӑпа усӑ кура ача-пӑча порнографине сарнӑ. Аса илтерер: унччен ун тӗлӗшпе 2018 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ информацие вырнаҫтарнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алина Иванова Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ ҫынсене черетлӗ наградӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Шупашкарти Е. Николаева олимп чемпионки ячӗллӗ олимп резервӗн 8-мӗш спорт шкулӗн пуҫлӑхне Алина Ивановӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Алина Иванова Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫапла, тепӗр виҫӗ кунтан ҫур ӗмӗрхине паллӑ тӑвӗ. Шупашкарта аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ССС тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Чӑваш Енпе Раҫсей чемпионки, рекордсменӗ, хӑвӑрт утассипе тӗнче тата Европа шайӗсенчи ӑмӑртусенче чемпион ятне тивӗҫнӗ. XXV ҫуллахи Олим вӑййине хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Александр Иванов Шупашкар хулинчи ҫул-йӗр эксплуатацийӗпе ӗҫлекен предприятисенчен пӗрин, «Дорэкс» акционерсен обществин, пуҫлӑхне ӗҫре вӑрах пулманшӑн должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулара ирттернӗ планеркӑра ҫул-йӗре тытса тӑракан предприятин тилхепине кама шанассине те каланӑ. Хӑҫанчченне калаймӑпӑр та, анчах Алексей Никитин пуҫлӑх вырӑнне вӑхӑтлӑха Александр Иванова шанни паллӑ. «Дорэкс» предприятин ҫӗнӗ пуҫлӑхне каярах конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Александр Иванов ячӗ-шывӗ организацин сайтӗнче пур, анчах унӑн биографине ҫырманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юрий Васильев. Pravdapfo.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки республика парламентӗнче каланӑ сӑмахшӑн каҫару ыйтнӑ-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Ижевскра иртнӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче наци хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе канашлура пулнӑ май журналистсене пӗлтернӗ. ТАСС информаци агентстви ҫырнӑ тӑрӑх, «Асӑрханмасӑр каланӑ сӑмахшӑн должноҫри ҫын яланах каҫару ыйтать. Кунта нимле ыйту та ҫук. Вӑл каҫару ыйтрӗ», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене. Элтепер МИХсем Юрий Васильев каланин пӗр пайне туртса кӑларнине, ҫавна май шухӑш ылмашнине палӑртнӑ. «Темӑна политика сӗмӗ кӳмелли сӑлтав курмастӑп эпӗ», — тенӗ Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]()
Пӗр коммерци организацийӗн ертӳҫи влаҫ ҫыннин сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларӗ. Хайхискер полицейскин сӑмсине хуҫнӑ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехет ҫурӑра пакунлисем чарӑнура ӳсӗр арҫын тӑнине асӑрханӑ. 36 ҫулти арҫын вӗсене такси чӗнсе пама ыйтнӑ, хӑйӗн телефонӗ сӳнсе ларнӑ-мӗн. Лешсем чӗнсе панӑ. Ҫав вӑхӑтрах полицейскисем ӳсӗрскерӗн пушмакӗ ҫинчи кантра салтӑнса кайнине курнӑ та ҫыхма сӗннӗ, унсӑрӑн ӳкет вӗт. Лешӗ вара тав тӑвас вырӑнне пӗр полицейские питӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ, сӑмсине хуҫнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗрскере полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. 36 ҫулти арҫын айӑпне йышӑнмасть. Анчах кӳнтеленсем урӑхла ҫирӗплетеҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ленин районӗн судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИн Инстаграмри страницинче паян ҫул ҫинче машинӑра метан сирпӗнни пирки пӗлтернӗ. Водитель суранланнӑ. Паян, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 7 сехет те 10 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫавраҫулӗнчен инҫех мар, «Патриот» УАЗра метан сирпӗннӗ. Юрать, салонра водительсӗр пуҫне урӑх никам та пулман. Унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ тухнине пула сирпӗнӳ пулнӑ. ҪҪХПИ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине хыпарлать. Ведомство асӑрханулӑх пирки аса илтерет: автомобиле тӑтӑшах тӗрӗслӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре «Калина» водителӗ ҫул ҫинчи инкек вырӑнӗнчен тарнӑ, машинине ҫавӑнтах хӑварнӑ. «Антидилер» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫын – Айӑплава пурнаҫлакан федераци службин ӗҫченӗ. Ҫапах водителе тытса чарнӑ. Ӳсӗрскер хӑйне йӗркеллӗ тытман. Ҫитменнине, машинӑна палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн регистрацилеменнине тупса палӑртнӑ (халӗ номерне шыраҫҫӗ). Водитель алкоголь тесчӗ тума килӗшмен. Руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ тата правана 1,5-2 ҫуллӑха туртса илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне водителӗн ОСАГО пулман (800 пин тенкӗ штраф). Ҫул ҫинчи инкек вырӑнӗнчен тарнӑшӑн та явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев Сарӑту, Пенза облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри ҫулсене критикленӗ. Япӑх ҫула пула аварисем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫулсем начар лару-тӑрура пулни коррупципе те ҫыхӑннӑ – ҫапла шутлать Николай Патрушев. Ку ыйтӑва Ижевскра иртнӗ канашлура ҫӗкленӗ. «Аварисен сӑлтавӗ ҫулсем япӑх пулнипе те ҫыхӑннине палӑртмалла. Чылай инкек ҫакӑншӑн сиксе тухать. Ҫул сийӗ япӑх пахалӑхлӑ пулни коррупципе, ултавпа, ҫула юсама тата тума уйӑрнӑ укҫана вӑрланипе, ҫыхӑннӑ. Субъект ертӳҫисене регион программисене пурнӑҫланӑ чухне тӗрӗслесе тӑма ыйтатӑп», - ҫапла каланӑ Николай Патрушев. РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкексен 39 проценчӗ япӑх ҫулсемпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аслӑ Чакри ишӗлсе аннӑ шкул Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче Вӑрмар районӗнче ишӗлсе аннӑ шкул пирки калаҫнӑ. Элтепер ачасене вӗренмешкӗн хӑрушсӑр условисем туса памаллине палӑртнӑ. Ҫавна май Михал Игнатьев вӗренӳ тата строительство министрӗсене совет саманинче хӑпартнӑ шкулсемпе ача пахчисене тӗрӗслеме, ҫурт 50 процент таран кивелнӗ пулсан ҫӗнетме хушнӑ. «Ялсенче шкулсем пӗчӗк комплектлӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте ҫурри пушӑ ларать. Уйрӑм пӳлӗмсене хупмалла пулсан – хупмалла. Совет тапхӑрӗнчи проектсем пурте пӗрешкел», - тенӗ Михаил Васильевич. Ачасен прависене хӳтӗлекен Елена Сапаркина вара ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсене, ача-пӑча вулавӑшӗсене те тӗрӗслеме сӗннӗ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкулӑн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Юрать, ун чухне шалта никам та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ пулса иртнӗ. | ||
| Тӗмер ҫыхӑну агенствине уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |