Афиша
![]() Пуш уйӑхӗнче Раҫҫей Крым пӗрлешнине паллӑ тӑвать. Аса илтерер: Крымра сасӑлав ирттернӗ, чылайӑшӗ Раҫҫейпе пӗрлештерессине хирӗҫ пулман. Унтанпа 5 ҫул иртнӗ. Чӑваш Енре те ҫак пулӑма халалланӑ мероприяти иртӗ. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Республика лапамӗнче «Крым. Эпир пӗрле!» ятпа савӑнӑҫлӑ концерт иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ. Сцена ҫине пултарулӑх ушкӑнӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем тухӗҫ, хисеплӗ хӑнасем тухса калаҫӗҫ. Палӑртмалла: Крым Раҫҫейпе пӗрлешнине Чӑваш Енре кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна хӑйӗн арӑмне мӑшкӑлланӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын 19 ҫулти ҫамрӑк арӑмӗпе вӑхӑтлӑха пӗрле пурӑнман. Вӗсем пӗрмай хирӗҫнӗ, ҫавӑнпа пӗр килте кун кунламан. Нумаях пулмасть, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, арҫын арӑмне тапӑннӑ. Вӑл ӑна ҫӗҫӗпе хӑратса гараж боксӗсем патне илсе кайнӑ. Гаража ҫитсен упӑшки арӑмӗ хирӗҫленине пӑхман, вӑйпах ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ, мӑшкӑлланӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 27-ри арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Хӗвел» компанин ушкӑнӗн специалисчӗсене Раҫҫейӗн Правительствин премийӗпе чысланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министерстви пӗлтернӗ. Специалистсене Раҫҫей Правительствине чӗнсех чысланӑ. Вӗсене 2018 ҫулта ӑслӑлӑхпа техника енӗпе тунӑ ҫитӗнӳшӗн хавхалантарнӑ. Маларах асӑннӑ министерство ӑнлантарнӑ тӑрӑх, премие тивӗҫнисем пысӑк тухӑҫлӑ кремнирен тӑракан фотоҫутӑ модулӗсемпе Раҫҫейӗн регионӗсенче хӗвел электростанцийӗсем тума технологи шухӑшласа кӑларнӑ. Шухӑшласа кӑларнӑ кӑна та мар. Ӑна хута янӑ. Премие тивӗҫнӗ йышра — «Хӗвел» компанин специалисчӗсемпе пӗрлех А.Ф. Иоффе ячӗллӗ физикӑпа техника институчӗн тата Пысӑк температурӑллӑ пӗрлештернӗ институт ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хули кӑҫал хӑйӗн 550 ҫулхине уявлама хатӗрленет. Хӑш-пӗр историк унӑн ӗмӗрӗ тата вӑрӑмрах тесе шухӑшлани вӑрттӑнлӑх мар-ха. Апла-и, капла-и, хальлӗхе унччен ҫирӗплетнӗ датӑнах палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн тӗп хулин сумлӑ ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Шупашкарта «В память о 550-летии города Чебоксары» (чӑв. Шупашкар хули 550 ҫӳл тултарнине асӑнса) юбилей медалӗ пама йышӑннӑ. Ку ыйтӑва ӗнер хула депутачӗсем хӑйсен 38-мӗш ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Медаль положенийӗнче ӑна кама парассине палӑртнӑ. Патшалӑх, обществӑпа политика, ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура, спорт, ыр кӑмӑллӑх енӗпе, хулан социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне ытти енпе пысӑк тӳпе хывнисене хавхалантарасшӑн. Медале тивӗҫ тесе шухӑшлакансене чыслама ыйтса хатӗрленисене пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ машина туянасшӑн. Унти тӳре-шара куҫ хывнӑ автомобиль мӗнле маркӑллӑ пуласси те паллӑ. «Kia Sorento» текеннине кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Ӑна валли вӗсем хыснаран 1,8 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Тулли приводлӑ кроссовер туянасси пирки хыпарланинче илес машинӑн пуҫламӑш хакне ҫеҫ, 1,796 млн тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Тата... калӑпӑшне. Вӑл 4685x1885x1735 мм калӑпӑшлӑ пулмалла-мӗн. Пӗлтерӳпе паллашнӑ «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал журналисчӗсем ку машина «Kia Sorento» тесе тӗшмӗртнӗ. Машинӑна район хысни шучӗпе илӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртмелле. Ӑна сутаканнипе тепӗр вунӑ кунтан контракт ҫырса алӑ пусӗҫ. Автомобиль района 30 кунта ҫитмелле. Унӑн пӗр ванмасӑр икӗ ҫул ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре 55 километр ҫул юсама, тепӗр 19 километр тӑршшӗ тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара паян ирпе Чӑвашт Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ. Унчченхи «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» приоритетлӑ проект малашне «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна май Шупашкар агломерацине кӗрекен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Муркашпа Шупашкар районӗсенчине ҫеҫ мар, регион пӗлтерӗшлӗ ытти ҫула та юсама шантараҫҫӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев Сарӑту, Пенза облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри ҫулсене критикленине пӗлтернӗччӗ. Япӑх ҫула пула аварисем сиксе тухаҫҫӗ, ҫулсем начар пулни коррупципе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать иккен Николай Патрушев. Ҫул-йӗр ыйтӑвне Ижевскра федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионӗсен ертӳҫисемпе ҫак эрнере ирттернӗ канашулра хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта суд приставӗ пулса тӑрӑшнӑ хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пристав тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна прокуратура та ырланӑ. Пӑтӑрмахӗ 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтра суд приставӗ патӗнче исполнительнӑй ӗҫ выртнӑ. Парӑмлин банк счечӗ ҫинче шыраса илмешкӗн укҫа пулнӑ. Апла пулин те пристав татӑклӑ мера йышӑнман. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пристав юри ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Ӗҫленӗҫи туса вӑл хӑш-пӗр хута илемлетнӗ. Укҫа кӗтекенни ҫапла вара 11 миллион та 800 пин тенке ниепле те шыраса илеймен. Суд приставӗ ӗҫлесе ҫитерейменнине РФ Следстви комитечӗн, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗсем пӗрле пулса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта автошкул машини пӑтӑрмаха лекнӗ. Руль умӗнче стажер ларса пынӑ, автошкулӑн инструкторӗ — пассажир ларкӑчӗ ҫинче. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ «ВАЗ-2107» автомобиль хуҫи Сӗнтӗрвӑрринчи автошкулсенчен пӗри иккен. Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, курсанта машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан инструктор тата хайхин стажерӗ Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗпе пынӑ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсене каҫма ирӗк пур тӗлтен шкул ачи каҫнӑ. Пулас водитель 11 ҫулти хӗрачана асӑрхаман-ши е транспорта чарса ӗлкӗреймен-ши — ачана ҫапса кайнӑ. Инкек кӑнтӑрла иртни 2 сехет ҫурӑ тӗлӗнче пулнӑ. Урине ыраттарнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Валентина Гаврилова Иркутск тӑрӑхӗнчи хастар чӑвашсем хӑйсем пекех хастар тепӗр ҫынна ҫуралнӑ кунпа саламлаҫҫӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пӗрлӗхӗн пайташӗ Валентина Гаврилова паян ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Валентина Михайловна «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗ кӑна мар, вӑл Иркутск облаҫӗнчи Зима хула администрацийӗнче культура комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Ӳркемен те хастар хӗрарӑм хайӗн кулленхи ӗҫӗнче «Юлташ» автономине те пулӑшса пырать. Ҫавӑнпа та ӑна вӑл тӑрӑхри чӑвашсем пурнӑҫӗнчи паллӑ кунсенчен пӗринпе — черетлӗ ҫуралнӑ кунпа — ӑшшӑн саламлаҫҫӗ. Пурнӑҫра мӗн ӗмӗтленни ҫитсе пытӑр, сывлӑхпа пурӑнмалла пултӑр тесе ҫырнӑ вӗсем салам открыткинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта чи илемлӗ те хӑтлӑ ҫуртсене палӑртнӑ. «Тӗслӗхлӗ ҫурт» смотр-конкурса ҫак кунсенче пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал конкурса управляющи компанийӗсенчен 42 заявка ҫитнӗ. Финала вара 9-шӗ кӑна тухнӑ. 5 ҫул ларакан ҫуртсен хушшинче Филипп Лукин урамӗнчи 3-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Хута кайнӑранпа 6-15 ҫул иртнисен йышӗнче Пасар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫӗнтернӗ. 16 ҫултан ытларах лараканнисен хушшинче Ярмӑрккӑ урамӗнчи 3-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ ҫуртсене 60-шар пин тенкӗ преми парӗҫ. Паян, ЖКХ тата коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗнче, хӑтлӑх енӗпе ӗҫленӗ управляющи компанийӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чаллӑ ҫапӑҫӑвӗ пулса иртнӗ. | ||
| Тӗмер ҫыхӑну агенствине уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |