|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти медицина колледжӗнче вӗренекен виҫӗ хӗр сӗтев тӳлесе зачёт тытнӑ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Тухтӑр пулма вӗренекен виҫӗ хӗр ют ҫӗршыв чӗлхипе зачёт илес тесе преподавателе 3-шер пин тенкӗ сӗтев панӑ. Каярах студенткӑсем диплом та хӳтӗленӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан прокуратура документа пӑрахӑҫлама ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Хальлӗхе пӗрин документне пӑрахӑҫланӑ, кӗҫех тепӗр иккӗшӗнпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухӗҫ. Преподаватель медколледжра ӗҫлемест ӗнтӗ, ӑна унтан кӑларса янӑ. Ку ҫеҫ те мар, пуҫиле майпа явап тыттарса 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар пики Дарья Нагорнова, «Титаны» кӑларӑма хутшӑнӗ. Вӑл – спорт гимнастики енӗпе тӗнче чемпионки, Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Дарья ТНТ телеканалти реалити-шоура тупӑшӗ. Вӑл кӑларӑмӑн пӗрремӗш сезонне хутшӑннӑ ӗнтӗ. Анчах улттӑмӗш тапхӑр хыҫҫӑн вӑйӑран тухса ӳкнӗ. Хальхинче вӑл унта мӑшӑрӗпе, Олимп вӑййисен чемпионӗпе Никита Нагорныйпа, пӗрле хутшӑнӗ. Кӑларӑмӑн виҫҫӗмӗш сезонӗ авӑн уйӑхӗҫ 21-мӗшӗнче 21 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем пӗрмай тапӑннине пула интернет ҫыхӑнӑвӗсӗр час-часах тӑрса юлма тивет. Юлашки вӑхӑтра интернета чарсан та хӑш-пӗр ҫӑлкуҫпа усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Сӑмахран, «Контактра» приложение кӗреетӗн, Яндекс сервисӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Малашне ун пек перечене банксемпе аптекӑсене те кӗртӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шел те, Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче аварире шар курнӑ 9 ҫулти хӗрача пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Тухтӑрсем Софийӑн пурнӑҫӗшӗн ултӑ кун кӗрешнӗ. Анчах пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман – вӑл аварире йывӑр суранланнӑ ҫав. Ку инкек нумай пулмасть пулнӑ. Велосипедпа пынӑ хӗрача ҫине ВАЗ-2115 машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 18-ти каччӑ ларнӑ, унӑн права та ҫук. Ҫак кунсенче унӑн автошкулта экзамен тытмалла пулнӑ. Вӑл килти машинӑна амӑшӗнчен ыйтмасӑрах тапратса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пирӗн ҫӗршыва чикӗ леш енчен пысӑк партипе наркотик илсе килме тӑнӑ. Эквадортан килекен карап ҫинче 1,5 тонна ытла кокаин тупса палӑртнӑ. Ӑна Питӗр хулинчи портра асӑрханӑ. Наркотика бананпа пӗрле тиесе янӑ. Укҫа ҫине куҫарсан кокаин 20 миллиард тенкӗ ытла тӑрать иккен. Наркотика тытса чарни пирки Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ӗҫченӗн Галина Зотован юбилей иккен. Культура учрежденийӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗчи хыпарта хӗрарӑм миҫерине каламан. Галина Зотова бутафори хатӗрлекен ӳнер мастерскойӗн ертӳҫинче тӑрӑшать иккен. «Галина Николаевна, сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх-пурлӑх, телей, савӑнӑҫ тата вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр! Сирӗн ӗмӗтӗрсем яланах пурнӑҫланччӑр, пурнӑҫӑрта савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ самантсем кашни кун пулччӑр. Ӗҫре ҫитӗнӳсем хавхалантарччӑр, ҫемьере юратупа татулӑх хуҫаланччӑр», — саламласа ҫырнӑ хыпарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Улатӑрти нимеҫӗ Зоя Бусоргина 60 ҫултан иртнӗ пулсан та ҫамрӑксенчен юлмасть. Вӑл вӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра ав Зоя Витальевна Чулхулара иртекен Ҫамрӑксен фестивальне хутшӑнать. Унта 450 яхӑн нимеҫӗ мероприятие ирттерме пулӑшать. Ҫав шутра – пирӗн ӗнтеш те. Зоя Витальевна унта хӑнасене кӗтсе илет. Вӑл обществӑшӑн питӗ усӑллӑ пуласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян Шупашкар депутачӗсем ларура хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухассине пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Лару иртнӗ, йышӑну тунӑ. Должноҫрен каяссине Владимир Доброхотов хӑй та халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Ку «ҫӗнӗ тӗллевсем пулнипе» ҫыхӑннине пӗлтернӗ, пӗр командӑра ӗҫленӗ ҫынсене тав тунӑ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн страницинчи постӗнче Олег Николаева суйлавра ҫӗнтернӗ ятпа тав тунӑ. «Республика управленийӗн структуринче стабильлӗх сыхланса юлни питӗ пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, кӑнтӑрла, Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче пӗрисен пӳртӗнче пушар тухнӑ. Колхоз урамӗнчи ҫуртри пушара сӳнтерме 7 специалистпа 2 техника пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ автана лӑплантарнӑ хыҫҫӑн 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Инкек вырӑнне вырӑнти районӑн прокурорӗ те пырса ҫитнӗ. Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӳрте ятарласа чӗртсе янине асӑрхаман. Арҫын пирус туртнӑ чухне асӑрханман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() fotokto.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере ҫуллахи ҫанталӑк хӗллехине ҫаврӑнӗ. Паян республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Канмалли кунсенче хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ: термометр 17-22 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Вырсарникун ҫил вӑйланӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫуллахи пек ӑшӑ та уяр ҫанталӑк савӑнтарӗ: тунтикун - 20-25 градус, ытларикун 24-29 градус ӑшӑ пулӗ. Кайран вара ҫанталӑк тӑрук сивӗтсе ярӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, унтан пирӗн пата сивӗ сывлӑш килӗ: кӗҫнерникун кӑнтӑрла 8-13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 2-7. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ текех таврӑнмӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче вара пӗрремӗш юр ҫӗр ҫине ӳкме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
