Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерств тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерств тунӑ сӑн

Канаш округӗнче арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарма тӑнӑ та ӑнсӑртран газ баллонне сирпӗтнӗ.

Ку Атнаш ялӗнче пулнӑ. Каҫхине 48 ҫулти арҫын пичкери ҫӳп-ҫапа чӗртсе янӑ. Юнашарах газ баллонӗсем пулнӑ. Ҫулӑм ун патне ҫывхарнӑ та баллон сирпӗннӗ. Ҫавна май мунча, сарай стенисем ишӗлсе аннӑ. Арҫын хӑй чутах куҫсӑр юлман.

Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем 50 литрлӑ тулли баллона илсе тухса ӗлкӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8284
 

Персона
Чӑваш патшалах академи драма театрӗн афиши
Чӑваш патшалах академи драма театрӗн афиши

Чӑваш академи драма тетарӗнче Леонид Родионов ҫуралнӑранпа 110 ҫул, Алексей Ургалкин ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ. Мероприяти пуш уйӑхӗ 21-мӗшӗнче пулӗ.

Леонид Родионов — РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Алексей Ургалкин — СССР халӑх артисчӗ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче калашле, вӗсем иккӗшӗ те — асӑннӑ театрӑн легендисем.

Леонид Родионов 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Самар облаҫӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыкӑпа театр училищинче, Мускаври театр ӳнерӗн институтӗнче вӗреннӗ. 1940 ҫултанпа Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941-1947 ҫулсенче труппӑн илемлӗх ертӳҫи пулнӑ, 1968-1979 ҫулсенче — тӗп режиссер. Театрта вӑл 1987 ҫулччен тӑрӑшнӑ. 100 ытла спектакль лартнӑ, 20 ытла драма хайлавӗ ҫырнӑ.

Алексей Ургалкин 1910 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта Магнитогорскри ӗҫлекен ҫамрӑксен театрӗнче вӗреннӗ, кайран унта актер пулнӑ.

1938-1940 ҫулсенче Чӑваш патшалах театр училищинче режиссёр ассистентӗнче тӑрӑшнӑ. 1943-1947 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Театр студийӗ ҫумӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ.

Малалла...

 

Раҫҫейре

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Санкт-Петербургра «Тӗп район миссисӗ» конкурс пуҫланнӑ. Унта пӗтӗмпе 12 хӗрарӑм хутшӑнать.

Ҫак йышран виҫҫӗшӗ — чӑваш: Татьяна Байбарина, Анастасия Букина тата Ирина Кондакова. Вӗсем ыттисемпе пӗрле коронӑшӑн кӗрешӗҫ. Чиперккесем тӗрлӗ тупӑшура вӑй виҫӗҫ. Унсӑр пуҫне конкурсҫӑсем ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрне Анастасия Степанова (сӑн ӳкерчӗкре хӗрлӗ хӑю ҫакнӑ пике) йӗркеленӗ. Вӑл – чӑваш, илем конкурсӗсене хутшӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра

Виҫӗ кун ҫанталӑк ӑшӑ тӑчӗ пулсан та Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пулнӑ паян. Вӗсене Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Аксарин ялӗ ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.

Пулӑҫсене пӗр ҫын видео ӳкернӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне пӗри шыва кӗрсе ӳкнӗ.

Пулӑҫсем ҫыран хӗррине хӑйсем тӗллӗн тухайман. Вӗсем патне ҫӑлавҫӑсем килнӗ.

 

ПУШ
12

Вӑл хӑварнӑ йӗр
 Валерий Алексин | 12.03.2025 19:56 |

Кӑсӑклӑ Персона

Таврапӗлӳ кӗтесӗ

2005 ҫулхи ута уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мана А.Н. Николаев-Аслут журналистика ветеранӗпе курса калаҫма тӳр килнӗччӗ. Ҫавӑн чухне вӑл С.А. Артемьев учитель-фронтовикпа туслӑ пулнине пӗлтӗм. «Кун пирки асаилӳ ҫырсан аванччӗ», – терӗм ӗҫтешпе сывпуллашнӑ чух. Тепӗр кунах вӑл телефонпа шанкӑравларӗ, «заданине» пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах вӑл асаилӳ мар, вырӑсла тӗрленчӗк ҫырнӑ иккен. Унти хӑш-пӗр фактсене тӗрӗслес тӗллевпе алҫырӑвне ялти юлташсене вулаттартӑм. Пур иккен иккӗлентерекен темиҫе дата, анчах кампа калаҫса тӗрӗслемелле-ши вӗсене? Ҫакӑ тата ытти сӑлтавсене пула тӗрленчӗке редакцине ҫитерсе параймарӑм, вӑл манӑҫу тусанӗ айне пулса юлчӗ.

Алҫырусем ҫунмаҫҫӗ тени тӗрӗсех иккен. Ҫирӗм ҫула яхӑн выртнӑ хыҫҫӑн фронтовик пурнӑҫне сӑнланӑ тӗрленчӗк каллех алла лекрӗ. Иккӗлентерекен фактсене тӗрӗслесе, чӑвашла куҫарса ӑна Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене сӗнесшӗн.

 

Валерий Алексин, журналист

 

Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫа хутшӑннӑ паттӑрсем пирки сӑмах пуҫарнӑ май 1925 ҫулта ҫуралнӑ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пирки каласа хӑварас килет.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Шупашкарта пуҫласа чӑвашла стендап иртӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Унта ҫитсе курас тесен хулари Ленинград урамӗнчи 22-мӗш ҫурта каймалла. Мероприяти виҫҫӗмӗш хутра пулӗ. Билет хакӗ — 500 тенкӗ.

Ҫав каҫ стендап комиксем, чӑваш блогерӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем хӑйсене ҫӗнӗ жанрта тӗрӗслесе пӑхӗҫ, хӑйсен монологӗсене чӑвашла каласа парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://afisha21.ru/go/304709
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ӑшӑ тумсене шкапран кӑларма сӗнеҫҫӗ. Кӗҫех пирӗн пата ӑшӑ ҫанталӑк ҫитӗ.

Ҫитес эрнекун урамра 12 градус ӑшӑ пулӗ. Ку – ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш декадинчи норма. Танлаштарма: 2015 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче 10 градус ӑшӑ пулнӑ. Пуш уйӑхӗнче 12 градус ӑшӑ чи пӗрремӗш хут 2020 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче пулнӑ.

Паянхи кун Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 4 сантиметр кӑна.

 

Вӗренӳ
Анна Егорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Анна Егорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсен воспитателӗсене «Тӑван чӗлхе управҫи» конкурса хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ ирттерет.

Конкурса хамӑр республикӑри ача пахчисенче тӑрӑшакансем ҫеҫ мар, чӑвашсем йышла пурӑнакан регионсенчисем те хуишӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама пултарӗҫ. Воспитательсен ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен пырӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнчи Лапра ялӗнче пушар пулнӑ. Инкекре 65 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

170 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ пушара 12 ҫын, 5 техника сӳнтернӗ. Ҫурт вӑйлах сиенленнӗ. Ҫулӑма сӳнтерсен 65 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 187 пушар пулнӑ, вӗсенче 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑх туслӑхӗсен ҫуртӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсем пухӑннӑ. Вӗренӳ семинарне Хусанти эксперт, Регионсен хушшинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗн ертӳҫи Юлия Еремеева, Хусанти «Ӗмӗт» этноушкӑн ертӳҫи тата алӑ ӑсти Анжелика Еремеева, чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» юхӑмӗн лидерӗ Елизавета Савелькина ҫитнӗ.

Ҫамрӑксем Тутарстанра чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ мероприятисене йӗркелемелли опытпа пайланнӑ. Юлия Еремеева вара этнокультура енӗпе грант проекчӗсене мӗнле ҫырмаллине ӑнлантарнӑ. Чӑваш блогерӗсем «ҫавра сӗтел ирттернӗ, унта ӗрлехи проектсене сӳтсе явнӑ, Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен халӑх ассамблейине кӗме йышӑну тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall81561407_14341
 

Страницӑсем: 1 ... 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, ... 3886
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 03

1973
52
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ.
1979
46
Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...