|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӑн тата Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем «Лайӑх тракторист» операцие пӗтӗмлетнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен инспекторсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен техникӑпа водительсем епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмпе 222 водителе тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 48-шӗнне кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Чылайӑшӗн обязательнӑй страхованийӗн полисӗ пулман. 12,5 проценчӗн тракторист прави пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Выдающиеся личности в становлении и развитии профессионального театра и кинематографа Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри профессилле театрпа кинематографи йӗркеленсе кайнипе тата аталаннипе ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсем) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна актер ӑсталӑхӗн тата режиссурин кафедринче йӗркеленӗ. Мероприятие Культура институчӗн чӗрӗк ӗмӗрне тата культура колледжӗн 80 ҫулхине халалланӑ. Маларах асӑннӑ кафедра заведующийӗ Лия Чернова ҫамрӑк специалистсемпе студентсене вӗренӳ заведенийӗпе ҫыхӑннӑ сумлӑ ҫынсемпе паллаштарас ӗмӗтлине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти электроаппаратура завочӗ япаласене авма робот техники туяннӑ. Вӑл 50 килограмм таран йӑтса илеет. Унтан ӑна хӑех авать. Унччен ҫав операцие оператор пурнӑҫланӑ пулсан халӗ робот самантрах тӑвать. Ҫитменнине тата ҫыннӑн пресс хушшине алла чиксе яма тивнӗрен аманас хӑрушлӑх та пулнӑ. Халӗ заводра тӑрӑшакансем робота ӗҫлеттерсе яма ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хӗсмет
![]() cap.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кӗрхи призыв пуҫланать. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ. Хальхинче призыв ҫӗнӗлӗхпе пулӗ. Призыв пирки тунӑ йышӑну ҫулталӑкӗпех вӑйра пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, призывнике хальхинче салтака илсе каймасан ӑна тепӗр призывпа чӗнсе илӗҫ. Аса илтерер: салтака 18-30 ҫулсенчи, сывлӑхӗ «А» тата «Б» категориллӗ шутланакан каччӑсене илсе каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче пӗрремӗш тата иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен тӳлевсӗр 20 цифра телекурав трансляцине хӑш-пӗр районта ӗҫлеме чарӗҫ. Кун пирки ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ. Ку телеоборудование планпа килӗшӳллӗн профилактика тата тӗплӗ юсав тунипе ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарта Тӗп телекурав трансляцине тата 18 радиостанцие чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Канашри ЗАГСра 50 ҫул пӗрле пурӑнакан Кузнецовсене чысланӑ. Вӗсем 1975 ҫулта Сиккассинче пӗрлешнӗ. Валентин Николаевичпа Людмила Ильинична икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ пилӗк мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Валентин Николаевич культура тытӑмӗнче ӗҫленӗ: Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗрентекен тата директор пулнӑ. 1986 ҫулта «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. 1991 ҫултанпа вара вӑл – Раҫҫей композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ. Кузнецовсен ҫемйи – ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() dzen.ru сайтри сӑн Раҫҫей Тӗп банкӗ йӑлана кӗнӗ «Тимӗр укҫа эрни» акци пуҫарнӑ. Раҫҫейре пурӑнакансем юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен банка кайса тимӗр укҫана хутлипе улӑштарма е ӑна счет ҫине хума пултараҫҫӗ. Кун пек акцие кӑҫал ака уйӑхӗнче те ирттернӗ. Ун чухне ҫынсем банксене кайса 242 миллион тенкӗлӗх тимӗр укҫа улӑштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Светлана Елисеева архивӗнчи сӑн Канашра ҫуралса ӳснӗ Светлана Елисеевӑн сӑнӳкерчӗкӗсем Мускаври хаҫат хуплашки ҫине лекнӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Светлана Мускаври хими ӗнӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӑйӗн профессийӗпе ӗҫленӗ. Декретра ларнӑ чухне вара сӑнӳкерчӗксемпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Хӗрне, тусӗсене ӳкернӗ, кайран урамри самантсене сӑн тунӑ. Халӗ вӑл Мускав ҫыннисен пурнӑҫӗнчи самантсене сӑн ӳкерет. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсем Мускаври пӗр хаҫат ӗҫченӗсене питӗ килӗшнӗ, редакци вӗсене пичетлесе кӑларнӑ, ҫав шутра – хуплашка ҫинче те. Светлана тӑван тӑрӑхне килсех ҫӳрет. Вӑл чӑваш наци туйне сӑн ӳкерме ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Эх, ҫав эрех! Пӗр ҫынна та ырӑ тумасть ҫав вӑл. Пӗрех этем алли ун енне туртӑнать. Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын килӗнче тӑванӗпе (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) хирӗҫсе кайнӑ. Хӑй ӳсӗр пулнӑ. Сӑмахпа ҫӗнтереймессӗн туйӑннӑ пуль-ши — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа пӗр хутчен чикнӗ. Шар курни куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. 51 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тӳре-шара Китайра туса кӑларнӑ 9 машина туянасшӑн. Аукцион ирттересси пирки калакан документра Haval F7 е ҫавӑн пек урӑх автомобиль туянасси пирки сӑмах пырать. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 28,7 млн тенкӗ. Машинӑна патшалӑх влаҫӗн органӗсенче тӑрӑшакансене транспорта тивӗҫтерме уйӑракан ятарлӑ субсиди укҫипе илӗҫ. Пӗр машинӑншӑн 3,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Анчах унтан ытла мар. Автомобиль хура тӗслӗ пулмалла, Вӑл 2025 ҫулта кӑларни пулмалла. Аукциона авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Сӑмах май каласан, хамар ҫӗршыври АвтоВАЗ предприяти 4 кунлӑ ӗҫ эрни ҫине куҫассине маларах хыпарланӑччӗ. Предприяти ҫӑмӑл мар лару-тӑрура-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
